Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Асамлă вăхăт парнелерĕç

25 февраля 2012 г.

Йÿçкассинчи ватăсемпе инвалидсен çуртĕнче хăнасем час-часах пулаççĕ. Январьте пирĕн патра хăнара пулнă ырă кăмăллă та питĕ вашават çынсем паян та асрах. Ун чухне сивĕрен хăрамасăрах Шупашкарти 1 " шкулти 2-мĕш «а» класра вĕренекенсем ашшĕ-амăшĕсемпе тата хăйсен вĕрентекенĕсемпе пĕрле çитрĕç. Муркаш районне çитсе килме çул çине тухса каякан тăкаксене ашшĕ-амăшĕсем пĕтĕмпех хăйсем çине илнĕ.

Ю. Тумаланова ертсе пыракан православи класĕнче вĕренекенсем чаплă концертпа савăнтарчĕç. Тĕп хулари 2 " музыка шкулĕн преподавателĕ Г. Иванова та концертшăн пысăк ответлăх туйса тăни сисĕнчĕ. Янравлă сасăпа шăрантарнă юрăсене пурте тимлесе итлерĕмĕр: ватăсем те, кунта ĕçлекенсем те. Куççулĕ те тухрĕ, савăнăçĕ те чуна тултарчĕ.

Пирĕнпе пĕрле Николай атте те пулчĕ. Май пур чухне пурте Турă Амăшĕн пиçиххине чуптурăмăр. Шупашкартан килнĕ хăнасем кашнинпех калаçрĕç, кашнин пурнăçĕпе интересленчĕç. Асамлă вăхăт парнелерĕç. Музыка центрĕ те парнелесе хăварчĕç. Тавах вĕсене.

Февралĕн пĕрремĕшĕнче вара пирĕн патра республикăн Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕн çумĕ Н. Осипова, районти хÿтлĕх пайĕн пуçлăхĕ Н. Петрова тата ытти специалистсем пулчĕç. Вĕсем çĕнĕлĕхсемпе паллаштарса, пирĕн пурнăçпа та кăсăклансах тăраççĕ. Çапла кунти ватăсен кичем пурăнма вăхăт çук.

Л. Иванова,

культорг.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика