25 февраля 2012 г.
Çапла шухăшлать Юнкă ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Валерий ФОМИН. Ял тăрăхĕн администрацине вара вăл иртнĕ суйлавранпа – 2010 çулхи октябрĕн 21-мĕшĕнченпе ертсе пырать. Чул хулари патшалăх педагогика университетне вĕренсе пĕтернĕскер, унччен Юнкă шкулĕнче ĕçленĕ.
Валерий Витальевичпа тĕл пулнă май иртнĕ çулхи ĕçсене пĕтĕмлетме, малашлăх тĕллевĕсемпе задачисем пирки каласа пама ыйтрăм.
– Валерий Витальевич, сăмахăмăра çитменлĕхсенчен, туса çитереймен ĕçсенчен пуçăнас килмест. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕнче нумай вăхăт ĕçлеместĕр пулин те, хăвăрăн, администрацин ĕçне-хĕлне хак панă май иртнĕ çулхи мĕнле ырă енсене асăннă пулăттăр эсир? Мĕнпе уйрăмах паллă пулчĕ вăл сирĕншĕн?
– Лайăххине асăнма яланах кăмăллă. Акă ял тăрăхĕн территорийĕнчи предприятисене, организацисене тата учрежденисене Çĕнĕ çул уявĕ умĕн илемлетессинех илер. Ку енĕпе пирĕн ял администрацийĕ 3-мĕш вырăн йышăнма пултарчĕ.
Ял администрацийĕн сайтне кирлĕ шайра тытса тăратпăр темелле. «Ял тăрăхĕсен чи лайăх сайчĕ» номинацире пире çитекенни пулмарĕ. Сайт ĕçне-хĕлне администрацин ертсе пыракан специалисчĕ Галина Ермакова ответлăха туйса йĕркелесе пырать.
Районти «Акатуй» уявĕнче хамăр патра туса илекен ял хуçалăх продукцине тивĕçлипе кăтартма пултартăмăр, пирĕн «чĕрĕ кĕтес» те чылайăшне интереслентерчĕ. Уншăн 3-мĕш степень диплома тивĕçрĕмĕр.
Пирĕн тăрăхра чăн-чăн ăстасем, пултаруллă та хастар ĕçченсем сахал мар. Акă район шайĕнче «Кулибин 21 века» конкурс йĕркеленĕччĕ. Унта Юнкă ял тăрăхĕн территорийĕнче пурăнакансем виççĕн харăс призлă вырăнсем çĕнсе илме пултарчĕç. Кусем вĕсем Николай Ермаков, Валерий Пигачев, Анатолий Яндимиров. Н. Ермаковпа В. Пигачев вара унччен маларах «Кулибинсен» республикăри конкурсĕнчен те çĕнтерÿпе таврăнма пултарчĕç.
Тыр-пул уявĕнче Юнкă ялĕнче пурăнакан Яргунькинсене чысларĕç. Вĕсен килти хуçалăхĕ тирпей-илем тата хăтлăх енĕпе районта пĕрремĕш вырăн çĕнсе илчĕ.
Сывă пурнăç йĕркине пропагандăлассине, массăллă спорт енĕсене аталантарассине манăçа хăвармастпăр. Ку вара чи малтанах спорт мероприятийĕсене йĕркелесе пыракан Владимир Михайлов çамрăксемпе пĕр чĕлхе тупма пĕлнипе çыхăннă. Юнкă ял тăрăхĕнчи футбол тата хоккей командисем районта кăна мар, республика шайĕнче те хăйсене лайăх енчен кăна кăтартаççĕ. Шкул ачисем бокс енĕпе çитĕнÿсем тăваççĕ. Февралĕн 15–18-мĕшĕсенче Шупашкарта 1998–1999 çулсенче çуралнă яшсем хушшинче ирттернĕ республика ăмăртăвĕнче Юнкăпуçĕнчи В. Алексеев тата Кăпасри А. Кудряшов 1-мĕш вырăн йышăнса республика чемпионĕсен ятне тивĕçрĕç, Пĕрремĕш Май выççăлккинчи Д. Никитин 2-мĕш вырăн йышăнчĕ. Республика уçă ăмăртăвĕнче 1996–1997 çулсенче çуралнă яшсем хушшинче Юнкăпуçĕнчи И. Романов çамрăк боксер 2-мĕш вырăна тивĕçрĕ.
– Кил картине кĕрсенех çын мĕнле пурăннине хаклама пулать тесе ахальтен каламаççĕ. Ял урамĕсене, обществăлла вырăнсене тирпей-илем кĕртесси, кирлĕ шайра тытса тăрасси хальхи вăхăтра малти вырăна тухса пыни вăрттăнлăх мар. Сирĕн ял тăрăхĕн территорийĕнче ку енĕпе лару-тăру еплерех-ха?
– Ыйтăвĕ пĕлтерĕшлĕ. Анчах та пĕччен хăшкăлса хыпкаланса çÿренипе ку енĕпе ырă еннелле пысăк улшăнусемех тума май çук. Çавăнпа та вырăнти депутатсене, ялсенчи старостăсене, ытти актива çак ĕçрен айккинче тăратса хăварма шутламастпăр. Тирпей-илем ыйтăвĕ – пĕрлехи ыйту. Палăртма кăмăллă, юлашки вăхăтра вĕсем тăрăшнипе территорисене çÿп-çапран тасатассипе, йĕрке тăвассипе сахал мар ĕç пурнăçлама пултартăмăр. Территорири санкцилемен 5 свалкăна тасатрăмăр. Кунсăр пуçне тата ăнлантару ĕçне активлă туса пыни те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вак чул сарса 35 метр çул юсарăмăр. 8 ялтан 7-шĕнче урамсене çутă парса тăрассине йĕркелерĕмĕр.
Ял тăрăхĕн хысни укçа-тенкĕ енчен хĕсĕккине пăхмасăрах Кăпас тата Çармăçкасси клубĕсенче юсав ĕçĕсем туса ирттерме пултартăмăр. Кунсăр пуçне Çармăçкассинчи культура учрежденине газпа хутса ăшăтмалла туса çитертĕмĕр. Нимĕн тума та çук, производство çине кăна пăхни çителĕксĕр, культура пирки те манма кирлĕ мар.
– Уйрăмах шăрăх çу кунĕсенче ялсенче пушар тухас хăрушлăх пысăк. Çитменнине пĕрлешÿллĕ хуçалăхсем саланса кайнă май чылай çĕрте пушар сÿнтермелли машинăсене те тытма пăрахрĕç.
– Ку ыйту кун йĕркинчех. Территорире акă иртнĕ çул икĕ пушар пулчĕ. А.В. Семеновăн пурăнмалли çурчĕ кĕлленчĕ, А.С. Орловăн мунча çийĕ çунчĕ. Апла пулсан пушар хăрушсăрлăхне тивĕçтерессипе, пушар сÿнтерекенсен службине тытса тăрассипе татса памалли ыйтусем пур.
Администраци балансĕ çине пушар машини йышăннă. Ăна юсаса çĕнетме чылай тăккаланма тиврĕ. Çулла тата кĕркунне халăхран хăйсен ирĕкĕпе укçа пуçтарса 4 çынран дежурство тăрассине йĕркелерĕмĕр. Пушар машини çак тапхăрта 6 пушара сÿнтернĕ çĕре хутшăнчĕ. Халĕ татса памалли тĕп задача – пушарнăйсем талăкĕпех хурал тăрассине йĕркелесси.
– Ял администрацийĕсенче профилактика, ветерансен, инвалидсен, çамрăксен, хĕрарăмсен канашĕсем ĕçлеççĕ. Кулленхи ĕçре вĕсен пулăшăвĕ сисĕнет-и?
– Отчетлă тапхăрта профилактика канашĕн 11 ларăвне ирттернĕ. Вĕсенче ăнăçсăр çемьесене учета илессин ыйтăвĕсене пăхса тухнă, хăйсене çемьере йĕркеллĕ тытман, эрехпе айкашса пурăнакан, ачисене пăхассинчен пăрăнакан ашшĕ-амăшĕсене, право йĕркисене пăсас енне сулăннисене итленĕ. Профилактика канашĕн членĕсем 48 çемьере пулса курнă, вĕсенчи лару-тăрăва тĕпченĕ. Юнкăри Культура çурчĕн ĕçченĕсем çамрăксен канашĕпе пĕрле çамрăксемпе социаллă пĕлтерĕшлĕ 14 мероприяти йĕркеленĕ, анкетировани, диспутсем, презентацисем, право енĕпе калаçусем пулнă. Профилактика канашĕн ĕçне вырăнти депутатсем те активлă хутшăнаççĕ. Пĕрлехи ларусене вара хисеплĕ ватă çынсене чĕнессине те планлатпăр, вĕсене малашне пур ялсене те вырăна тухса йĕркелеме шухăшлатпăр.
– Хальхи вăхăтра ялта пурăнакансем, çамрăксем тĕлĕшпе тĕллевлĕ программăсем сахал мар йышăннă. Вĕсемпе усă куракансем пур-и?
– 2011 çулта хăйсен çурт-йĕрне çавăрма пĕр çемье субсиди илме пултарчĕ. Аслă Отечественнăй вăрçăра вилнĕ тепĕр салтакăн тăлăх арăмне çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма субсиди парса пулăшнă.
Чылайăшĕ хăйсен хушма хуçалăхне аталантарма çăмăллатнă йĕркепе кредит илет. 13-ĕн кун пек кредитсене Перекет банкĕ, 10-ăн «Россельхозбанк» урлă илчĕ. Килти хуçалăхра выльăх тытса усракан 684 уйрăм хуçалăха выльăх апачĕ туянма ЧР Ял хуçалăх министерстви урлă субсиди парса пулăшнă.
– Ĕçлекен майсем шырать, ĕçлеменни сăлтав шырать тесе ытахальтен каламан. Ĕçлекенĕн татса памалли ыйтусем те пайтах пулĕ. Мĕн çине ытларах тимлĕх уйăрма палăртатăр кăçал?
– Куç хăрать те алă тăвать тени аса килет. Çине тăрсан, тăрăшсан, пур йывăрлăха та парăнтарма пулать иккен. Ерипен те пулин çавна ăнланма пуçăнатпăр. Чăваш Республикин Президенчĕн 2009 çулхи январĕн 19-мĕшĕнче йышăннă 1 " «Об осуществлении пилотного проекта по комплексной компактной застройке и благоустройству сельских поселений в Чувашской Республике» Указĕпе килĕшÿллĕн конкурса хутшăнма заявка тăратрăмăр. Культура çурчĕпе ача сачĕн çийĕсене юсама планлатпăр. Культура çуртне хутса ăшăтассипе, чÿречесене улăштарассипе те татса памалли ыйтусем пур.
Ял тăрăхĕн администрацийĕ территорири предприятисемпе тата учрежденисемпе тачă çыхăну тытма тăрăшать. Тирпей-илем кĕртес, массăллă мероприятисем ирттерес енĕпе хуçалăхсем хушшинчи «Моргаушская» строительство организацийĕ пысăк пулăшу парать. «ВаСем» чикĕллĕ яваплăхлă общество та нихăçан та айккинче тăрса юлмасть. Çавăнпа вĕсен ертÿçисене В. Семеновпа В. Кондратьева пысăк тав сăмахĕ калатăп.
Нумаях пулмасть ял тăрăхĕн территорийĕнче «ТранзитСити» общество районĕпе те чи пысăк автозаправка станцине уçрĕ. Ку вăл çул хĕрринчи комплексăн пĕрремĕш черечĕ кăна. Малашне кунта кафе те, магазин та, гостиница та, шиномонтаж пункчĕ те пулмалла. Çĕнĕ ĕç вырăнĕсем тупăнĕç. «ТранзитСити» общество ертÿçисем ял тăрăхĕн администрацине пулăшма шантараççĕ. Халĕ Юнкăпуç ялĕнче çул тăвас ĕçсен проектне хатĕрлес ĕçсем пыраççĕ. Апла пулсан татах тепĕр спонсор партнер тупăнчĕ.
В. ШАПОШИКОВ
калаçнă.