Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Иртнине тишкерчĕç, тĕллевсене палăртрĕç

29 февраля 2012 г.

Район кунне халалласа пĕрле пухăнса иртнĕ çул итогĕсене пĕтĕмлетесси, ăмăртура мала тухнисене, çĕнтерÿçĕсене чысласси, туса çитерейменнине критикăлла хак парасси, малашлăх тĕллевĕсемпе задачисене палăртасси унчченех йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Иртнĕ эрне кун, февралĕн 24-мĕшĕнче те, район администрацийĕн ларусен залне çулленхи анлă пухăва ĕç коллективĕсен представителĕсем, ентешлĕх членĕсем, предприятисен, организацисен тата учрежденисен ертÿçисем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, ĕç ветеранĕсем, хăнасем йышлă пухăнчĕç.

Мĕн пурнăçлани чикĕ мар

Савăнăçлă пухăва район пуçлăхĕ – депутатсен районти Пухăвĕн председателĕ И.В. Николаев уçрĕ. Вăл депутатсен районти Пухăвĕн иртнĕ çулхи ĕçĕ-хĕлĕ çинче чарăнса тăчĕ. Отчетлă тапхăрта пĕтĕмпе 11 лару ирттернĕ, депутатсем 58 йышăну тунă.

Пĕтĕмĕшле илсен район иртнĕ çулталăка япăх мар кăтартусемпе вĕç-ленĕ. Çакна район администрацийĕн пуçлăхĕ Р.Н. Тимофеев хăйĕн докладĕнче палăртрĕ. Ÿсĕмсем промышленность продукцийĕ туса кăларассипе те, ял хуçалăхĕнче те, ытти сферăра та пур. Çав вăхăтрах вара усă курман резервсем пуррине те палăртмасăр хăварма юрамасть. Хальлĕхе хăйсен ĕçĕсен шайĕпе районăн вăтам кăтартăвĕсенчен самай кайра пыракан предприятисемпе организацисем те çук мар. Апла пулсан мĕн туни чикĕ пулма пултараймасть. Иртнĕ çулхи çĕнсе илнĕ палăрăмлă чикĕсене сыхласа хăварма, тухăçлăрах ĕçлеме, пурнăç ыйтакан çĕнĕлĕхсемпе анлăрах та тухăçлăрах усă курса кăтартусене татах ÿстерме, çынсен пурнăç условийĕсене лайăхлатса пыма майсем çук мар.

Ÿсĕмре – кашнин тÿпи

Район администрацийĕн пуçлăхĕн докладне сÿтсе явнă май хăй тĕллĕн çÿрекен машинăсен тата ытти йышши техникăн техника шайĕн тĕрĕслевĕн Чăваш Республикинчи инспекцийĕн пуçлăхĕ, республика тĕп патшалăх инженер-инспекторĕ В.П. Димитриев малтанах çавна палăртрĕ. Промышленность продукцийĕ туса кăларасси палăрмаллах ÿсни ытларах «Сеспель» предприяти ăнăçлă ĕçленипе çыхăннă. Кăтартусем республикăн вăтам кăтартăвĕнчен те иртеççĕ. Ытти предприятисен те туртăнас пулать.

Иртнĕ çул çĕнĕ ял хуçалăх техники туянассипе район республикăра 3-мĕш вырăн йышăннă. Ку япăх кăтарту мар. Техника хатĕрĕсемпе туллин тата тухăçлă усă курни кирлĕ. Хальлĕхе хуçалăхсенчи машинăпа трактор паркĕсенче мĕн пур техникăн 50 проценчĕпе кăна усă кураççĕ.

Ял хуçалăхĕ тĕлĕшпе патшалăх пулăшăвĕ те курăмлă. Хуçалăхсене иртнĕ çул 107 миллион тенкĕ çăмăллатнă йĕркепе кредит уйăрса парса пулăшнă. Юлашки вăхăтра «Çемье ферми», «Ĕçе тытăнакан фермер» программăсемпе патшалăх енчен сумлă пулăшу пама палăртнă.

Владимир Павлович Муркашсене малашне татах пысăкрах ÿсĕмсем тума сунчĕ.

Ял ĕçченĕсене иртнĕ çул тунă çитĕнÿсемпе ЧР Патшалăх Канашĕ ячĕпе республика Патшалăх Канашĕн депутачĕ, «Моргаушская» чăх-чĕп фабрикин ертÿçи Н.Г. Ванеркин саламларĕ. Районăн пĕрлехи ăнăçăвне Николай Григорьевич ертсе пыракан коллектив та тивĕçлĕ тÿпе хывма тăрăшать. Пĕрлехи ÿсĕм кашни коллектив, кашни çын мĕнле ĕçленинчен килет вĕт-ха. Фабрика коллективĕ иртнĕ çул 70 миллион та 13 пин штук çăмарта илме пултарнă.

