25 февраля 2012 г.
Юлашки çулсенче патшалăх çемьесене çирĕплетме тата аталантарма сахал мар ĕç тăвать. Уйрăмах нумай ачаллă çемьсене пулăшассине пысăк тимлĕх уйăрать.
Раççей шайĕнче иккĕмĕш е ытларах ача çуратнă çемьене амăш капиталĕпе тивĕçтереççĕ. Паян вăл 387 пин те 640 тенкĕпе танлашать.
Республика правительстви те ку енĕпе палăрăмлă утăм турĕ. Кăçалтан виççĕмĕш е ытларах ача çуратнă çемьесене 100 пин тенкĕ параççĕ. Çулленех республикăра кун пек 2 пин ытла ача çуралать. 2015 çул тĕлне кун пек ачасем çуллен 2,5 – 3,0 пине яхăн çут тĕнчене килмелле.
Республикăри амăш капиталĕпе çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма, ачасене вĕрентме усă курма юрать.
Республика пуçлăхĕ сĕннипе çак саккуна пирĕн парламент февралĕн 21-мĕшĕнче йышăннă.