Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Малалла кай, иртнине пуç тай

03 марта 2012 г.

Чăвашсен çĕр пин юрă тенĕ авалах тăван халăх сăмахлăхне хаклакансем. Унтанпа тепĕр çĕр пин е ытларах та хушăнчĕ пулĕ. Пурнăçри кирек епле пулăм валли те юрă çителĕклĕ пирĕн. Çапах та вĕсенчен чи хитрисене, çепĕççисене çынсем яланах Тăван çĕре, унăн пуянлăхне упракансене, пулăхлăхне ÿстерме ăнтăлакансене халалланă. Çавăнпах ĕнтĕ пĕтĕм ăсталăхне, пултарулăхне пухса шăрантарчĕ çĕр ĕçченне савакан юрăсене Москакассинчи Культура çурчĕ çумĕнчи «Шуçăм» юрăпа ташă халăх ушкăнĕ республикăри трактор историйĕн музейĕнче. Нарăсăн 28-мĕш кунĕнче кунта пурнăçне трактор тăвассипе çыхăнтарнă çынсем тата чапа тухнă, тава тивĕçлĕ механизаторсем тепĕр экспоната – ДТ-54 трактора чаплă лару-тăрура куракансем умне кăларчĕç. Асăннă «хурçă ута» музее хамăр районти «Передовик» хуçалăх парнеленĕ.

«Çак трактор Волгоградри трактор завочĕн хапхинчен 1962 çулта тухнă, çирĕп те шанчăклă алла лекнĕ. 1975-2002 çулсенче унпа пирĕн чи ăста механизаторсенчен пĕри Тегерлеев Александр Егорович ĕçленĕ. Техники те, тракторисчĕ те пĕр-пĕрне лайăх ăнланнă. Пĕрле вĕсем совхоз уй-хирĕнче пысăк хастарлăх кăтартнă. «Пултаруллă механизаторăн халăх асĕнче ырă йĕр хăварма пĕтĕмпех пулнă çав: çынна ырă тума, çĕр пулăхлăхне ÿстерме хистекен чĕри, ăста алли, ыттисене хавхалантарма пултаракан чĕлхи», – палăртрĕ пухăннисен умĕнче «Передовик» хуçалăх директорĕ Николай Лазаревич Царев.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Р.Н. Тимофеев Муркаш районĕнче хастар çĕр ĕçченĕсем вăй хунине палăртрĕ. Паян та вĕсем тухăçлă тыр-пул ÿстерессишĕн ырми-канми вăй хунине каларĕ.

Пурте вăхăтлăх тĕнчере. Халăх астăвăмĕ кăна яланлăх. Вăл ламран лама куçать. Çамрăклах аслă ăрури çынсенчен мĕн пур ыррине йышăнса сулмаклă утăмсемпе малалла ăнтăлать. ДТ-54 трактор паян та сухалама пултарать пулин те çĕннисене, хăватлăраххисене çул парса яланлăхах музее куçрĕ. Ан тив, курма пыракансем унăн шанчăклăхне, çирĕплĕхне асăнса пуç тайччăр. Ватăраххисене вăл пирвайхи тракторсем хыççăн тĕлĕнсе чупнă ачалăхне, теприсене çамрăклăхне, виççĕмĕшсене целина çулĕсене аса илтерĕ.

Анчах «хурçă ута» ĕçлеттерекенĕ, вăхăтра «сĕлĕпе хăналаканĕ» паян пирĕн хушăра çук ĕнтĕ. Тăпри çăмăл пултăр ырми-канми çĕр ĕçченĕн. Вăл яланах малалла чĕнекен тĕслĕх пулса юлĕ.

Трактор историйĕн Шупашкарти наукăпа техника музейне те тав сăмахĕпе асăнас килет. Вăл уçăлни пĕр çулталăк ытларах кăна-ха. Унта паян 25 трактор. Музей хамăр çĕр шыври тата ытти вырăнсенчи трактор тăвассипе çыхăннă экспонатсемпе те пуян, Раççейре çакăн йышши музейсем урăх çук. Унта никам та тытса пăхма юрамасть, тесе асăрхаттармĕ. Хамăра кăсăклантаракан кустăрмаллă е çăпаталлă тракторсем çине ларса пăхма, рульне пăркалама, кирлех пулсан, чĕртсе пăхма та ирĕк пур. Музей куçса çÿрекен куравсем, лекцисемпе конференцисем, ача-пăча уявĕсем йĕркелет, сувенирсем хатĕрлет, тракторсене реставраци туса малтанхи сăнне кĕртессипе тимлет. Унăн пурне те хапăл тăвакан директорĕ Альберт Николаевич Сергеев палăртнă тăрăх музейăн пуласлăхĕ питĕ пысăк.

Е. Романова,

ЧПУ студентки.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика