Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уйкас Янасалсен – спорт уявĕ

22 февраля 2012 г.

Иртнĕ шăмат кун, февралĕн 18-мĕшĕнче, Ваçкассинчи вĕрентÿпе культура центрĕн спорт залĕнче Совет Союзĕн Геройĕ Я. Анисимов ячĕпе спорт ăмăртăвĕсем иртрĕç. Пĕтĕм ĕçе Уйкас Янасал ял тăрăхĕн администрацийĕ йĕркелесе килĕшÿллĕ ертсе пычĕ. Спонсор та питĕ вăйлă пулчĕ – Ильич ячĕпе хисепленекен хуçалăх (ертÿçи И. Николаев) ăмăртусене хутшăннисене вĕри апат та çитерчĕ, парнесем те чылай хатĕрленĕ. Я. Анисимовăн тăванĕ Виктор Вальков та ăмăртăва хутшăнчĕ, çĕнтерÿçĕсене ятарласа хатĕрленĕ кубок парса чысларĕ.

Ăмăртусем спортăн виçĕ тĕсĕпе пулчĕç: волейбол, шашкăлла вылясси тата кире пуканĕ çĕклесси. Кашни енĕпех хăйĕн судйи пулчĕ: Г. Лукин, Ф. Рылин тата О. Максимов.

Волейбол вăййисенче питĕ хĕрÿ кĕрешÿ пулчĕ: çичĕ команда вăй виçрĕ. Çĕнтерÿçĕсене палăртнă май – вĕсем Сосновка (1-мĕш вырăн), Уйкас Апаш (2-мĕш) тата Ваçкасси (3-мĕш) ялĕсен командисем пулчĕç – тепĕр команда пирки те каласа хăварас килет. Уйкас Янасалсемшĕн волейболла çемьесен команди вылярĕ. Римма Кириллова тата Вера Петрова хăйсен ачисемпе команда хатĕрленĕ. Хăйсен вăййипе питĕ савăнтарчĕç вĕсем – лайăх, ăнăçлă вылярĕç, малашлăх пур вĕсен.

Кире пуканĕ çĕклессипе малти вырăнсенче çаксем пулчĕç: Константин Васильев (Уйкас Апаш), Юрий Иванов (Сосновка) тата Андрей Иванов (Кĕртекасси). Шашкăлла выляса парнесене тивĕçнисене те асăнса хăварар: Арсентий Максимов (Сосновка), Константин Васильев (Уйкас Апаш) тата Александр Васильев (Уйкас Апаш).

Спорт ăмăртăвĕсем питĕ хаваслă иртрĕç, хутшăнакансен кăмăлне те, куракансен кăмăлне те хăпартрĕç.

Г. Лукин,

волейбол енĕпе 1 категориллĕ судья.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика