03 марта 2012 г.
Февралĕн 28-мĕшĕнче Раççей Правительствин Председателĕ В.В. Путин Ĕпхÿ хулинче Пĕтĕм Раççейри аграри форумне хутшăннă. Унта вăл Раççей агропромышленноç комплексне аталантарассин тĕп çул-йĕрĕсем çинче чарăнса тăнă.
Владимир Путин çавна палăртнă. Пирĕн экономикăн аграри секторĕ те стратегиллĕ отрасль пулса тăрать: кунтах апат-çимĕç хăрушсăрлăхĕ те, çĕнĕ технологисемпе усă курмалли анлă майсем те, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелесси те. Çавăнпа та пирĕн ял хуçалăхĕ паян Раççей аталанăвĕн, наци тупăшне ÿстермелли локомотивсенчен пĕри пулса тăни питех те пысăк пĕлтерĕшлĕ.
2006 çултан тытăнса агропромышленноç комплексне хывнă инвестицисен виçи 1,5 трлн. тенкĕ урлă каçнă! Çакă чылай енчен Раççей экономикине тăнăç аталантарса пыма, миллионшар çыннăн пурнăç условине лайăхлатма май панă.
2009 тата 2010 çулсенчи çуллахи тапхăр çăмăл пулмарĕ. Шăрăх çанталăка тата пушарсене пула мĕн акса-лартса хăварнин виççĕмĕш пайĕ тĕп пулчĕ. Апла пулин те патшалăх пулăшнипе Раççей аграрийĕсем пуçа усман, аталану вăй-хăватне сыхласа хăварнă тата ÿстернĕ.
2011 çулта 94 млн. тоннăна яхăн тырă пуçтарса кĕртнĕ. Ку вăл хамăра кирлĕ таран тивĕçтерме кăна мар, саппаслăха ÿстерме те май панă.
Ял хуçалăхĕ, çĕр çинче ĕçлекенсем тĕлĕшпе малашне те пулăшу пулмалла. Ку енĕпе иккĕленÿ çук.
2012 çулта агропромышленноç комплексне пулăшма федераллă бюджетра 170 млрд. тенкĕ пăхса хунă. Кунсăр пуçне Россельхозбанк, Перекет банкĕ татах 150 млрд. тенкĕрен кая мар кредитсем уйăраççĕ. Унчченхи çулсенчи пекех ял хуçалăх продукцийĕ туса хатĕрлекенсене çунтармалли-сĕрмелли материалсемпе йÿнĕрех хакпа тивĕçтерĕç. Хаксем регионта пĕлтĕрхи декабрĕн 31-мĕшĕ тĕлне пулнинчен 30 процент каярах пулĕç. Çăмăллатнă майпа топливо уйăрассин калăпăшĕ вара 2011 çулхи шайран 10 процент пысăкрах пулмалла. Çакă ял хуçалăх продукцийĕ туса хатĕрлекенсене 2012 çулхи пĕрремĕш çур çулта кăна 11 млрд. тенкĕ перекетлеме май парĕ.
Кăçал кивĕ ял хуçалăх техникин паркне çĕнетме пĕтĕмпе 8,5 млрд. тенкĕ уйăрма пăхнă. Кунсăр пуçне хуçалăхсенчи мелиораци сечĕсене тума тата унчченхисене çĕнетме каякан тăкаксене 50 процент федераллă бюджетран саплаштарĕç.
Ялти пур йышши хуçалăх формисем тĕлĕшпе те патшалăх енчен пулăшу пулĕ. Çывăх вăхăтрах ялсенчи пуçласа ĕçе тытăнакан фермерсене тата уйрăм предпринимательсене пулăшассипе программа вăя кĕрет. Çавна валли 2 млрд. тенкĕ уйăраççĕ.
Хресчен хуçалăхĕсене çĕр участокĕсене харпăрлăха çирĕплетме пулăшма кăçал 1,4 млрд. тенкĕ уйăрса парĕç. 2011 çулта ку тĕллевпе 120 миллион тенкĕ уйăрнă.
Аграри бизнесне монополистсен саккунпа килĕшсе тăман тĕрлĕ йышши тивĕçсĕр ĕçĕсенчен хÿтĕ-лесси пысăк пĕлтерĕшлĕ. Пысăк компанисем тĕлĕш-пе тĕрĕслевлĕ, коррупцие хирĕçле мерăсем йышăнма тивет. Регионсенчи электроэнергипе, газпа тата ытти ресурссемпе тивĕçтерекенсем енĕпе те çакна палăртмалла.
Пирĕн тĕллев – хуçалăхсене хăйсен продукцине май пур таран посредниксемпе сутăн илекенсемсĕрех меллĕ тата тупăшлă сутма майсем туса парасси. Ял хуçалăх продукцийĕн суту-илĕвĕн хальхи цивилизациллĕ инфраструктурине йĕркелени кирлĕ.
Канмалли кунсен ярмăрккисене хутшăнма фермерсене, килти хушма хуçалăх хуçисене чару пулмалла мар. Çавна валли майсем туса памалла.
Хамăрăн агропромышленноç малашлăхĕ пирки калаçнă май Раççей Пĕтĕм тĕнчери суту-илÿ организацине кĕрессин ыйтăвне те айккинче хăварма юрамасть. Çакăнта кĕнĕ ытларах çĕр-шывсен опычĕ вара çавна çирĕплетет: тулашри рынока тухма çул уçăлать.
Хамăрăн майсемпе туллинрех усă курас тесен аграри секторне пур майсемпе те пулăшма вĕренес пулать.
Пĕрремĕшĕнчен, Пĕтĕм тĕнчери суту-илÿ организацийĕн нумай нормисемпе эпир хамăрăн кулленхи пурнăçра усă куратпăр та ĕнтĕ.
Иккĕмĕшĕнчен, уйрăмах «сисĕмлĕ» отрасльсем тĕлĕшпе – автопром, ял хуçалăх машинисем тăвасси, АПК сферинче, сăмахран, чăх-чĕп тата сысна ĕрчетесси – адаптаци мерисене пăхса хунă. Акă кăçал сысна ĕрчетессине пулăшма 6 млрд. тенкĕ уйăрма пăхнă. Виçĕ çуллăх программа туса хатĕрленĕ. Кашни çул 6-шар млрд. тенкĕ, пĕтĕмпе 18 млрд. тенкĕ уйăрĕç.
Виççĕмĕшĕнчен, Пĕтĕм тĕнчери суту-илÿ организацине кĕни ял хуçалăх продукцийĕ туса хатĕрлекенсене тÿрремĕн пулăшассипе çыхăннă. Çакă ялсен территорийĕсене комплекслă аталантарассин программисем çине нимĕнле витĕм те кÿмест. Инфраструктурăна аталантарассипе – ялсенче çулсем тăвассипе, территорисене тирпей-илем кĕртессипе, хуласемпе поселоксенчи çулсене юсассипе малашне те ĕçлесе пымалла. Пĕтĕмĕшле çитес икĕ çул хушшинче çак проект валли 130 млрд. тенкĕрен кая мар уйăрма пăхнă.
Кадрсем хатĕрлессин системине анлăлатса пымалла. Яла пыракан специалистсем валли укçа-тенкĕ уйăрассине кăçал 2,5 млрд. тенкĕне çитерме пăхнă. Социаллă инфраструктура аталанĕ. «Ялсен социаллă аталанăвĕ» федераллă тĕллевлĕ программăпа килĕшÿллĕн 15 млн. тăваткал метр çурт-йĕр хута янă ĕнтĕ, ялсенчи çуртсенчен çуррине ытла газпа тата шывпа тивĕçтернĕ. Асăннă программăна 2013 çулччен тăсма йышăннă.
Ял хуçалăхне, вăл шутра ялти пĕчĕк тата вăтам бизнеса аталанма, нумай вăхăтлăх хăватлă туртăм вăйĕ памалла, хамăрăн производство конкурентлăхне ÿстерме пулăшмалла.
Пирĕн вара туса илекен продукци калăпăшне кăна мар, унăн пахалăх кăтартăвĕсене ÿстерсе пыма та майсем пур. Шăпах ĕнтĕ хамăр туса илекен продукци пахалăхĕ тата унăн çителĕклĕхĕ наци аграри политикин тĕп тĕллевĕ пулса тăрать. Паллă ĕнтĕ, çынсен, пирĕн миллионшар гражданинăн ăнăçлăхĕ, вĕсем валли çĕнĕ майсем уçăласси чи малтанах ялсем мĕнле аталаннипе çыхăннă.
Раççей ял хуçалăх министрĕ Елена Скрынник та аграрисем умĕнче сăмах каланă. Вăл агропромышленноç комплексĕн иртнĕ ултă çулхи кăтартăвĕсем çинче чарăнса тăнă. Пĕтĕмĕшле илсен 2006 çултан тытăнса 2011 çулччен ял хуçалăх продукцийĕ туса илесси 28,8 процент ÿснĕ. Выльăх-чĕрлĕх продукцийĕ туса илессипе ку кăтарту 22,5 процентпа, ÿсен-тăран продукцийĕ туса илессипе 31,9 процентпа танлашнă.
Раççей Ял хуçалăх министерствин прогнозĕпе 2011–2012 ял хуçалăх çулĕнче тырă сутасси 25 млн. тоннăран 27–28 млн. тоннăна çитмелле. Сахăр тата ÿсен-тăран çăвĕ те сутаççĕ. Малашне чăх-чĕп тата сысна ашĕ чикĕ леш енне сутассине ÿстерес енĕпе те плансем пур.
«Тĕп капитала инвестицисем хывасси 2,3 хут ÿсмелле, ял хуçалăх производствин рентабеллĕхĕ 25 процента çитмелле, ĕç укçин вăтам виçи 4,3 хут пысăкрах пулмалла. Ялсенчи 203 пин çемье, вăл шутра 114 пин çамрăк çемье тата çамрăк специалист хăйсен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатĕ», – палăртнă Елена Скрынник. Çакă пĕтĕмпех Раççей çыннисене пахалăхлă продукципе ытлă-çитлĕ тивĕçтерме, çĕр-шывăмăра хăйĕн ял хуçалăх продукцине тĕнче шайне кăларассипе ытти çĕр-шывсем хушшинче тивĕçлĕ вырăн йышăнма май парĕ.
Хамăр инф.