29 февраля 2012 г.
Февралĕн 27-мĕшĕнче Шупашкара Раççей Президенчĕ Дмитрий Медведев килнĕ, республика Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа тĕл пулса калаçнă. Хăйĕн ĕçлĕ визитне Президент çĕр-шыври талантлă та мал туртăмлă яш-кĕрĕм валли хăйсен пултарулăхне аталантарма майсем туса парассине, вĕсене ку тĕлĕшпе патшалăх енчен тивĕçлĕ пулăшу парассине халалланă.
Малтанах Дмитрий Медведев «ЭКРА» предприятире, 2007 çулта уçăлнă 5-мĕш гимназире пулса курнă. Президент вĕсенче çамрăксене тухăçлă ĕçлеме, вĕренме, хăйсен ăс-хакăлне, пултарулăхне аталантарма мĕнле условисем туса панипе тата ытти ыйтусемпе интересленнĕ. Пултаруллă ачасемпе çамрăксене тĕрев парасси Дмитрий Медведевпа Михаил Игнатьев тĕл пулăвĕнче тĕп тема пулнă.
Хыççăн çĕр-шыв пуçлăхĕ Д.А. Медведев ертсе пынипе РФ Патшалăх Канашĕн президиумĕн ларăвĕ иртнĕ. Кунта та сăмах çамрăксем тĕлĕшпе тимлĕрех пулмалли, пулăшу мелĕсемпе тата майĕсемпе анлăрах усă курмалли пирки пынă.
Калаçăва пĕтĕмлетнĕ май Дмитрий Медведев талантсене пулăшассин пĕлтерĕшĕ пысăк пулни çинче тепĕр хут чарăнса тăнă. Çавна валли туса хатĕрленĕ концепцие тишкермешкĕн вăхăт пур. Анчах та вăл малашнехи ĕç никĕсĕ пулса тăрасси инçе мар ĕнтĕ – ăна çывăх вăхăтрах йышăнĕç, пурнăçлама тытăнĕç.
Хамăр инф.