18 февраля 2012 г.
Кашни ача пурнăçĕ ача сачĕпе çыхăннă. Вĕсен хаваслă ачалăхĕ çакăнтан пуçланать. Ку тапхăр ача пурнăçĕнче питĕ пысăк та пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Кунта вăл таса калаçма, юрлама-ташлама, ÿкерме вĕренет, тавра курăмне аталантарать, ыррине усалтан уйăрма пуçлать. Апла пулсан ача сачĕн тÿпи пысăкки иккĕлентермест.
В. Иванов, кайран А. Кондратьев колхоз председателĕсем тăрăшнипе 1987 çулхи февралĕн 17-мĕшĕнче Чапаев ячĕпе хисепленекен колхозра «Малыш» ясли-сад уçăлать. Ку çĕнĕлĕх ял çыннисене питĕ кирлĕ пулнă: ача сачĕ уçăлсанах унта 110 ача çÿреме тытăннă. Вăл вăхăтра В. Романова, М. Морозова воспитательсем ĕçленĕ. Çулталăк иртсен тин вĕреннĕ çынсем çителĕклĕ пулнă: В. Иванова, Н. Петрова, Л. Семенова, колхозран панă направленипе вĕренсе килнĕ П. Николаева, Р. Морозова тата И. Федотова, И. Тимофеева, Л. Егорова ĕçлеме килнĕ. Çапла вара садикра вăл вăхăтра 28 çын вăй хунă.
Халĕ чылай çул ĕнтĕ «Малышра» тăватă ушкăн ĕçлет. Паянхи кун ача садне таврари ялсенчен 72 ача çÿрет.
Чĕрĕк ĕмĕр хушши садика Маргарита Валерьяновна Иванова ертсе пырать. Аслă категориллĕ специалист ертсе пынипе ача сачĕ çĕнелсе, хăватланса, коллектив аталанса, çирĕпленсе пырать. Маргарита Валерьяновна хăйĕн ĕçне чунтан пурнăçлать. Ача садĕнчи, районти, республикăри тĕрлĕ конкурссене, уявсене хутшăнма ачасене те, воспитательсене те явăçтарма тăрăшать. Унăн хăйĕн те, коллективăн та, ачасен те диплом-грамота чылай пулни çакна çирĕплетсе парать. Маргарита Валерьяновнăна тăрăшулăхĕпе пултарулăхне кура «Раççей Федерацийĕн пĕтĕ-мĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ» паллăпа та чысланă.
Çирĕм çынран тăракан коллектив туслă ĕçлет, çĕнĕлĕхсене пурнăçа кĕртсе пыма тăрăшать. Паян ĕçлекенсенчен пиллĕкĕшĕ ача сачĕ уçăлнăранпах кунта вăй хурать. Виçĕ воспитателĕн хальхи вăхăтра аттестаци тапхăрĕ пырать, ыттисем вара – пĕрремĕш категориллĕ воспитательсем. Вĕсемпе кĕçĕн воспитательсем тачă çыхăнса ĕçлесе пыраççĕ.
Ача садне çÿрекенсем çулсеренех «Малышиада» спорт ăмăртăвĕнче малтисен ретĕнче. Республикăра район чысне хÿтĕлесе çĕнтерÿçĕ те пулнă. Пĕлтĕр вара «Малыш» Раççей шайĕнчи «Ача сачĕсем – ачасене» конкурсра иккĕмĕш вырăна тивĕçме пултарчĕ. В. Гусева логопед Президент грантне тивĕçрĕ. И. Воробьева çамрăк специалист ЧР Президенчĕн стипендиачĕ пулса тăчĕ. Çакă мар-и-ха коллектив пурнăç таппипе тан пыма тăрăшни;
Воспитательсене кура ачасем те хавхаланаççĕ. Иртнĕ çул акă районти конкурссенче мала тухнăшăн Кристина Андреева, Виктория Егорова, Герасимовсен тата Тихоновсен çемйисем грамотăсемпе дипломсене тивĕçме пултарчĕç.
Ача сачĕн коллективне ашшĕ-амăшĕсен ырă сăмахĕпе пулăшăвĕ хавхалантарса тăрать. Пĕрле килĕштерсе ĕçлени малалла çирĕпрех утăмсемпе утма хистет.
Р. Илларионова,
ача сачĕн воспитателĕ.