Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Урнин чирĕ кашнине шиклентермелле

18 февраля 2012 г.

Урнин чирĕ – хăрушă инфекци. Унпа ăшă юнлă (теплокровные) выльăхсем чирлеççĕ. Çак чир килти тата тискер чĕр чунсемпе пĕрлех çынна та ерме пултарать. Чирĕн тĕп вăхăчĕ – хĕллехи-çуркуннехи тапхăр. Урнин чирĕнчен инкубаци тапхăрĕнче çеç çăлăнса юлма пулать. Чир аталанма пуçласан вара... Раççей Федерацийĕнче юлашки 10–12 çул хушшинче чĕр чунсем хушшинче урнин чирĕ сарăлас хăрушлăх пĕртте чакмасть. Унпа çынсем чирлес хăрушлăх та пĕчĕк мар. Каламалла, пирĕн республикăра çынсем хушшинче урнин чирне тупса палăртни пулман-ха, анчах çакă лăпланмалли сăлтав мар. Юлашки 5 çулта çĕр-шывра урнин чирĕн эпизоотийĕ сарăлас юхăм палăрма пуçларĕ. Çакăнта тилĕсем малти вырăнта тăраççĕ. Кунпа пĕрлех ялсенчи хуçасăр йытă-кушак та хăрушлăха ÿстерет кăна. Тĕрĕссипе вара хуçасăр йытă-кушак обществăшăн пысăк ыйту кăларса тăратрĕ. Кунта çакна каласа хăварас килет. Районти кашни ял тăрăхĕнчех çынсем валли йытăсемпе кушаксем усрассин çирĕплетнĕ правилисем пур. Вырăнсенче çак йĕркене çирĕп пăхăнмалли кун йĕркинче тăрать. Хуçасăр йытăсем ял çыннисене выльăх-чĕрлĕхпе чăх-чĕп тытса сиен кÿнипе пĕрлех хăрушă чир саракансем те пулса тăчĕç. Тĕслĕх вырăнне урнин чирнех илер. Урнин чирĕпе чирлĕ чĕр чун çыртсан, çын çийĕнчех тивĕçлĕ медицина пулăшăвĕ илеймесен, çак чиртен сывалма çук. Çакна шута илсе вырăнсенчи выльăх тухтăрĕсем 2008 çултан пуçласа выльăх-чĕрлĕхсемсĕр пуçне йытăсемпе кушаксене те урнин чирĕнчен профилактика прививкисем тума пуçларĕç. Йĕркене пăсакансене саккунлă айăпласси те кун йĕркинче пулни пирки манмалла мар. Иртнĕ çул кăна ЧР административлă майпа право йĕркине пăсни пирки калакан саккунăн 15 стайин 1-мĕш пайĕнче пăхнă йĕркене пăснăшăн (йытăсемпе кушаксем усрассин çирĕплетнĕ правилисене пăсни) административлă комисси 80 ĕç пăхса тухрĕ. 71 тĕслĕхре 500-шер тенкĕлĕх административлă айăплав вăя кĕчĕ.

Çакна курса тăрса вырăнсенче çулленех профилактика ĕçĕсене туллин ирттерме тăрăшатпăр. Иртнĕ çул профилактика тĕллевĕпе 4534 йытăна, 411 кушака, 6803 пуç мăйракаллă шултра выльăха, 118 пуç качака-сурăха урнин чирĕнчен иммунизациленĕ. Çавăн пекех пĕлтĕр патшалăх ветеринари службин ĕçченĕсем сунарçăсемпе килĕшÿллĕ ĕçлесе 108 тилĕ шăтăкĕ патне 800 вакцина дози хурса хăварчĕç. Анчах çакă çителĕклĕ теес килмест. Эпир ялта пурнăçланă ĕçсенче кунти пур йытă-кушак та профилактика мероприятийĕсене лекнине пĕлтермест, мĕншĕн тесен ялсенче хуçасăр йытă-кушак нумай. Кунта ял тăрăх администрацийĕсен тивĕçлĕ йышăнусем тумаллах. Хальлĕхе Çатракасси, Турай, Юнкă ял тăрăхĕсенче дротиксем пуррине пăхмасăрах сунарçăсен бригадисене йĕркелесе хуçасăр йытăсене тытас ĕçе пуçăнман-ха. Ахальлĕн... Иртнĕ çул район территорийĕнче урнин чирĕпе çыхăннă икĕ тĕслĕх пулчĕ. Пĕрремĕшĕнче Тойкилтĕри пĕр кил хуçалăхне урнин чирĕпе чирлĕ тилĕ пырса кĕнĕччĕ. Иккĕмĕшĕнче Йÿçкассинче килти кушак урнин чирĕпе чирлени çиеле тухрĕ. Икĕ тĕслĕхĕнче те чир юлашки хут палăрнăранпа 2 уйăх иртсен çеç республика Пуçлăхĕн ятарлă хушăвĕпе карантинсене хупрăмăр.

Йышăну

Район администрацийĕ кăрлач уйăхĕн 28-мĕшĕнче выльăх-чĕрлĕхпе ытти чĕр чунсем тата çынсем урнин чирĕпе чирлесрен профилактика ĕçĕсем ирттересси пирки йышăну кăларчĕ. Унта ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене, РФ Шалти ĕçсен министерствин Муркаш районĕпе ĕçлекен пай пуçлăхне Е. Плечова, районти выльăх чирĕсемпе кĕрешекен станци ертÿçине Н. Яковлева ялсенче пурăнакансене йытă-кушак усрамалли правилăсене пăснăшăн административлă майпа явап тыттарас ĕçсене вăйлатма сĕннĕ. Çак йышăнурах тилĕ тытма каякан тăкаксене саплаштармалли положение çирĕплетнĕ. Унпа килĕшÿллĕн пĕр тилĕ тытнăшăн 500 тенкĕ компенсаци тÿлĕç. Çак пуçару пĕрремĕш çимĕçсем пачĕ те. Иртнĕ кунсенче сунарçăсем икĕ тилĕ виллине пирĕн патăмăра çитерсе пачĕç. Ку ĕç малалла та активлă пырасса шанатпăр.

Компенсаци илес йĕрке

Ăна 2012 çул валли пăхнă. Компенсаци илес текен сунарçăн районти выльăх чирĕсемпе кĕрешекен станцине тилĕн виллине илсе пырса памалла. Уншăн панă справка тилĕ тытнишĕн кайнă тăкаксене саплаштармалли тĕп документ пулать. Тилĕсем тытнине çирĕплетнĕ йĕркепе районти выльăх чирĕсемпе кĕрешекен станци учета илсе пырать. Илнĕ справкăна пĕрле хурса сунарçăсем район администрацийĕн пуçлăхĕ ячĕпе заявлени çыраççĕ. Бюджетра лимитпа пăхнă укçа-тенкĕне район администрацийĕ сунарçăн расчет счечĕ çине куçарса парать.

Тытнă тилĕсене ветеринарипе санитари правилисемпе килĕшÿллĕн пĕтереççĕ. Вăрттăнлăх мар, урнин чирĕн вирусне упракан тĕп çăл куç вăл – тилĕ. Чăваш Республикинче иртнĕ çулсенче урнин чирне вуншар регистрациленĕ пулсан, пуçаруçăсем ытларах шăпах вĕсем пулнă.

Л. БОЯРИНОВА,

районти выльăх чирĕсемпе кĕрешекен станцин ветврач-эпизоотологĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика