Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » 18 çул пухнă ят-сум – чăн-чăн пуянлăх

25 февраля 2012 г.

«Калинка» халăх ташшин ансамблĕ Москакассинчи вăтам шкул çумĕнче 1994 çулта йĕркеленнĕ. Çак пултарулăх студине ачасемпе çамрăксен тĕрлĕ енлĕ аталанмаллине шута хурса уçнă.

Коллектив виçĕ ушкăна пĕрлештерсе тăрать: кĕçĕннисем (1–4 классем), вăтам ушкăн (5–8 классем) тата аслисем (9–11 классем). Ташă ансамльне йĕркеленĕренпех кунта çÿрекен çамрăксен ушкăнĕ те ĕçлет. Унта вара 18 çулхисем тата аслăраххисем. Ушкăнсем пухăнса çитнĕренпех вĕсемпе пуринпе те Ирина Васильевна Петрова ĕçлет. Хушма пĕлÿ паракан 1 категориллĕ педагог ку таранччен мĕнле кăна ташă вĕрентмен пулĕ;! Ташăсене лартиччен тата мĕн чухлĕ вăй хумалла; Вăл чунне парса ĕçленĕрен ташă коллективне çÿрекенсем ÿт-пÿ тĕлĕшĕпе те, кăмăл-сипет тĕлĕшĕпе те аталанса пыраççĕ.

Ташăсем вĕренме шкулта ятарлă пÿлĕм уйăрнă, ăна хăт кĕртнĕ, кирлĕ хатĕр-хĕтĕр туяннă. Ансамбле çÿрекенсем валли костюмсем те тĕрлĕрен. Репертуара пуянлатнă май çĕннисене те çĕлесех тăраççĕ. Çак ĕçе пурнăçлама вара укçа-тенкĕ чылай кирлĕ. Юрать Москакасси тăрăхĕнче ансамбле тăтăшах пулăшса тăракан спонсорсем пур. Вĕсем пулăшнипех коллектив шкул ачисем умĕнче кăна мар, ял çыннисене те, районта пурăнакансене те, тĕрлĕ предприяти ĕçченĕсене те хăйсен концерчĕсемпе савăнтарать. Юрă-ташă урлă наци культурин традицийĕсене упрама, профессиллĕ шайра хатĕрленĕ ташăсене ăнланма, вĕсене тимлĕх уйăрма вĕрентет.

Паян «Калинка» 18 çулта. Çак тапхăрта питĕ тĕллевлĕн те вăй хурса ĕçленĕрен вуншар концерт программи хатĕрлесе халăх умне кăларнă. Ансамбле çÿренисене тата халĕ çÿрекенсене шутласан – вĕсем пурĕ пĕрле пин çынна яхăн. Нумайăшĕ шкул хыççăн çак профиле суйласа илсе малалла пĕлÿ пухаççĕ.

Репертуар тĕрлĕ енлĕ (çирĕм пилĕк ытла тĕслĕ) тата пуян пулни, пурин кăмăлне те тивĕçтерни кашни концертрах палăрать: зал яланах тулли. Халăхсем хушшинчи фестивальсенче, Раççей фестивалĕсемпе конкурсĕсенче «Калинка» ят яланах çÿлте: е çĕнтерÿçĕсем пулса тăраççĕ вĕсем, е лауреатсем...

Ансамбль «хутаççинче» диплом-грамота темĕн чухлех, шутласа пĕтереес те çук: район администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политики тата физкультурăпа спорт пайĕн Хисеп грамотинчен пуçласа республикăра ташă конкурсĕсемпе фестивалĕсенче çĕнтернине çирĕплетекеннисем таранах. Анчах та хăш-пĕрисене асăнса хăвармасăр май çук. 2009 çулта – Пĕтĕм Раççейри «Золотая осень» конкурс фестивалĕн 2 степень лауреачĕсем (Шупашкарта иртнĕ), 2010 çулта – Ачасемпе çамрăксен пултарулăхĕн пĕтĕм тĕнчери «Весенние выкрутасы» конкурс фестивалĕн 1 степень дипломĕ, Пĕтĕм тĕнчери «Виктория» конкурс фестивалĕн 1 степень дипломĕ (Хусанта иртнĕ), 2011 çулта – Пĕтĕм Раççейри ачасемпе çамрăксен «Рождественская сказка» пултарулăх конкурс фестивалĕн (Чулхула) тата Пĕтĕм тĕнчери «Виктория» иккĕмĕш конкурс фестивалĕн (Хусан) 3 степень дипломĕсем, Пĕтĕм тĕнчери «Созвездие талантов» вокалпа хореографи конкурс фестивалĕн 2 степень дипломĕ. Çакă пĕтĕмпех «Калинка» хăйĕн тăрăшулăхĕпе, ĕçлеме пултарнипе тата спонсорсем пулăшнипе пулса пырать. Кăçал январьте ансамбль Хусанта иртнĕ Пĕтĕм Раççейри «Рождественская сказка» конкурсран 2 степень дипломпа таврăнчĕ. Жюрире вара тĕнчипе, çĕр-шывĕпех паллă ăстаçăсем: сăмахран, Раççейри «ЮНЕСКО» ташă канашĕн генеральнăй директорĕ, хореограф Е. Луцко, тĕнче класлă эксперт, хореограф С. Асатуров, Н. Королева юрăçă балечĕн хореографĕ А. Жовтенко тата ыттисем те.

2008 çулта ансамбль тĕслĕх коллектив ятне илме тивĕçлĕ пулчĕ. Хыççăнхи тапхăрта 2009–2013 çулсем хыççăн çак сумлă ята татах та çирĕплетмелле пулĕ. Коллективра паян çав тери çирĕп те ырă хутшăнусем, пысăк ĕмĕтсем. Ансамбль темĕнле условисенче те ĕçлеме, пурăнма пултарнине пĕрре мар кăтартса панă ĕнтĕ. Апла пулсан маларах тивĕçнĕ ята çирĕплетессинче иккĕленÿ те çук.

Пĕлтĕр çулла вара «Калинкăпа» Кавказра пурăнакансем те паллашрĕç. Çула май Пензăра та, Волгоградра та, Каспи тинĕсĕ çинче те пулчĕç пултаруллă çамрăксем. Хăйсене тĕрлĕ условире тĕрĕслесе пăхма пултарчĕç. Дагестанра лăпкă мар вăхăтра концертсем пачĕç. Махачкала, Дербент, Кизляр – çак вырăнсем пирки эпир ытларах телевизор урлă пĕлнĕ пулсан, ансамбль пĕлтĕр унта концертсемпе пулнă. Çулла «Калинка» Алтай енне гастроле каяс шухăшпа пурăнать. Пултарулăхне, тăрăшулăхне кура ĕмĕчĕ пурнăçлантăр вĕсен. Чăваш культурин ырă йăли-йĕркисене упраса пыракансен ытти халăха та çав пуянлăха кăтартма майсем тупăнса пыччăр.

Н. Николаева.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика