Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кăçал лайăх улшăнусем пулмалла

03 марта 2012 г.

Республикăра кăçал вĕренÿ тытăмне çĕнетессипе ятарлă мерăсем йышăнса çирĕплетнĕ. Пысăк калăпăшлă ĕçсене пурнăçлама Чăваш Ен валли 843224200 тенкĕ уйăраççĕ.

Пирĕн районта уйăракан укçа-тенкĕпе мĕнле усă курма палăртаççĕ-ха; Ку ыйтăва район администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политики тата физкультурăпа спорт пайĕн ертÿçине З. Дипломатовăна хуравлама ыйтрăмăр:

– Çак укçа-тенкĕпе шкулсенчи вĕрентÿпе производство оборудованине, спорт хатĕрĕсем, компьютер оборудованийĕ туянма, медицина кабинечĕсенчи ĕçе йĕркелесе яма палăртнă. Кунсăр пуçне уйăракан укçа-тенкĕпе шкул столовăйĕсенчи пурлăха пуянлатма, ачасене турттармалли транспорт хатĕрĕсем туянма, библиотека фончĕсене пуянлатма та майсем пур. Учительсен, шкул директорĕсен квалификаци шайне ÿстерме те, пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вĕрентÿ учрежденийĕсен çурчĕсене капиталлă юсав ĕçĕсем ирттерме те пулать.

Пирĕн района пурĕ 8783900 тенкĕ уйăрса параççĕ. Унăн пысăк пайĕ федераллă бюджетран килет – 7027100 тенкĕ, ытти – вырăнти бюджетран.

Укçа-тенкĕне хăш объектсем çине ярассине палăртма, шкул çурчĕсенче юсав ĕçĕсем ирттерес тĕллевпе районти шкулсен çурчĕсене тĕрĕслесе тухнă.

Сăмахран, Муркашри вăтам шкулти столовăйĕнче капиталлă юсав ĕçĕсем ирттерме палăртатпăр. Унта çĕнĕ оборудовани те вырнаçтармалла. Шкул – районта чи пысăкки, унта çак вĕренÿ çулĕнче 703 ача вĕренет.

Шкул библиотекисен фондне пуянлатасси пирки. Кăçал 1–2-мĕш классем валли вĕрентÿ кĕнекисем килеççĕ. Маларах вĕсем-шĕн ашшĕ-амăшĕ укçа пухнă пулсан çитес вĕренÿ çулĕнче кĕнекесем валли укçа-тенкĕ тăкаклама тивмĕ. Вĕренÿ тетрачĕсене кăна илмелле пулать.

Транспорт хатĕрĕсем шкулсене ытларах 2003– 2004 çулсенче килнĕ. Çавăнпа та вĕсене улăштарасси те планланă тăрăх пулса пымалла. Юлашки виçĕ çулта Юнкă, Нискасси, Чуманкасси, Муркаш, Йÿçкасси, Шетмĕпуç шкулĕсенчи транспорт паркне çĕнетме май пулчĕ. Паянхи кун тĕлне вара Мăн Сĕнтĕр, Ильинка, Москакасси, Калайкасси тата Турай шкулĕсенче ку ыйту çивĕç тăрать.

Н. Николаева.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика