Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пире кунта яланах ăшшăн кĕтсе илеççĕ. Тавах

25 февраля 2012 г.

Ачалăхри савăнăçлă самантсене аса илсен яланах юратнă шкул ума тухать. Шкултан вĕренсе тухни икĕ çул та иртрĕ ĕнтĕ. Халĕ эпир – студентсем, хулари вĕрентÿ учрежденийĕсенче малалла ăс пухса алла професси илесшĕн. Пурте тĕрлĕ професси суйласа илтĕмĕр: тухтăр, экономист, бухгалтер, журналист, учитель... Шкулта пĕрле вĕреннĕ юлташсене тĕл пулсан вара хамăра вĕрентнĕ учительсене яланах ăшă туйăмсемпе аса илетпĕр, шкул пурнăçĕ çинчен калаçатпăр.

Учительсем вĕренекен ачашăн иккĕмĕш анне вырăнĕнче. Кам манĕ-ха пĕрремĕш шăнкăрава, пĕрремĕш вĕрентекене, пĕрремĕш урока? Анчах парта хушшинче букварь вулаттăмăр, халĕ вара шкула хăнана кăна килсе каятпăр. Пире унта яланах ăшшăн кĕтсе илни, шкул алăкĕсем пире валли яланах уçă пулни çав тери савăнтарать. Учительсем вара пирĕн ăнăçусемпе, пирĕн пурнăçпа яланах кăсăкланаççĕ. Вĕсен канашĕсем те яланах вырăнлă, усăллă.

Февралĕн 4-мĕшĕнче кашни шкултах тĕл пулу каçĕсем иртрĕç пулĕ. Чуманкассинчи вăтам шкула та çак каç тĕрлĕ çулсенче кунтан вĕренсе тухнисем пухăнчĕç. Шкулта вĕренекенсем концерт хатĕрленĕ, шкул директорĕ В. Васильев хăнасем умĕнче сăмах каларĕ. Выпускниксене те сцена çине чĕнсе илчĕç. Тĕрлĕ ыйтусене хуравларăмăр. Студент пурнăçĕпе те кăсăкланчĕç ачасем. Хыççăн класс пÿлĕмĕсенче вăйăсем иртрĕç. Кашни «станцире» хамăра тĕрĕсленĕ хыççăн столовăйĕнче пухăнтăмăр. Тĕл пулу ташă каçĕпе вĕçленчĕ.

Шкул администрацине, учительсене тав сăмахĕ калас килет. Çакăн пек тĕл пулусем кирлех. Пире паян та шкул пурнăçĕ интереслентерет. Кунта кĕрсе тухсан вăй татах та хушăннă пек туйăнать.

Ольга Павлова,

ЧПУ студентки, 3 курс.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика