25 февраля 2012 г.
Çак ятпа иртнĕ эрнере педагогсен районти форумĕ ĕçлерĕ. Çулталăк пуçламăшĕнче малтанхи ĕçсене тишкерсе малаллахи утăмсене палăртма районти пур вĕрентÿ учрежденийĕнчен те Муркашри вăтам шкула пухăнчĕç.
Шкулчченхи вĕрентÿпе воспитани
Районти шкулсен, ача сачĕсен, хушма пĕлÿ паракан вĕрентÿ учрежденийĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе район администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политики тата физкультурăпа спорт пайĕн пуçлăхĕ З. Дипломатова паллаштарчĕ. Ку вĕренÿ çулĕнче районти вĕрентÿ тытăмĕнче 15 ача сачĕсĕр пуçне шкулсем çумĕнче уçнă шкулчченхи 13 ушкăн та ĕçлет, тепĕр 4 пуçламăш шкул – ача садĕнче те шкул çулне çитейменнисем хăйсен тавра курăмне, кăмăл-сипечĕпе ÿт-пĕвĕсене аталантарса ÿсеççĕ. Çак учрежденисене пурĕ 1530 ача çÿрет. 5–6 çулхисенчен 94,7 проценчĕ шкулчченхи воспитанипе пĕлÿ илет.
Çак ĕçе пахалăхлăрах туса пырассипе районта тĕрлĕ мероприятисем ирттереççĕ. Воспитательсем хăйсен квалификаци категорине ÿстернипе пĕрлех чылай конкурса хутшăнаççĕ. Çапла майпа вĕсен тĕрлĕ грантсем те çĕнсе илме май пур. Акă пĕлтĕр çĕнĕ вĕрентÿ программисене ĕçе кĕртсе пыракан «Солнышко» ача сачĕ, «Малыш» ача сачĕн логопечĕ В. Гусева ЧР Президенчĕн гранчĕсене çĕнсе илме пултарчĕç. Пĕтĕм Раççейри «Ялти чи лайăх ача сачĕ» конкурсра «Путене» 2-мĕш вырăна тухрĕ, «Солнышко» вара лауреат пулса тăчĕ. О. Прокопьева воспитатель («Солнышко») «Чăваш Енри çулталăк воспитателĕ – 2011» конкурс лауреачĕ пулма тивĕçрĕ. Территорие тирпей-илем кĕртессипе «Мечта» республикăра виççĕмĕш пулчĕ. Пĕтĕ-мĕшле каласан, пирĕн районти ача сачĕсене çÿрекенсем – республикăри конкурссене ăнăçлă хутшăнаканнисем.
Ачана садика çÿренĕшĕн ашшĕ-амăшĕсем паянхи кун тĕлне уйăхсерен Муркашра 540 тенкĕ тÿлеççĕ, ытти ялсенче – 400–500 тенкĕ. Шкулсем çумĕнчи ушкăнсене çÿрекенсемшĕн тÿлеве 350 тенкĕ чухлĕ палăртнă.
Юлашки çулсенче ача сачĕсенчи черет пирки тăтăшах калаçатпăр (Муркашра, Москакассинче, Мăн Сĕнтĕрте). Ку ыйтăва тÿрех тĕппипе татса пама май çук. Анчах та ачасене садик услугипе тивĕçтерес тĕллевпе Москакассинче кĕçĕн ачасем валли ушкăн уçма май тупрĕç. Шетмĕпуçĕнчи тата Шатракассинчи шкулсем çумĕнчи ушкăнсене те 10 сехетлĕ ĕç режимĕ çине куçарчĕç. Кăçал Муркаш лицейĕ вырнаçнă çурта реконструкцилесе ача сачĕ туса хумалла. Кунсăр пуçне тата Çатракассинчи ача садĕнче хушма ушкăн уçма, ытти шкулсем çумĕнче татах та икĕ ушкăн йĕркелеме палăртнă.
