Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Помидор вăрри акмалла

18 февраля 2012 г.

Килти хушма хуçалăх тытакансем сухан-ыхра, çĕр улмипе хăяр-помидор туянма пасара çÿремеççĕ. Çаксене тата ыттисене вĕсем хăйсем валлилĕх те, тăванĕсене çитмелĕх те килти хушма хуçалăхрах акса-лартса туса илеççĕ. Маттуртараххисем ăнса пулнă пахча çимĕçе кĕр çитсен сутлăха та кăлараççĕ.

Килти хушма хуçалăхра помидор хăйне евĕр вырăн йышăнать. Ăна ытлă-çитлĕ туса илме кăткăс пулнине пăхмасăрах хăшĕ-пĕри ку енĕпе çулленех çанă тавăрса ĕçлет.

Вăхăт хĕл вĕçнелле пынă çынсем нумай пахча çимĕçĕн вăррисене акса ÿстерессипе тимлеме пуçлаççĕ. Помидор вăррисене те акма вăхăт çитсе пырать. Уйăх календарĕпе пăхсан помидор вăррисенее пуш уйăхĕн 3–4, 9–10, 25–27-мĕшĕсенче, ака уйăхĕн 7–9, 16–18, 26–28-мĕшĕсенче, çу уйăхĕн 1–3, 7–8, 24–25-мĕшĕсенче калчалăх аксан ăнăçлă пулать.

А. МАТВЕЕВ,

пахчаçă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика