18 февраля 2012 г.
Ыран Çăварни эрни пуçланать. Малтанхи вырсарни кунне Аслă çăварни теççĕ. Ун хыççăнхи тунти кунпа ытлари куна та Аслă çăварни шутне кĕртнĕ. Çăварни эрнин юлашки вырсарнине Кĕçĕн çăварни тенĕ. Ун умĕнхи эрне кунпа шăмат куна та çав шута илнĕ. Çăварни кунĕнче ачасем кăвак çутăллах çывăрса тăрса çунашкисене туртса тăвайккине вĕçтернĕ. Тăвайкки кĕрлесе тăнă.
Тепĕр кунне çамрăксем катаччи чупнă. Лашисене, çунисене капăрлатнă, пĕкĕсем çине шăнкăравсем çакнă. Ир пуçласа каçчен катаччи чупакансем темиçе яла та çитнĕ.
Çăварни кунĕнче кашни хăй патне пыракана алăкран иртсе пукан çине лартнă. Çуллă икерчĕ çитернĕ, сăра ĕçтернĕ.
Авалхи йăла тăрăх Çăварни кун хĕл ăсатаççĕ: кÿренсе ан кайтăр, çĕнелÿ савăнăçне ан пăстăр, çуркуннене кĕтсе илме ан чăрмантартăр теççĕ.
Çăварни хыççăн аслă типĕ пуçланать.