«Путь Ильича» агрофирмăн директорĕ В.И. Вязов каласа панă тăрăх ăнăçлă ĕçлеме тата çитĕнÿсем тума майсем пур. Ĕçе çĕнĕрен тытăнма вара патшалăх пулăшăвĕсĕр май çук. Хальхи сĕт комплексне хута яма патшалăх 2 миллион тенкĕ уйăрса панă, инвесторсем 256 миллион тенкĕ хывнă. 21 миллион тенкĕлĕх оборудовани туяннă. Çĕнĕ комплекса электричество, газ, шыв парса тăрассине йĕркеленĕ.

Строительство ĕçĕсем «Передовик» ял хуçалăх производство кооперативĕнче те анлă сарăлнă. Хăйĕн сăмахĕнче ун çинче кооператив ертÿçи Н.Л. Царев чарăнса тăчĕ. Пĕлтĕр кунта ĕнесен çĕнĕ витине туса пĕтернĕ. Инвесторсем 27 миллион тенкĕ хывнă.

Мăн Сĕнтĕр райповĕн ÿсĕмĕсем курăмлă. Иртнĕ çул кăна тĕрлĕ налуксене унчченхинчен 50 процент ытларах, пĕтĕмпе 23 миллион тенкĕ тÿленĕ. Çапла палăртрĕ райпо председателĕ Л.П. Майкова.

Ял тăрăхĕсен ĕçĕ-хĕлĕ пирки Турай тата Шетмĕпуç ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем Н.А. Павлов тата Н.П. Александров каласа пачĕç, хăйсен ĕç опычĕпе паллаштарчĕç. Çавăн пекех пухура Калайкасси шкул директорĕн вĕрентÿпе воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ И.А. Григорьева тата Çатракасси ял тăрăхĕнчи Çĕньял Хуракасси ялĕнче пурăнакан А.Ф. Анисимова сăмах каларĕç.

Камсем-ха вĕсем – Ÿсĕм ăстисем?

Ĕçре çитĕнÿсем тунăшăн тата нумай çул хушши тăрăшса вăй хунăшăн «Сеспель» предприяти малярĕ Л.Н. Апроськина, Суворов яч. хис. хуçалăхăн тĕп зоотехникĕ Г.В. Васильева, 3-мĕш номерлĕ «Солнышко» ача сачĕн заведующийĕ Н.Г. Колбасова, Муркаш шкулĕн вырăс чĕлхипе литературин учителĕ Л.Ю. Краснова Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тав çырăвĕсене тивĕçрĕç. Турай ял тăрăхĕн пуçлăхне Н.А. Павлова тата Чуманкасси шкул директорне В.М. Васильева депутатсен районти Пухăвĕн Хисеп грамотине пачĕç.

Пухура предприятисен, учрежденисен тата организацисен 2011 çулхи экономика ăмăртăвĕн итогĕсене пĕтĕмлетрĕç. Призлă вырăн йышăннисем – «Свобода», Чкалов яч. хис. тата Ильич яч. хис. хуçалăхсем дипломсемпе укçан парнесем илме тивĕç пулчĕç.

Промышленность тата пулăшу ĕçĕсен предприятийĕсем хушшинче малти вырăнсене «Сеспель» предприяти, Муркашри пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх предприятийĕ тата Муркаш райповĕ пайланă. Вĕсем те дипломсемсĕр тата укçан парнесемсĕр юлмарĕç.

Ял тăрăхĕсем хушшинче малти вырăна Шетмĕпуçсем çĕнсе илнĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче – Юнкă тата Хорнуй ял тăрăхĕсем. Вĕсене дипломсем тата 12 пин тенкĕ, 8 пин тенкĕ тата 5 пин тенкĕ укçан парнесем пачĕç.

Хресчен (фермер) хуçалăхĕсем хушшинче Шетмĕпуç ял тăрăхĕнчи В.В. Горбуновăн, уйрăм çынсен хушма хуçалăхĕсем хушшинче Мăн Сĕнтĕрти Е.Н. Сыровăн хуçалăхĕсем мала тухнă. Вĕсем те наградăсене тивĕçрĕç.

Районти ял хуçалăх предприятийĕсенче ял хуçалăх техникине хĕл каçарма лартассипе йĕркеленĕ смотр-конкурс итогĕсене пĕтĕмлетрĕç, мала тухнисене чысларĕç. Çĕнтерÿçĕсем вара – Суворов яч. хис., Чкалов яч. хис. тата «Герой», Е. Андреев яч. хис. тата В.В. Горбуновăн хресчен (фермер) хуçалăхĕ.

Районти ĕç çыннисен спартакиадин итогĕсемпе малти виçĕ вырăна РФ Шалти ĕçсен министерствин районти пайĕ, «Юнга» физкультура клубĕ тата «Оринино» хуçалăх пайланă.

Итоглă пухура çавăн пекех «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» ята тивĕçнисене çавна çирĕплетекен удостоверенисем, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн ятарлă стипендине илме тивĕçнĕ 18 яшпа хĕре свидетельствăсем пачĕç.

В. ШАПОШНИКОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика