22 февраля 2012 г.
Юнкă тăрăхĕнче спортпа туслă çемьесем сахал мар. Çак çемьесенчен пĕри – Ильинсен çемйи.
Çемье пуçĕ Николай Витальевич пĕчĕкренпех спортпа туслă пулнă. Мăшăрĕ Земфира Ивановна та тĕрлĕ конкурссене хаваспах хутшăнать. Çак çемьере ачасем те спорта юратса ÿсеççĕ.
Александр мĕн ачаранпах спортпа кăсăкланнă, тĕрĕсрех каласан, футболла тата хоккейла выляма килĕштернĕ. Шкултан ăнăçлă вĕренсе тухсан хастар йĕкĕт И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн машиностроени факультетне вĕренме кĕнĕ. Спорта юратакан, вĕренÿре ăнăçлă ĕлкĕрсе пыракан каччăна унта та хисепленĕ.
Александр мĕн пĕчĕкрен салтака кайса килнĕ каччăсене: «Ÿсем-ха, эпĕ те çартан таврăнсан илемлĕ тумпа мăнаçлăн утăп», – тесе ăмсанса пăхнă. Пĕрремĕш курс хыççăн салтака кайма ят тухнă. Саша турткаланса тăман, академи отпускне илсе çара кайма шутлать. Малтанах Юнкă каччи Ростов хулине лекет, халĕ вара Саша Арменинче службăра тăрать. «Спецназовец, десантник вăл пирĕн», – тесе мăнаçланать унăн Дима шăллĕ, ăмсанать те.
Дима та пиччĕшĕ пекех спорта юратать. Хастар хоккеист вăл: районăн пĕрлештернĕ командинче вылять. «Ылтăн шайба» турнира çулсерен хутшăнать. Юнкă салинче В. Михайлов тренер ертсе пыракан спорт секцине çÿреме питĕ кăмăллать вăл.
Саша Юнкăри вăтам шкулта вĕреннĕ чухне Ю. Самушков ертсе пыракан авиамодельсем тăвакансен кружокне хавхалансах çÿренĕ. Ун хыççăн – Дима та. Юлас килмест унăн хастар пиччĕшĕнчен. Кружока çÿрени, паллах, усăллă. Çитĕнĕвĕсем те сахал мар Димăн. Вĕсем вара малашне татах та ытларах тăрăшма хистеççĕ.
Ĕмĕтсене пурнăçа кĕртес тесен тĕрлĕ ăмăртусене хутшăнни паха. Çакна питĕ лайăх ăнланаççĕ пиччĕшĕпе шăллĕ. Вĕсем вара хутшăннипе кăна çырлахмаççĕ, медальсем çĕнсе илес тесе тăрăшаççĕ. Кашни каччăн спортпа туслă пулмалли – вĕсемшĕн пурнăç йĕрки.
И. Ветлугина.