Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Утас текен малаллах пăхать

29 февраля 2012 г.

Сисмерĕмĕр те – 2011 çул историе кĕрсе юлчĕ ĕнтĕ. Каялла çаврăнса пăхма, иртнĕ çул мĕнле ĕçленине критикăлла хак пама, малашлăх тĕллевĕсене палăртма вăхăт.

Районти ĕç çыннисем 2011 çула япăх вĕçлерĕç темелле мар. Промышленность продукцине туса кăларассипе уйрăмах кăтартусем савăнтараççĕ. Пĕтĕмпе вĕсене 1176 миллион тенкĕлĕх туса кăларнă. Ку вăл унчченхи çулхинчен 62,7 процент пысăкрах. Ку кăтарту, паллă ĕнтĕ, ытларах енчен «Сеспель» предприятипе Муркашри кирпĕч завочĕ мĕнле ĕçлесе пынипе çыхăннă. «Сеспель» предприяти пĕтĕмпе 1134,4 миллион тенкĕлĕх (169,1 процент) продукци, 651 единица (158 процент) çурма прицеп туса кăларнă пулсан, çав вăхăтрах Муркашри кирпĕч завочĕ ÿсĕмлех ĕçлеймен, 36,7 миллион тенкĕлĕх продукци хатĕрлесе кăтартăва 2010 çулхинчен 6,3 процент чакарнă.

«Моргауши–Хлеб» тата «Сундырь–Хлеб» предприятисем – ÿсĕмлĕ ĕçлекеннисем шутĕнче. Муркашсем 27 миллион тенкĕлĕх (104,8 процент), Мăн Сĕнтĕрсем 37,4 миллион тенкĕлĕх (108,6 процент) çăкăр-булка, кондитер, макарон тата ытти изделисем хатĕрленĕ. Муркашри сĕт завочĕпе «Моргаушкорм» предприяти вара хăйсен кăтартăвĕсене 31,7 тата 9,6 процент чакарнă.

Ял хуçалăх продукцине пур йышши категорие кĕрекен хуçалăхсенче 1666 миллион тенкĕлĕх туса илнĕ. 2010 çулхипе танлаштарсан – 105 процент. Сутлăх продукци 407,8 миллион тенкĕлĕх пулнă е унчченхи çулхинчен 0,2 процент нумайрах сутнă.

Тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсене 34,4 пин тонна пухса кĕртнĕ, гектар пуçне тивекен вăтам тухăç 23,7 центнерпа танлашнă. Çĕр улми тухăçĕ пĕр гектар пуçне вăтамран 147,5 центнер тивет, ăна пĕтĕмпе 41,3 пин тонна кăларса пухнă. Анчах та ял хуçалăх продукцийĕ туса илекенсене вĕсен хакĕсем чакса кайни «ура хурать».

Районĕпе сĕт пĕтĕмпе 41,5 пин тонна е 98,1 процент туса илнĕ. Ял хуçалăх организацийĕсенче сĕт сăвасси 6,9 процент чакнă, пĕтĕмпе 8,5 пин тоннăпа танлашнă. Районĕпе кашни ĕне пуçне вăтамран 3959 килограмм сĕт сунă.

Мăйракаллă шултра выльăхсен шучĕ районĕпе пĕтĕмпе 16079 пуç пулнă (вăл шутран ĕнесем 9798 пуç) е 2010 çулхипе танлаштарсан 99,3 процент. Сыснасен шучĕ те 2799 пуç чухлĕ (22,2 процент) чакнă, 9798 пуçпа танлашнă.

Чĕрĕ виçепе шутласан иртнĕ çулхи январь–декабрь уйăхĕсенче 5533,1 тонна е 91,6 процент аш-какай туса илнĕ. Ку вăл республикăра туса илнин 5,5 проценчĕ пулать. Çăмарта 77 миллион штук (119,8 процент) илнĕ.

Ял хуçалăх продукцийĕ туса илекенсене патшалăх пулăшу панипе 2010 çулхи шăрăх çанталăк хыççăн ама выльăхсен йышне сыхласа хăварма пултарнă. Иртнĕ çул районти агропромышленность комплексне патшалăх енчен 106,7 миллион тенкĕ пулăшу панă. Вăл шутран федераллă бюджетран 67,4 миллион тенкĕ, республика бюджетĕнчен 39,3 миллион тенкĕ. Уйрăм çынсен харпăр хăй хуçалăхĕсем 34,2 миллион тенкĕ патшалăх пулăшăвне тивĕçнĕ.

Пĕчĕк предпринимательство ăнăçлă аталанать. Çак вăхăта районта 144 пĕчĕк тата вăтам предприяти, 795 уйрăм предприниматель, вăл шутра 113 хресчен (фермер) хуçалăхĕ, 16 ял хуçалăх потребитель кооперативĕ шутланать. Вăтам тата пĕчĕк предпринимательство ĕçĕ-хĕлĕпе 2600 çын е район экономикинче вăй хуракансен 32,6 проценчĕ çыхăннă. Пĕчĕк хуçалăх формиллĕ субъектсем хăйсен вăйĕпе 2011 çулта 303 миллион тенкĕлĕх продукци туса кăларнă. Ку вăл 2010 çулхинчен 25 процент нумайрах.

Потребительсен рынокĕн аталанăвĕ те экономикăри лару-тăрăвăн пĕр енĕ пулса тăрать. Уйрăмах вара ваккăн тавар сутасси. Пĕчĕк предпринимательство субъекчĕсене шута илмесĕр иртнĕ çул ваккăн тавар пĕтĕмпе 882,3 миллион тенкĕлĕх сутнă (105 процент).

Обществăлла апатлану предприятийĕсен çаврăнăшĕ 2011 çулта 85,8 миллион тенкĕпе танлашнă е унчченхипе танлаштарсан 104,4 процент. Вĕсенче туса хатĕрлекен продукци ассортименчĕ пуянланать, пахалăхĕ ÿсет. Иртнĕ çул Муркаш райповĕ Муркашра 40 вырăнлăх пиццери, Т.В. Бардасова предприниматель 30 вырăнлă кафе-закусочнăй, Мăн Сĕнтĕр райповĕ Юнкăра «Магнолия» кафе уçрĕ.

Çынсене 154,8 миллион тенкĕлĕх тÿлевлĕ пулăшу панă. Тÿлевлĕ пулăшу парасси 3,4 процент ÿснĕ.

Районта строительство ĕçĕсем анлă сарăлнă. Ку енĕпе федераллă тата республика программисене хутшăнни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Нумаях пулмасть Муркашра бизнес-инкубатор хута кайрĕ. Ăна валли федераллă бюджетран 10,5 миллион тенкĕ, республика бюджетĕнчен 2,8 миллион тенкĕ уйăрса панă.

Иртнĕ çул инвестици ĕç-хĕлне аталантарма пĕтĕмпе 592,7 миллион тенкĕ уйăрнă. Пĕтĕмпе 29066,4 тăваткал метр пурăнмалли çурт-йĕр, вăл шутран 26555,4 тăваткал метр харпăр хăйĕн çурт-йĕрне хута янă. Çурт-йĕр строительствин пысăк пайне хуçалăхсем хушшинчи «Моргаушская» строительство организацийĕ пурнăçлать.

«Ялсен 2013 çулчченхи социаллă аталанăвĕ» федераллă программăпа килĕшÿллĕн строительство ĕçĕсем пурнăçлама социаллă тÿлев свидетельствисене 6 çамрăк çемьене тата çамрăк специалистсене пĕтĕмпе 3740,7 пин тенкĕлĕх, 7 граждана 2456,5 пин тенкĕлĕх уйăрса панă. «Пурăнмалли çурт-йĕр» федераллă тĕллевлĕ программăн «Çамрăк çемьесене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтересси» подпрограммипе килĕшÿллĕн вара 17 çамрăк çемье 8486,437 пин тенкĕлĕх социаллă тÿлеве тивĕçнĕ. Пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатмаллисен черетĕнче тăракан Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕсемпе вăрçăра вилнĕ салтаксен тăлăх арăмĕсенчен 242 çынран 187-шĕ хăйсен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатрĕ.

Чылай чухне çынсене ĕçмелли шывпа тивĕçтересси ыйту çуратать. 147 ялта 164 артезиан скважининчен илекен водопровод шывĕпе усă кураççĕ. Шыв пăрăхĕсен тăршшĕ 277 километр. Анчах та вĕсем кивелсе çитнĕ ĕнтĕ, капиталлă юсав ĕçĕсем туса ирттермелле. Ялсенче йĕркеллĕ çулсем тăвассипе те ĕçлемелли сахал мар.

Районта экологи лару-тăрăвĕ япăх шайра темелле мар. Йăла каяшĕсен полигонне хута янă май санкцилемен 12 свалкăна пĕтернĕ. Пĕтĕмпе 10 пин кубла метр каяш пуçтарса тиесе ăсатнă.

Тирпей-илем ыйтăвне куç ытамĕнчен вĕçертме шутламастпăр. Территорисене хăт кĕртессипе, тасатассипе, йывăçсем лартассипе уйăхлăхсем тăтăшах иртеççĕ. Иртнĕ çул итогĕсемпе Муркаш ял тăрăхĕ ку енĕпе республикăра 1-мĕш вырăна тухма пултарчĕ.

Районти вĕрентÿ системинче шкул çулне çитмен ача-пăча учрежденийĕсем 28, пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 28 шкул (вăл шутран 14 вăтам шкул тата 1 лицей). 2012 çулта Муркаш лицейĕн çуртне реконструкцилесе хушма вĕрентÿ учрежденийĕ йĕркелеме, Çатракассинчи «Березка» ача садĕнче хушма ушкăн, пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсенче кун пек ушкăнсене 2 уçма пăхнă.

Шкулсенче вĕренекенсен йышĕ чакни палăрать. Юлашки 3 çул хушшинче кăна вĕсен шучĕ 7,5 процент чакнă. Пĕр вĕрентекен пуçне вăтамран 10 вĕренекен тивет. Куллен 981 вĕренекене 102 ялтан 15 шкул автобусĕ тата 2 «Газель» турттараççĕ.

Учительсен кадрĕсене çĕнетес ĕç пырать. 2011–2012 вĕренÿ çулĕнче шкулсене 18 çамрăк специалист ĕçлеме килнĕ. Учительсен уйăхри вăтам ĕç укçи 13926 тенкĕпе танлашать. Çитĕнекен ăрăвăн сывлăхне сыхласси вĕрентÿ ĕçĕн тĕп çул-йĕрĕсенчен пĕри пулса тăрать. Шкула çÿрекенсене 95 процентне кунсерен 2 хутчен вĕри апат çитерессине йĕркеленĕ.

Хушма вĕрентÿ ĕçне 2411 вĕренекене явăçтарнă, вăл пĕтĕмпе вĕренекенсен 67 проценчĕ пулать. Ку тĕлĕшпе 110 вĕрентекен тăрăшать.

Районта сывлăха сыхлас ĕç аталанать. «Чăваш Республикинче 2011–2012 çулсенче сывлăха сыхлас ĕçе модернизацилесси» программăна хутшăнса Муркашри 2-мĕш номерлĕ район больницин стационар корпусĕн çине тĕпрен юсанă, 2 миллион та 876 пин тенкĕлĕх медицина оборудованийĕпе тивĕçтернĕ. «Хальхи информаци системисене пурнăçа кĕртесси» енпе кашни тухтăрăн ĕç вырăнне автоматизацилеме тата учрежденин пĕтĕмĕшле сетьне кĕртме палăртнă.

Культура ĕç-хĕлне районта культурăпа кану учрежденийĕсем 57, 30 библиотека, 3 музей, ачасен Муркашри искусство шкулĕ, муниципаллă архив пурнăçлаççĕ. Вĕсем «Чăваш Ен культури – 2010–2020 çулсем» республика тĕллевлĕ программине пăхăнса ĕçлесе пыраççĕ. Культура учрежденийĕсен çурчĕсенче капиталлă юсав ĕçĕсем пурнăçлама иртнĕ çул 4 миллион та 404,9 пин тенкĕ уйăрнă.

Ял çыннисен 80 процентне культурăпа кану ĕç-хĕлне явăçтарнă. Вĕсенчен 16 проценчĕ 463 кружокпа секцие çÿрет. Районти 11 пултарулăх коллективĕ «халăх» ятне тивĕçнĕ.

Районти 30 библиотекăн кĕнекесен фончĕ 332038 экземпляр. Вăл çуллен пуянланса пырать, пĕлтерĕшлĕ информаци ресурсĕсенчен пĕри пулса тăрать. Музейсене çÿрекенсен шучĕ те çуллен ÿсет.

2011 çулта районăн консолидированнăй бюджетне 410,4 миллион тенкĕ укçа-тенкĕ пырса кĕнĕ. Вăл шутра район тупăшĕ – 109,6 миллион тенкĕ. Хамăрăн тупăш шайĕ 26,7 процентпа танлашать.

Демографи лару-тăрăвĕ тивĕçтерет теме çук. 2011 çулта районĕпе 495 ача е унчченхинчен 19 ача ытларах çуралнă. Кашни 1000 çын пуçне çуралнисем 14,2 ача е ку вăл республикăри вăтам кăтартуран 10 процент пысăкрах. Апла пулин те вилекенсем 578 çын пулнă е 1000 çын пуçне – 16,6 çын. Çынсем вилесси 1000 çын пуçне шутласан республикăри вăтам кăтартуран 23 процент пысăкрах.

Çынсене ĕçпе тивĕçтересси районта япăх шайра мар. 2011 çулта районĕпе ĕçсĕррисене 874 çынна ĕçе вырнаçтарнă. 76 çынна професси тĕлĕшпе е квалификацие пысăклатма вĕренме янă.

1160 çынна професси суйласа илме пулăшнă. Социаллă адаптаци енĕпе ĕçсĕррисем 22 çын тĕрлĕ мероприятисене хутшăннă, 31 çынна психологи пулăшăвĕ панă. Çынсене ĕçпе тивĕçтерес енĕпе активлă политика программине пурнăçа кĕртме 1 миллион та 565 пин тенкĕ тăкакланă.

Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне ĕçсĕррисем районта 54 çын шутланаççĕ. Ĕçсĕрлĕх шайĕ 0,25 процентпа танлашать. Ку вăл республика кăтартăвĕнчен пĕчĕкрех. 2010 çулхипе танлаштарсан ĕçсĕррисен шучĕ 50 çын чакнă.

Чăвашстат службин органĕсен даннăйĕсем тăрăх районти мĕн пур организацисенче пĕлтĕр (пĕчĕк предпринимательство субъекчĕсене шутламасан) уйăхри вăтам ĕç укçи 11448,9 тенкĕпе танлашнă. Ку кăтарту 2010 çулхинчен 13 процент пысăкрах. Республикипе вара уйăхри вăтам ĕç укçи шайĕ 14775,2 тенкĕпе танлашать е 22,6 процент пысăкрах.

Информаципе тивĕçтерессин уççăнлăхĕ район администрацийĕн ĕçне-хĕлне туллин тишкерме май туса парать. 2011 çулта район администрацийĕн сайтĕнче 140 тематика баннерĕ йĕркеленĕ, вĕсенче 1600 хыпар вырнаçтарнă.

Район çыннисен харпăрлăхĕнче 4,2 пин компьютер шутланать. Вĕсенчен 3 пин компьютертан Интернета кĕме пулать.

Электронлă муниципаллă услугăсене пурнăçа кĕртесси анлă сарăлнă. Паянах ĕнтĕ 54 электронлă муниципаллă услугăсем пирки Чăваш Республикин патшалăх тата муниципаллă услугăсен официаллă Порталĕнче информаци илме пулать.

Çынсене социаллă хÿтлĕх парасси тĕп ĕçсенчен пĕри пулса тăрать. Районта инвалидсемпе ветерансен 3 çурчĕ, вĕсенче 225 çын пурăнать.

Старейшинăсен тата ветерансен районти канашĕсем хăйсен ĕçне тивĕçлипе туса пыраççĕ, нушаллисене социаллă хÿтлĕх, пулăшу парассин ыйтăвĕсене те пĕрле сÿтсе явса татса параççĕ.

2011 çулта социаллă хÿтлĕх пайĕ тата социаллă пулăшу центрĕ урлă çынсене субсидисемпе пособисем 131,4 миллион тенкĕ тÿленĕ.

Районĕпе кăçалхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне 9907 пенсионер шутланать. Вăл шутран ĕçлекен пенсионерсем 2291 çын. Çак вăхăта районĕпе пенсисен вăтам виçи 6753,14 тенкĕпе, ватлăха пула паракан ĕç пенсийĕн вăтам виçи 7226,17 тенкĕпе, инвалида тухнине пула параканни – 4683,81 тенкĕпе, çемьере тăрантаракана çухатнипе параканни – 3860,89 тенкĕпе, патшалăх пенсийĕ 4635,29 тенкĕпе танлашнă.

Иртнĕ çул итогĕсене пĕтĕмлетнĕ май умри çак задачăсене уçăмлатни кирлĕ. Чи малтанах çак тапхăрта палăрнă лайăх пулăмсене сыхласа хăварас пулать. Çакна ял хуçалăхĕ енĕпе те, промышленность продукцийĕ туса кăларассипе те палăртмалла.

Хамăрăн тупăш базине ÿстересси çине ытларах тимлĕх уйăрни кирлĕ. 2012 çулта бюджет укçи-тенкипе эффективлăрах, перекетлĕрех усă курас пулать.

Экономикăн энерги эффективлăхĕ тата бюджет секторĕнчи тăкаксене чакарса пырасси малти вырăна тухать.

Экологи тĕлĕшĕнчен таса ял хуçалăх продукцийĕ туса илесси çынсен сывлăхĕпе тÿрремĕнех çыхăннă. «Чăваш биопродукчĕ» логотип йĕркеленнĕренпе, «Органика» магазинĕсем уçма тытăннăранпа, кун йышши продуктсен стандартне тата хăйсен ирĕкĕпе сертификацилессине пурнăçа кĕртнипе çĕнĕ рынок тытăмне йĕркелес ĕç пуçăннă.

Ĕç укçи шайĕ – пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйту. Ăна ÿстерме майсем шырас пулать. Уйрăмах ял хуçалăхĕнче хальхи вăхăтра ĕç укçи шайĕ тивĕçтермест.

Граждансене услугăсем парассин пахалăхне ÿстерсе пыни кирлĕ. Электронлă услугăсем парасси пирки те çавнах каламалла.

Медицина пулăшăвĕ парасси – пĕлтершлĕ ыйту. Ку енĕпе пулăшу памалли çĕнĕ стандартсене алла илни кирлĕ. Кунпа пĕрлех сывлăха сыхлас, социаллă политика, вĕрентÿ, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх сферисенче йышăннă тĕллевлĕ программăсене пурнăçа кĕртессипе ытларах çине тăни кирлĕ. Халăх хуçалăхне аталантарассипе инвестицисемпе анлăрах усă курмалла. Çавăн чухне кăна эпир хамăр умри тивĕçе чыслăн пурнăçласа пыратпăр тесе калама пултаратпăр.

Район администрацийĕн экономика пайĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика