Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăхăт ыйтнипе тан пырса

18 февраля 2012 г.

Муркаш районĕн халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр кăçал та, иртнĕ çулсенчи пекех, икĕ программăна тĕпе хурса ĕçлет: 2011–2013 çулсенче ĕçпе тивĕçтермелли ведомство программине тата ĕç рынокĕнчи кăткăслăха сирес, çивĕч лару-тăрăва чакарас тĕллевпе республикăра йышăннă ятарлă программăна.

«2012 çул пуçламăшĕ тĕлне центрта 54 çын учетра тăнăччĕ. Ĕçсĕрлĕх шайĕ вăй питти çынсен йышĕпе танлаштарсан 0,25 процентпа танлашать. Çулталăк пуçланнăранпа 129 çынна ĕçлĕ тума пултартăмăр. Вĕсен йышĕнче 14–18 çулсенчи 100 ачана вĕренÿрен пушă вăхăтра ĕçе вырнаçтарма май килчĕ. Общество ĕçне ултă ĕçсĕр çынна хутшăнтарнă, çак вăхăтра тĕрлĕ специальноçпа вĕренме тăхăр çынна янă. Профориентаци пулăшăвне пани те ĕç шыракансемшĕн пĕлтерĕшлĕ. Çак пулăшăва 139 çынна панă, тепĕр тăххăрăшне психологи хÿтлĕхĕпе тивĕçтернĕ», – пĕлтерет халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр ертÿçи И. Димитриева.

Кризис тапхăрĕ иртсе пынă май ĕç рынокĕнчи йывăрлăха сирессипе çыхăннă хăш-пĕр мероприятисем те кун йĕркинчен тухаççĕ: сăмахран, выпускниксене стажировкăна ярасси, маларах вĕрентсе пырасси (опережающее обучение). Кунсăр пуçне хăш-пĕр полномочисем республика çине куçнă. Федераллă бюджетран вара ĕçсĕррисем валли палăртса хунă социаллă тÿлевсем пыраççĕ. Вĕсен шутне ĕçсĕррисене пособи тÿлесси, вĕренме янисене стипенди тÿлесе тăрасси, вăхăт çитмесĕр пенсие тухма тивнисене Раççей Пенси фончĕн тăкакĕсене саплаштарасси тата мпурлăх тĕлĕшĕнчен пулăшу парасси кĕрет. Халăха ĕçпе тивĕçтерме пулăшакан активлă программăсене аталантарма регион хăйĕн укçи-тенкипе пулăшса пырать. Кунта вакансисен ярмăрккисене ирттересси, обществăлла ĕçсене хутшăнтарни, профориентаци пулăшăвĕ пани тата ытти те кĕрет.

Вăхăт ыйтнипе тан пырса халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр социаллă партнерсемпе тачă çыхăнура ĕçлеме тăрăшать. Ĕç паракансене информаципе тивĕçтересси вĕсене ĕç рынокĕнчи лару-тăрупа паллаштарса тăрасси кунсерен лайăхланса, пахалăхлăрах пулса пырать. Ку тĕлĕшпе ĕçпе тивĕçтерекен центрта видео-чат мелĕпе усă курса та ĕçлеççĕ («Scype» программа). Ĕçпе тивĕçтерекен центр электронлă услугăсемпе тивĕçтерессине те ĕçе кĕртнĕ. Электронлă почтăпа ĕçпе тивĕçтерекен центра йышăнăва çырăнма та, професси юрăхлăхĕн тестне çырма та, обществăлла ĕçсене хутшăнма килĕшнине пĕлтерсе заявлени çырма та, ытти услугăсем илме те май пур. Ĕç паракансем те информацие электронлă майпа ыйтса илме пултараççĕ. Электронлă услугăсемпе усă куракансен пĕр условие çеç шута илмелле – алă пуснин электронлă варианчĕпе усă курмалла.

Ĕç шырас ыйту тĕрлĕ ÿсĕмри çынсене пырса тивет. Анчах та çамрăксен ку ыйту тата та çивĕчрех тăрать. Çавăнпа та ĕçпе тивĕçтерекен центр ку ыйту çине те пысăк тимлĕх уйăрать.

«Ачасем каникул вăхăтĕнче, вĕренÿрен пушă вăхăтра ĕçлени вĕсен ĕç вопитанийĕ çине лайăх витĕм кÿрет. Кунсăр пуçне ача хăй укçа ĕçлесе илме пултарать, – пĕлтерет Ираида Николаевна. – 14–18 çулсенчи çамрăксене вăхăтлăх ĕçпе тивĕçтересси саккунпа килĕшÿллĕн пулса пырать. Çамрăксем территорие илемпе хăт кĕртме, вак-тĕвек юсав ĕçĕсене, хушма ĕçсене пурнăçлама пултараççĕ. Çуллахи вăхăтра пулсан ял хуçалăх культурисене пăхса тăма, тухăç пухса илес ĕçе хутшăнма пултараççĕ. Вĕсем шкулсене çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрлес тапхăрти ĕçсене хутшăнаççĕ, шкулсем çумĕнчи участоксенче тăрăшаççĕ тата ытти те».

Ĕçпе тивĕçтерекен центрта вăй хуракансем сахал тупăшлă, нумай ачаллă е тулли мар çемьесенче ÿсекен, ашшĕ-амăш тимлĕхĕсĕр тăрса юлнисене вăхăтлăх ĕçсене явăçтарма тăрăшаççĕ.

Кăçал пурĕ 370 çамрăка вăхăтлăх ĕçпе тивĕçтерме палăртса хунă. Çакна валли республика бюджетĕнчен 314500 тенкĕ, вырăнти бюджетран 25000 тенкĕ уйăрнă.

Ĕçпе тивĕçтерекен центр çулсеренех районти предприяти-организацисемпе, учрежденисемпе тачă çыхăнса ĕçлеме тăрăшать. Çакна май акă районти шкулсемпе те килĕшÿсем туса ĕçлет. Хальхи вăхăтра çакăн пек килĕшÿсем Чуманкассинчи (20 çамрăк ĕçлет), Юнкăри (20), Москакассинчи (15), Йÿçкассинчи (15)вăтам шкулсемпе тата Муркаш лицейĕпе (30) тунă.

Бюджет организацийĕсенче çамрăксене вăхăтлăх ĕç тупса пама хальлĕхе йывăртарах. Вĕсенче ĕçĕ пур, анчах та финанс тĕлĕшпе майсем çук. Вырăнти бюджетран çак тĕллевпе укçа-тенкĕ уйăрни питĕ вырăнлине калаççĕ ĕçпе тивĕçтерекен центр специалисчĕсем.

«Çул çитменнисене вăхăтлăх ĕçпе тивĕçтерни пĕтĕм обществăшăн лайăх. Çавăнпа та эпир хамăр районти уйрăм предпринимательсем, районти ытти предприяти-организацисен ертÿçисем те çамрăксем валли вăхăтлăх ĕç вырăнĕсем тупма пулăшасса шансах тăратпăр. Паян пирĕн пурин те пĕрле вăй хурса кашни çамрăкăн шăпишĕн тăрăшмалла», – пулăшакансем татах та тупăнасса шанать центр ертÿçи И. Димитриева.

Ача пĕчĕкрен ĕçе вĕренсе, хăнăхса пырсан çеç кайран йĕркеллĕ çын, ăста специалист, çынсене усă кÿрекен пулма пултарать. Çавăнпа та çамрăксен шăпи малашлăх пирки шухăшлакан кашни çынна кăсăклантармалла. Ĕçпе тивĕçтерекен центр вара ку тĕлĕшпе хăй мĕн тума пултарнине пĕтĕмпех пурнăçлама тăрăшать.

Н. Николаева.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика