25 февраля 2012 г.
Нумаях пулмасть республика хаçатĕнче «Вырăссен вырăсла калаçмалла» ятпа пысăках мар статья тухнăччĕ. Унта Раççейри паллă тата сумлă ăсчахсем вырăс нацийĕ умĕнче тăракан хăрушлăх пирки асăрхаттараççĕ.
Мĕнре-ха хăрушлăхĕ; Вырăс чĕлхине ют чĕлхесенчи сăмахсем «штурмланинче». «Енчен те çийĕнчех çакăн пирки тĕплĕн шутламасан литература тата калаçу чĕлхисенче пысăк улшăнусем пулĕç», – теççĕ авторсем. Çак «атака» ытларах юлашки çулсенче палăрма пуçларĕ. Тĕрĕссипе иртнĕ ĕмĕр пуçламăшĕнчех вырăссен паллă писателĕ А. Куприн вырăс чĕлхи ют чĕлхесен сăмахĕсемпе «çÿпĕленни» пирки асăрхаттарнă. Чĕлхе агрессийĕ этемĕн психикине пăсни, унăн шалти наци туйăмне, вырăс культурин пахалăхне чакарни пирки те пăшăрханса асăннă статьяра.
Чăнах та юлашки вăхăтра Раççей халăхĕн культурине Америка культури питĕ вăйлă витĕм кÿни палăрать, уйрăмах çакна çамрăксем хаваспах йышăнаççĕ. Вĕсем анăç енче пурăнакансем пек калаçма, тăхăнма, хăйсене тытма тăрăшаççĕ. «Халĕ ун пек «модно», – теççĕ.
Телевизорпа кăтартакан передачăсене пăхсан та вырăс чĕлхинче пур сăмахсене час-часах ют чĕлхесенчи сăмахсемпе ылмаштараççĕ. Тĕслĕхрен, «КВН-ра», «Час пик» передачăра та, «Аншлагра» та... Сериалĕсем тата мĕн йышшисем. «Ноу-хау», «бэйби», «ток-шоу», «голкипер» тата ытти нумай-нумай сăмах тĕпленсех пырать вырăс чĕлхинче. Шкул ачисен калаçăвĕнче те ют сăмахсем илтĕнеççĕ: «сорри», «плиз», «бай», «хай»...
Паллах, вырăс чĕлхи ют чĕлхесенчен килекен сăмахсемпе «пуянланнине» тепĕр енчен те тишкерме пулать. Раççейпе тĕрлĕ çĕр-шывсем хушшинчи хутшăнусем çирĕпленсех пыраççĕ. Раççейре тĕрлĕ çĕр-шывсен предприятийĕсем вырнаçнă, вĕсенче тĕрлĕ çĕр-шывсенчен килнĕ çынсем вăй хураççĕ.
Статистика тăрăх вырăс чĕлхинче халĕ ют чĕлхесенчен куçнă сăмахсем 10 процента яхăн. Çавăнпа та мана пĕр ыйту пăшăрхантарать. Вырăс чĕлхи хăватлă та мухтавлă, янравлă чĕлхе пулнине пурте пĕлетпĕр. Анчах та темиçе çултан капла мĕн пулĕ-ха? Эпир хамăрăн чĕлхен хитрелĕхне пулас ăрусем валли упраса хăварайрăпăр-ши?
Эсир мĕнле шутлатăр, хаçат вулакансем, Манăн сирĕн шухăша та пĕлес килет.
Т. Михайлова.