Пĕтĕмĕшле вĕрентÿ
Районти шкулсенче паян 3611 ача вĕренет. Çак хисеп малтанхи вĕренÿ çулĕнчипе танлаштарсан пĕчĕк, пĕр шкул хупăннă темелле: 2009–2010 вĕренÿ çулĕнче 3902 ача вĕреннĕ. Вĕрентÿ пайĕ çулсеренех мониторинг ирттерет. Вăл вара ачасен йышĕ пĕчĕкленсе пынине кăтартса парать. Çапла классенче те ача шучĕ чакать. Районти 102 ялти 981 ачана шкула паян ятарлă транспорт турттарать.
Шкулсенче ĕçлекен педагогсенчен 99,2 проценчĕ аслă пĕлÿ илнĕ специалистсем. Учительсен вăтам çулĕ паян 43 çулпа танлашать. Пилĕк çулчченхи ĕç стажĕпе районта пурĕ 7,3 процент вĕрентекен, пенсионерсем 10 процент вăй хураççĕ. Çак вĕренÿ çулĕнче шкулсене пурĕ 18 çамрăк специалист ĕçлеме килнĕ.
Учительсен вăтам ĕç укçи иртнĕ çулхи октябрьтенпе 13926 тенкĕпе танлашать. Ăнăçлăрах ĕçлекенсен ĕç укçи татах та пысăкрах. Ĕç укçи икĕ пайран тăнипе хавхалантару пайĕ кашни учителĕн тĕрлĕрен. Кăтартусем лайăх пулни ĕç укçине ÿстерме май парать.
Кăтартусенчен пысăк пĕлтерĕшлисем – ачасем экзаменсене мĕнле тытни тата тĕрлĕ олимпиада-конкурссене хутшăнни. В. Алексеева (Орининти вăтам шкул), А. Герасимова (Турайри вăтам шкул), С. Желтова (Москакассинчи вăтам шкул), В. Тимофеев (Калайкассинчи вăтам шкул), В. Смирнова (Муркашри вăтам шкул) тата В. Тихонов (Йÿçкассинчи вăтам шкул) çулсеренех пысăк ÿсĕмсемпе ĕçлеççĕ.
Шкул ачисем тĕрлĕ шайри конкурссене йышлăнрах хутшăнма пуçлани те савăнтарать. Тĕслĕхрен, Пĕтĕм тĕнчери «Кенгуру – математика для всех», «Русский медвежонок – языкознание для всех», «Золотое руно» тата ытти конкурссене хутшăнакансем нумайланнă. Ачасем валли шкулсенче условисем çителĕклĕ: пур шкултан та Интернета тухма пулать, интерактивлă доскасем, мультимеди проекторĕсем, компьютерсем. Сăмах май, шутласа пăхнă тăрăх, пĕр компьютер 7,3 ачана тивет. Пĕлтĕр шкул библиотекисем самаях пуянланчĕç: пурĕ 9484 экземпляр художество произведенийĕсен кĕнекисем çÿлĕксем çине вырнаçрĕç.
Шкулсенче тăхăр енпе профиль вĕрентĕвне ĕçе кĕртнĕ. 6 вăтам шкулта шкул пĕтерекенсем «тракторист», «повар», «штукатур», «облицовщик-плиточник» тата «оператор ПЭВМ» специальноçпа вĕренни çинчен свидетельствăсем илме пултараççĕ.
Ачасен вĕренĕвĕпе пĕрлех вĕсен сывлăхне çирĕплетесси çине те шкулсенче пысăк тимлĕх уйăрма тăрăшаççĕ. Пĕлтĕр тĕрлĕ лагерьсенче 2035 ача каникул вăхăтĕнче хăйĕн сывлăхне çирĕплетме тата канма пултарнă. Опекăпа попечительство органĕнче тăлăха юлнă тата ашшĕ-амăшĕн тимлĕ-хĕсĕр юлнă 91 ача учетра тăрать. Вĕсене пăхса ÿстерекен çемьесене куçран вĕçертмеççĕ. Ачасем сывлăхлă ÿсчĕр тесе шкулта вĕри апатлану йĕркеленĕ, нумайăшĕнче – кунне икĕ хутчен.
Шкулсенче юсав ĕçĕсем пурнăçласси, энергие эффективлă тăкаклама май паракан энергоаудит ирттерни те вăхăтпа тан пама май парать.
Районта 14–30 çулхи çамрăксем пурĕ 9037 çын. Çакă пурăнакансен 25 проценчĕпе танлашать. 2011 çулта 208 çамрăк çемье пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма черетре тăнă, 23 çемье социаллă тÿлеве тивĕçнĕ.
Районта çамрăк çемьесен 4 клубĕ, çарпа патриотикăн 5 клубĕ тата кадетсен икĕ класĕ лайăх ĕçлесе пыраççĕ. Волонтерсен юхăмĕ те вăй илсех пырать. Вун тăватă çултан иртнисем ЧР Президенчĕн стипендине тивĕçме пултараççĕ пулсан, шкулта вĕренекен кĕçĕнрех çулхи ачасем район администрацийĕн пуçлăхĕн стипендине тивĕçеççĕ, кашни чĕрĕкре 25 вĕренекен. Çапла, хавхалантару тĕрлĕ енлĕ. Тăрăшуллăрах пулма ÿркенмелле мар кăна.
Хушма пĕлÿ
Районта хушма пĕлÿ паракан 4 учрежденире 2411 ача ăс пухать. «Ачасен пултарулăх çурчĕ», «Çамрăк техниксен станцийĕ», «Ф. Васильев ячĕллĕ ача-пăча искусство шкулĕ» тата «Ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕ – «Сывлăх» ФСК» – çак учрежденисенче темĕн тĕрлĕ кружокпа секци ĕçлет.
Ачасен пултарулăх çуртĕнче кăна 7 енлĕ 49 кружок! Экологипе биологи, туризм, художество пултарулăхĕ – мĕн кăна интереслентермест пулĕ ачасене. Кунта çÿрекенсем республикăри конкурссенче, Раççей тата тĕнче шайĕнчи конкурссенче те палăрчĕç. Çамрăк техниксен станцийĕнче те 42 кружок йĕркеленĕ: картинг, мотокружок, авиамоделировани, техника моделĕсене тăвасси тата ытти те. Ачасемпе çамрăксене спорт шкулĕнчи тĕрлĕ секцисем унта çÿрекенсене бокс, çăмăл атлетика, йĕлтĕр спорчĕпе тата спортăн ытти тĕсĕсемпе кăсăкланма, хăйсен ăсталăхне пĕр-пĕр енпе аталантарма пулăшаççĕ. Пирĕн районти çамрăк йĕлтĕрçĕсене, боксерсене Раççейре те пĕлеççĕ. Ача-пăча искусство шкулĕн пилĕк уйрăмĕнче 300-е яхăн ача тĕрлĕ занятисене çÿресе аталанать.
Хушма педагогсен ĕç укçи пысăк мар пулин те, вĕсем хăйсен ĕçне чунĕпе парăнса пурнăçлаççĕ. Вĕсем хавхалантарнипе ачасем ÿсĕмсем тăвас çул çине тăраççĕ. Çавăнпа та малашне хушма пĕлÿ паракан учрежденисенче пĕлÿ пухакансен йышĕ ÿсессе шанас килет. Ачана çакă кирлине малтанах ашшĕ-амăшĕсен ăнланса илмелле.
Çĕнĕлĕхсем кĕтеççĕ
Çитес вĕренÿ çулĕнче вара 1–2 классенче вĕренекенсем валли кĕнекесем тÿлевсĕр пулĕç. Кун пирки республикăн вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министрĕн çумĕ С. Петрова пĕлтерчĕ. Шкулсене компьютерсемпе тивĕçтересси те вĕçленмен-ха.
Учительсен аттестаци йĕрки пирки Чăваш Республикин вĕрентÿ институчĕн ректорĕ Г. Чернова каласа ăнлантарчĕ. Учитель ăсталăхĕнчен вĕренÿ пахалăхĕ нумай килнине тепĕр хут аса илтерчĕ. Шкулта ĕçлекен педагогсен 20 процентĕнчен кая мар аслă категориллĕ учительсем пулмалла, çавăн чухне çеç пахалăх кирлĕ шайра пулĕ. Апла педагогсен тĕллевсем пĕчĕк пулмалла мар.
Н. АНДРЕЕВА.