15 февраля 2012 г.
Çакна пĕлмен çын çук та ĕнтĕ, ăна тĕрлĕ тĕслĕхсем çирĕплетеççĕ. Апла пулин те кĕленчене пушатмасăр алăран вĕçертменнисем сахалланса пымаççĕ-ха. Çак кунсенче РФ Следстви комитечĕн Чăваш Республики тăрăх следстви управленийĕн Етĕрнери районсем хушшинчи следстви пайĕ маларах пирĕн районта пулса иртнĕ хăш-пĕр преступленисене уçăмлатса пачĕ. Вĕсене тишкерсен каллех эрех ĕçни тĕп вырăна тухать.
Акă декабрĕн 4-мĕшĕнче Çĕн Чемей ялĕнче пулса иртнĕ преступлени. Эрех ĕçнĕ арçын каçалапа хăйĕнпе пĕрле пурăнакан хĕрарăмпа хирĕçсе каять. Хăйне алăра тытма пултарайманскер хĕрарăмăн мăйĕ патне çĕçĕ тытса вĕлерессипе хăратать. Хĕрарăм вара, хăйĕн пурнăçĕшĕн хăраса, арçынна чарас тесе, çĕççе хăй аллине туртса илет, арçынна темиçе хутченех чикет. Сурансене чăтайманнипе арçын çавăнтах вилсе каять. Следстви арçын ÿсĕр пулнăран хĕрарăма вĕлерме е унăн сывлăхне йывăр сиен кÿме пултарайманнине тĕпчесе палăртать. Çапла майпа Уголовлă кодексăн 108 статйин 1 пайĕнче çырса кăтартнă преступление тунине çирĕплетсе парать.
Тепĕр тĕслĕхĕнче те – эрех ĕçнĕ арçын. Ку вара декабрĕн 31-мĕшĕнче ирхи икĕ сехет тĕлĕнче влаç представителĕ çине (вăл ĕçре пулнă вăхăтра) çакна пĕлсе тăрсах алă çĕклет. Унччен ытти çынсем умĕнчех пакунлă çыннăн ят-сумне тата чысне пăсакан сăмахсемпе перкелешет. Следстви ÿсĕр арçын Уголовлă кодексăн 318 статйин 1 пайĕнче тата 319 статйинче çырса кăтартнă преступление тунине çирĕплетсе парать.
Виççĕмĕш тĕслĕхĕнче – эрех çын пурнăçне вăхăтсăр татать. Эрех ĕçсе наркăмăшланнăран Муркашри тĕп больницăна Çатракасси ял тăрăхĕнчи пĕр арçынна илсе пынă пулнă. Анчах та врачсем темĕнле тăрăшсан та вăл январĕн 7-мĕшĕнче вилсе каять. Сывлăхĕ хытах хавшанă пулнă: эрехпе наркăмăшланнă кăна мар, çăварĕ те, апат пырĕ те пиçсе кайнă. Унăн кÿрши каланă тăрăх больницăна илсе кайиччен арçын 5–6 кунах ÿсĕр çÿренĕ мĕн. Пĕр кун вара ÿсĕр арçын юр çинче выртнине курсан кÿрши васкавлă пулăшу чĕннĕ: арçын хырăм хытă ыратнине пĕлтернĕ пулнă.
Етĕрнери районсем
хушшинчи следстви пайĕн материалĕсем тăрăх хатĕрленĕ.