03 марта 2012 г.
Тăван çĕр-шыв хÿтĕлевçисен кунне халалласа «Росгосстрах» компанин Чăваш Республикинчи филиалĕн куçса çÿрекен кубокне çĕнсе илессишĕн волейболла выляссипе çулленех уçă ăмăрту ирттересси – районта çирĕпленнĕ ырă йăласенчен пĕри. Кăçал та çак спорт уявĕ нарăс уйăхĕн 23-мĕшĕнче пулчĕ. Уяв умĕнхи савăнăçлă чыславра компанин республикăри филиал ертÿçи А. Пирожков волейбол уявне хутшăнакансене салам сăмахĕ каланă май çак ăмăртăвăн кĕске историйĕпе те паллаштарчĕ.
– Муркашсем малалла туртăнни ĕçре те, спортра та кашниншĕнех курăмлă. Производствăра эсир пурнăç ыйтнă утăмпа пыма пултарни, сывлăх сыхлавĕ спортпа тачă çыхăнура пулнине уççăн кăтартни паян пире тĕлĕнтерет те, савăнтарать те. 6 çул каялла пирĕн компанин сирĕн районти страхлакан пай ертÿçи В. Вязов пуçарнипе «Росгосстрахăн» сирĕн район шайĕнчи ăмăртăвĕ иртрĕ. Ултă çул нумай та мар, анчах сирĕнпе пĕрле эпир район шайĕнчи ăмăртуран Раççей шайне тухрăмăр. Çакна паян пирĕн патăмăрта Тутартстан тата Мари Эл Республикин представителĕсем пурри те çирĕплетет, – терĕ ăмăртăва уçнă май «Росгосстрахăн» Чăваш Республикинчи филиалĕн директорĕ Алексей Геннадиевич Пирожков.
Ăмăртăва уçнă çĕре хутшăнса район пуçлăхĕ И. Николаев, район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев тата «Росгосстрах» компанин Муркашри страхлакан пайĕн ертÿçи В. Вязов та спорт уявне килнисене ырлăх-сывлăх, ăнăçу сунчĕç.
– «Росгосстрахăн» историйĕ пуян, унăн ĕçĕ курăмлă. Вăл 1921 çулта РСФСРта йĕркеленнĕ «Госстрахăн» ĕçне малалла тăсаканĕ. Çак çÿллĕшрен пăхсан, асăннă страхлакан компание пирĕн асатте-асаннесем те, паян пирĕн хушăмăрти çынсем те кăмăллани курăнать. Апла пулсан çак компанин услугисемпе пĕр ăру кăна мар ÿссе çын пулнă. Паянхи ăмăрту «Росгосстрах» компани страховани ĕçĕнче çеç мар, халăх сывлăхне сыхлас тата ку енĕпе профилактика ирттерес тĕлĕшпе те иккĕмĕш вырăнта тăманнине кăтартать. Ку уяв малашнехи çулсенче татах та анлăрах вăй илессе шанатăп, – терĕ пĕрремĕш вăйă пуçлама ырă сунса район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Николаевич.
Ăмăртăва килнĕ 15 команда тăватă ушкăна пайланса «Сывлăх» ФСКра, район центрĕнчи Спорт çуртĕнче, Муркашри тата Орининти вăтам шкулсен спорт залĕсенче вылярĕç. Финал ăмăртăвĕ вара «Сывлăх» физкультурăпа спорт комплексĕнче пулчĕ. Тĕп тĕл пулу Шупашкартан килнĕ «Старко» тата хамăр районти «Передовик» командăсем хушшинче пулчĕ. Шупашкарсем вăйлăрах пулчĕç, куçса çÿрекен кубок хуçисем пулса тăчĕç. Виççĕмĕш вырăнта – Шупашкарти троллейбус управленийĕн команди. Вĕсем пурте дипломсемпе «Росгосстрах» медалĕсене тивĕçрĕç.
А. БЕЛОВ.