Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Муркашра бокс ăнăçлă аталанать

22 февраля 2012 г.

Февралĕн 15–18-мĕшĕсенче Шупашкарта харăсах икĕ пысăк ăмăрту иртнĕ: Чăваш Республикинче мала тухассипе бокс ăмăртăвĕ тата Раççейĕн тава тивĕçлĕ тренерĕ М. Степанов ячĕпе (бокс) йĕркеленĕ турнир.

Республика ăмăртăвĕ 1998–1999 çулсенче çуралнисем хушшинче иртнĕ. Çак ÿсĕме кĕрекен Муркаш каччисем ăмăртура тивĕçлипе палăрнă. И. Налимов (Муркаш шкулĕ, 36 кг), Д. Алексеев (Юнкă шкулĕ, 72 кг) тата А. Кудряшов (Юнкă шкулĕ, 32 кг) 1-мĕш вырăнсем йышăнма пултарнă. Д. Никитин (Юнкă шкулĕ, 34 кг) 2-мĕш вырăн çĕнсе илнĕ.

Турнирта вара 1996–1997 çулсенче çуралнисем кĕрешнĕ. Республикăран кăна мар, Раççейĕн ытти регионĕсенчен те, çĕр-шыв тулашĕнчи спортсменсем те хутшăннă. Унта та Муркашсем хăйсен ятне яман. Д. Грачевпа (Калайкасси шкулĕ, 36 кг) А. Корчагин (Муркаш шкулĕ, 57 кг) турнир çĕнтерÿçисем пулса тăнă, И. Романов (Юнкă шкулĕ, 46 кг) 2-мĕш вырăна тухнă.

Каласа хăвармалла, Юнкăри вăтам шкулта вĕренекенсем С. Черкашин тренер ирттерекен занятисене виçĕ уйăх кăна çÿреççĕ-ха. Апла пулин те ăнăçусем куç умĕнчех.

Н. Николаева.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика