22 февраля 2012 г.
Эпĕ Мăн Сĕнтĕр ял тăрăхĕнчи Туçи Олкашра пурăнакан Мария Сергеевна Герасимовăпа калаçу пуçартăм. Манăн çĕнĕ пĕлĕшĕм Ильинка ял тăрăхĕнчи Апчарта çуралса ÿснĕ. Нарăс уйăхĕн 20-мĕшĕнче вăл 85 çул тултарчĕ.
– Ĕмĕр сакки сарлакине тăтăшах аса илтеретчĕ ачалăхра анне. Çакăн пĕлтерĕшне ун чухне ăша хывсах кайман. Паян вара çамрăксене хам çав сăмахсене калатăп. Хам пурнăçра эпĕ ялсенче колхозсем тунине те, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи пуçлансан ялти арçынсем мăшăрĕсен куççулĕ витĕр фронта тухса кайнине те, çапăçу хирĕнчен вилни пирки пĕрремĕш хутсем килнине те хам куçпа куртăм. Çĕнтерÿ хыççăн çĕр-шыв ура çине тăни те ман куç умĕнче пулса иртнĕ пулăм, – аса илÿ çăмхине сÿтме пуçларĕ асанне.
Нимĕç фашисчĕсем пирĕн çĕр-шыва вăрă-хурахла тапăннă çул Маша вун тăваттăра пулнă. 1942 çулта 7 класс пĕтернĕ хĕр ачан малалла вĕренесси пĕлÿ çулĕ укçалла пирки хупăнать. Иккĕ пиччĕшне фронта ăсатнă Маруç çĕр ĕçне кÿлĕнет. Тепĕр çулне вара ФЗО-на вĕренме кайса Апчар хĕрĕ Шупашкара снарядсем кăларакан 320-мĕш номерлĕ завода ĕçлеме каять. Ĕнер кăна çар хатĕрĕсем мĕнне пĕлменскер вăл ытти хĕрсемпе иртен пуçласа каçчен снарядсем кăларса вĕсене фронта ăсатассипе тимлеме пуçлать. Хĕрсем хăйсем маттур ĕçлени фашистсене çапса аркатассин тÿпи пулнине ăнланса ĕçленĕ.
– Сиенлĕ те йывăр ĕçчĕ. Çавăнпах-тăр пире талăксерен пĕрер килограмм çăкăр паратчĕç. Талăксерен пĕрре çиме тÿр килнĕ вĕлтĕрен яшки те хура çăкăр. Анчах çак виçе те йывăр та сиенлĕ ĕç калăпăшне витейместчĕ. Çитменнине тепĕр чух черет çитсен умрах çăкăр пĕтетчĕ. Çапах ĕçрен пăрахса каяс шут пулман. Пирĕн пĕр тĕллевччĕ – хăвăртрах Çĕнтерÿ тăвас! – каласа парать сăмса тутăрне куç патĕнчен илмесĕр М. Герасимова.
Вăрçă çулĕсене Чапаев ячĕллĕ заводра ирттернĕ хĕр 1946 çулхи çулла яла таврăнать. Çĕр ĕçне кÿлĕннĕскер кĕçех ĕнерхи фронтовика – Туçи Олкашри Даниил Григорьевич Герасимова – качча тухать. Çакăн хыççăн Маша аппан тепĕр тĕрлĕ пурнăç пуçланать. «Вăл вăхăтра пирĕн колхоз председателĕ В. Воробьев пулнă. Манăн мăшăр уй-хир бригадин бригадирĕччĕ. Ответлăхне туйнăран-тăр ăна хатĕрлев кантурне ĕçлеме чĕнчĕç, анчах колхоз председателĕ ямарĕ. Вара мана çак ĕçе чĕнчĕç те эпĕ килĕшрĕм. Çак вăхăта пире В. Воробьев пурăнмалли пÿрт-çурт çавăрма Туçи Олкашра хамăрпа кÿршĕллех çĕр уйăрса панăччĕ. Çити-çитми пурнăçпа пÿрт туса лартрăмăр. Алăк уçсан пÿрте çил-тăман кĕнине паян аса илме те хăрушă. Пÿртре шыв шăнса ларатчĕ. Çак сивĕне пулах-тăр икĕ ачам пурнăçĕ кĕске пулчĕ», – куççуль витĕр аса илет тыл ĕçченĕ.
Нихăш ĕçрен те хăраман çамрăк хĕрарăм 1951 çулхине Мăн Сĕнтĕрти хатĕрлев кантурĕнче ĕçлеме тытăнать. Ĕçĕн яваплăхне пĕрремĕш кунранах туйса илет вăл. Çак юратăва вара мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех алăран ямасть. Хатĕрлевçĕри пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ унăн 40 çул ытла. 31 çул Мăн Сĕнтĕр райповĕн хатĕрлев кантурĕнче ĕçленĕ хыççăн сакăр çул Муркаш райповĕн хатĕрлев кантурне ертсе пырать.
– Хатĕрлевçĕ ĕçĕ пысăк пĕлтерĕшлине ăнланса вăй хураттăм. Ял çыннисемпе тачă çыхăну тытасси малти вырăнтаччĕ: хатĕрлев кантурĕ урлă вĕсем хăйсен хушма хуçалăхĕнчи ппродукцие реализацилеме пултаратчĕç те çавăншăн тăрăшатчĕç, – терĕ 85 çулхи Мария Сергеевна питри пĕркеленчĕксене кулă çути кĕртсе, малтанхи вăхăтра хул пуççи урлă сумка çакса ял тăрăх çăмарта пуçтарса çÿренине аса илсе. Каярахпа лаша кÿлсе Турай тата Муркаш пасарĕсене çăмарта пуçтарма тухни те пĕрре мар пулнă.
Ялти хĕрарăмăн ĕç тиркеме вăхăт çук çав. Хатĕрлев кантурĕнче те, килти хушма хуçалăхра та пуçарулăхпа палăрса тăнă М. Герасимова йăха тăсассине те иккĕмĕш вырăна хăварман. Виталий, Вячеслав, Надежда – çемье тăсăмне малалла аталантаракансем. Мария Сергеевна паян мăнукĕсемпе пĕрлех кĕçĕн мăнукĕн (Дарья) калаçăвĕпе, вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе киленет.
Тыл ветеранĕн сăмахĕнчен вăрçă хыççăнхи йывăр çулсем куç умне тухрĕç. Çĕр-шыва хăвăртрах ура çине тăратма ĕç коллективĕсене пысăклатнă плансем панă, вĕсене пурнăçлассишĕн çирĕп ыйтнă. Хатĕрлевçĕсен ĕçĕ те çăмăллисен шутĕнче пулман. 28 тĕрлĕ чĕр-тавар пуçтарнă вĕсем. Çав шутра çĕтĕк тум-тир, кивĕ хут, выльăх шăммисем, çăм, тир-сăран, сĕт тата аш-какай, çăмарта, тĕрлĕрен эмел курăкĕ, тимĕр-тăмăр тата тĕслĕ металл...
Умри тĕллевсене пурнăçлассипе яланах ырă тĕслĕх пулнă Мария Сергеевна хăйĕн тирпейлĕхĕпе, шаннă ĕçшĕн яваплăха туйнипе, çĕнĕлĕхсене алла илессипе тăрăшнипе палăрса тăнă. Вăрçă хыççăнхи йывăр çулсенче ялта пурăнакансем хатĕрлев кантурĕсене тĕрлĕ чĕр-тавар пуçтарса парса дефицит пулнă çăм тутăрсем, сатинпа штапель материалсем, атă-пушмакпа тум-тир илме пултарнă.
– Кĕтнĕ тавара алла илсен йăл кулăпа çиçекен питсенчен тата телей шевлипе тулнă куçсенчен пăхма кăмăллăччĕ. Ял çыннисен тав сăмахне эпĕ хамăн тав сăмахĕпе хуравлаттăм.
Вăрçă ачисем тетпĕр эпир паян Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин çулĕсенче ĕç стажне пуçланă çамрăксем пирки. Мария Сергеевна шăпах çавсен шутĕнче. Пирĕн тĕслĕхри вăрçă ачи «1941–1945 çулсенчи Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнчи хастар ĕçшĕн» медале тивĕçнĕ. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин тыл ĕçченĕ тата ĕç ветеранĕ производствăри ăнăçусемшĕн те сахал мар чыс-хисепе тивĕç пулнă. Вăл шутра Чăвашпотребсоюзăн, Мăн Сĕнтĕр тата Муркаш райповĕсен Хисеп грамотисем, «Социализмла ĕç ударникĕ» (1979 ç) медаль тата ытти юбилей медалĕсем.
Ĕçре хастарлăхпа палăрнă хĕрарăм пурнăçăн савăк енĕсенчен те юлман. Хастарлăхне кура панă туристсен путевкисемпе хăйĕн пурнăçĕнчи тĕрлĕ çулсенче Мария Сергеевна Инди, Шри-Ланка, Венгри, Германи çĕр-шывĕсене çитсе курнă.
– Хам пурнăçăма усăсăр ирттермерĕм. Çынсемшĕн ĕçлерĕм, вĕсем те мана пăрахмарĕç, – терĕ калаçăва пĕтĕмлетсе М. Герасимова.
Асаннен, вăрçă çулĕсенчи черчен хĕр ачан пурнăçĕ – çĕр-шыв шăпи. Вăл паянхи çамрăк ăрушăн патриотизм тĕслĕхĕ пуласси пирки манăн иккĕленÿ çук.
А. ПЕТРОВ.