18 февраля 2012 г.
Шарпаш ялĕнче çуралса ÿснĕ Лариса Нестеровна Ильина мĕн ачаранпах учитель пулма ĕмĕтленнĕ. Чуманкассинчи вăтам шкултан ылтăн медальпе вĕренсе тухсанах вăл И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн физикăпа математика факультетне вĕренме кĕрет.
Алла хĕрлĕ диплом илсен, 1974 çулта, ăна тăван районти Сосновкăри шкула ĕçлеме кайма направлени параççĕ. Кунта ачасен пĕлÿ илес туртăмне ÿстерсе Лариса Нестеровна 35 çул математика предметне вĕрентет. Кашни ачан ÿсĕмне, кăмăл-туйăм уйрăмлăхне шута илсе уроксене яланах кăсăклă ирттерет. Ачасемшĕн хăйĕн вăхăтне, вăй-халне, чун-чĕре ăшшине нихăçан та шеллемест. Чăн-чăн учитель вăл.
Математика предметне вĕрентнипе пĕрлех хастар педагог тăван ен культурине те, ÿнер ăсталăхĕн урокĕсене те юратса вĕрентет. Çулсерен ачасене чăвашсен ырă йăли-йĕркине, чăваш культурин илемлĕхне, çепĕçлĕхне, пуянлăхне хаклама хăнăхтарса пырать. Хамăр тăрăхра халăх сăмахлăхне, юрри-кĕввине, йăли-йĕркине, историллĕ халапсем пуçтарса «Муркаш районĕ. Йăла-йĕркесем, уявсем» кĕнеке валли материал та пухса панă. Ăста педагог ĕçне Тав хучĕсемпе, Хисеп грамотисемпе пĕрре мар чысланă.
Ачаранпах ĕçре пиçĕхсе ÿсни, йывăрлăхран хăраманни халĕ те ăна пурнăçра пулăшсах пырать. Пĕр сăмахпа каласан, ака тума та, утă çулма та, ташлама-юрлама та пултарать. Пултаруллă та çивĕч хĕрарăм. Унпа калаçнăçем калаçас килет. Темĕнле ăшăлăх пур унра. Ун пирки лайăх каланине кăна илтме пулать. Ялта хĕрарăмсен ыйтăвĕсене татса парас тĕлĕшпе вăй-халне шеллемен вăл, çавăнпах чылай çул хĕрарăмсен канашне те ертсе пынă.
Çак уйăхра Лариса Нестеровнăн юбилей. Эпир ăна ырлăх-сывлăх, иксĕлми телей, ăнăçусем сунатпăр. Пурнăçăр хăвăр чуншăн çăл куç пек çуттăн та тасан шăнкăртатса юхса пытăр!
С. Максимова. Сосновкăри тĕп шкул.