Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Медицина аталанать. Сывлăх çине алă сулас марччĕ

25 февраля 2012 г.

Халăх пурнăçне лайăхлатасси патшăлăх политикин тĕп задачи пулса тăрать. Мĕншĕн тесен çын сывлăхлă пулнипе пĕтĕмпех çыхăннă: çĕр-шыв хăрушсăрлăхĕ те, демографи лару-тăрăвĕ те, экономика тăнăçлăхĕ те... Хăй енчен çын сывлăхĕ те тĕрлĕ факторсенчен килет. Çавăнпа та халăх сывлăхĕ çирĕп пултăр тесе медицина кăна мар, ытти сфера ĕçченĕсен те пĕрле тăрăшмалла.

Муркашри тĕп больница, Муркаш район 2 " больници, вĕсен тытăмĕнчи 10 пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕсем, фельдшерпа акушер пункчĕсем – пурте сывлăха сыхлас сферăри наци проекчĕпе палăртнă программăсене пурнăçа кĕртсе пыраççĕ. Вĕсен тĕп тĕллевĕ вара халăхăн сывлăхне çирĕплетесси пулса тăрать. «Сывлăх» нацпроект пурнăçланма тытăнсан ĕнтĕ пирĕн районти сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсем çĕнĕ оборудованипе пуянланма пуçларĕç, медицина ĕçченĕсен ĕç укçи шайĕ те ÿссе пырать. Врачсем те, вăтам медицина персоналĕ те паянхи кун ыйтакан шайра тăрăшать. Пĕрле тăрăшнипе медицина ĕçченĕсем пĕлтĕр хушма диспансеризаци мелĕпе районти тĕп больницăра 931 çынна тĕрĕсленĕ. Муркаш район 2 " больницинче диспансеризаци тĕрĕслевне 210 çын хутшăннă. Маларах асăннă 931 çынран 194-шне кăна сывлăхлă тесе палăртнă. Апла районта пурăнакансен сывлăхĕ мĕнле шайра пулнине çакăнтан та пĕтĕмлетÿ туса курма пулать. Эпир вара врчсем патне чир-чĕр аптăратман чухне кайма тăрăшмастпăр, кайран, ураран ÿкме пуçласан тин. Эпир врачсенчен малтан хамăр сывлăхшăн хамăр яваплă пулнине ăнланма тивĕç. Вĕсем вара – пулăшу паракансем.

Пулăшу тенĕрен. Районти больницăсенче вăл тĕрлĕ енлĕ. Муркаши тĕп больница акă çул-йĕр çинчи инкексенче суранланнисене медицина пулăшăвĕ парас программăна хутшăнать. Ку, паллах, район территорийĕ урлă М–7 трасса иртнипе çыхăннă. Васкавлă пулăшу бригади ятарлă реанимобильсемпе вырăна 20 минут хушшинче çитет.

Чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсем нумай чух çын вилнин сăлтавĕ пулса тăраççĕ. Çакна шута илсе ĕнтĕ республикăра юн тымарĕсен центрĕсене уçнă. Вĕсене çĕнĕ оборудованипе тивĕçтернĕ. Пирĕн районтан чирлисене çийĕнчех Шупашкарти центра леçеççĕ. Çапла ĕçлени пĕлтĕр чĕрепе юн тымарĕсен чирĕпе вилессине самаях чакарма май пачĕ: малтанхи çулпа танлаштарсан 9,4 процент чухлĕ.

Пысăк пахалăхлă медицина пулăшăвне илме чирлисене Мускав, Киров хулисенчи ятарлă больницăсене те сиплеме янă.

Республикăра медицинăна çĕнетес программăпа килĕшÿллĕн Муркаш район 2 " больницин стационар корпусĕн çивиттине çĕнетме май килчĕ. Районта пурăнакансем халĕ фибробронхоскоп тата маммограф тĕрĕслевĕсене те районти тĕп больницăрах хутшăнма пултараççĕ. Электронлă регистратура ĕçлени питĕ вырăнлă та кирлĕ пулнине нумайăшĕ туйса илчĕ пулĕ.

Сывлăх сыхлавне тивĕçлĕ шайра тытса тăрасси çине район шайĕнче тĕрлĕ программа ĕçлени те витĕм кÿрет: шыçă чирĕсемпе кĕрешесси, вакцинопрофилактика, сахăр диабечĕ тата ыттисем те. Çавăнпа та амбулаторипе поликлиника учрежденийĕсене, васкавлă пулăшу уйрăмĕсене медицина оборудованийĕпе тивĕçтерсе тăма тăрăшаççĕ.

Çынсене эмелпе тивĕçтересси – сывлăх сыхлав учрежденийĕсен ĕçĕн пĕл-терĕшлĕ енĕсенчен пĕри. Пĕлтĕр акă 11 миллион та 400 пин тенкĕ ытла тĕрлĕ медикамент туяннă. 5 миллион та 393 пин тенкĕ ытла суммăлăх рецептсем çырнă.

Вăрçă ветеранĕсене, интернационалист салтаксене медицина пулăшăвĕ парасси те районта яланах тĕп вырăнта пулнă.

Юлашки çулсенче профилактика ĕçне вăйлатни куç кĕрет. Сывă прунăç йĕркине сарассипе медицина ĕçченĕсем чылай тăрăшаççĕ. Районти тĕп больницăри çамрăксен канашĕ те ку енĕпе тĕрлĕ ĕç пурнăçлать. Акă И. Волкова çамрăк врач пĕлтĕрхи ĕç кăтартăвĕпе тата обществăлла активлă çын пулнăран Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендиачĕ пулма та тивĕçрĕ.

Медицина сестрисем те хăйсен пĕлĕвне, медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерес шая ÿстерсе пыраççĕ. М. Шарапова ертсе пыракан медицина сестрисен канашĕ çак ĕçе куçран вĕçертмест. Пĕтĕ-мĕшле практика врачĕн офисĕсенче вăй хуракан медицина сестрисем врач умĕнхи тĕрĕслевсене пахалăхлă ирттерни те тĕллевлĕ ĕçлесе пынинченех килет.

Врачсемпе медицина ĕçченĕсен професси ăсталăхĕпе пулăшу пахалăхĕ мĕнле пуласси тачă çыхăнса тăрать. Районти больницăсенче çакна тахçанах ăнланнă ĕнтĕ. Акă пĕлтĕр кăна-ха районти больницăсенче ĕçлекен 22 врач тата 43 медицина сестри хăйсен ăсталăхне ÿстернĕ. Пĕтĕмĕшле тишкерсен те медицина ĕçченĕсен ăсталăхĕ çултан-çул ÿссе пыни курăнать. Вĕсем тĕрлĕ шайри конференцисене, канашлусемпе ларусене хутшăнни ĕç çине лайăх витĕм кÿрет, çĕнĕлĕхсем илсе килет. Акă Муркашри тĕп больницăри терапевт врач И. Королькова пĕлтĕр республикăри чи лайăх терапевт ятне илме тивĕçрĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕ пулса тăчĕ.

Медицина ĕçченĕсен пĕтĕмлетÿ ларăвĕнче вара Йÿçкассинчи пĕтĕмĕшле практика врач офисĕн ертÿçине Р. Михайловăна район администрацийĕн Хисеп грамотипе чысларĕç. Муркашри тĕп больница администрацийĕн Хисеп грамотине Çуткÿлти фельдшерпа акушер пункчĕн фельдшерĕ В. Егорова тивĕçрĕ.

Районти сывлăх сыхлавĕ хăйне май кăна аталанать темелле мар. Çак ĕçе районта мĕнле йĕркеленипе паллашма çулсеренех тĕрлĕ регионсенчи е çĕр-шывсенчи медицина ĕçченĕсем те пулаççĕ.

Районти тĕп больницăра палатăсемпе пÿлĕмсене тирпейлессине те çĕнĕлле йĕркелесе ĕçлеме пуçларĕç. Çĕнĕлĕх тасалăхпа гигиена ыйтăвĕсене кăна мар, чир-чĕр саракан бактерисене пĕтерессине те татса парать.

Республикăри пекех, пирĕн районта та çынсем вилни нумайланса пырать. Ача çураласси çакна ниепле те çĕнтереймест-ха. Пĕлтĕр районта 407 ача çуралнă пулсан, 663 çын вилнĕ. Вĕсенчен 150-шĕ (125 арçын, 25 хĕрарăм) – вăй питти çынсем. Малтанхи çулсенче чылай çыннăн вилĕмĕ чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсене пула килсе тухнă пулсан, пĕлтĕр çак сăлтав «иккĕмĕш вырăна тухнă». Ун хыççăн – сарăмсăр вилни, тĕрлĕ сурансене пула вилни тата наркăмăшланса вилни. Малта – ватăлса тата ытти сăлтавсене пула пурнăçран уйрăлни.

Туберкулез, шыçă чирĕсем, алкоголь продукцийĕпе иртĕхни тата ытти те пысăк тимлĕх ыйтать. Алкоголизм чирĕ вара, шел пулин те, хĕрарăмсем хушшинче те сарăлса пырать. Çынсем наркăмăшланнă тĕслĕхсене тишкерсен акă мĕн палăрать: этил спиртне ĕçсе наркăмăшланнисем пĕлтĕр 11-ĕн пулнă, алкоголь суррогачĕсемпе – 7-ĕн. Çак сăлтава пулах 2 çын пурнăçран вăхăтсăр уйрăлнă. Çулталăкĕпе васкавлă пулăшу уйрăмĕн бригадисем пурĕ 488 хут ÿсĕр çынсен пурнăçне çăлса хăварас тесе чĕнĕве тухнă. Апла пулсан сывлăх хаклине малтанах харпăр хăйĕн ăнланса илмелле.

Н. Николаева.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика