15 февраля 2012 г.
Пирĕн районта çут çанталăк газĕпе çыхăннă ĕçсене пурнăçлакан тĕп организаци – «Чувашсетьгаз» уçă акционерлă обществăн «Моргаушимежрайгаз» филиалĕ. Район çыннисем юлашки çулсенче çут çанталăк газĕпе усă курассине пурнăçра тĕп вырăна кăларчĕç пулсан, вĕсен ку ĕçре сиксе тухакан ыйтăвĕсене туллин тивĕçтересси те – пĕлтерĕшлĕ пулăм.
– Ĕçĕ нумай, анчах пурнăç малалла аталаннине йывăрлăх теес килмест. Ĕçĕмĕр пĕтĕмĕшле ял пурнăçне лайăхлатассипе çыхăнни пире çанă тавăрсах ĕçлеттерет. Раççей тата Чăваш Президенчĕсемпе Правительствисем яла аталантарассипе малашлăхшăн йышăннă программăсене пурнăçа кĕртессине эпир хамăр тивĕç тесе шутлатпăр, хамăртан мĕн килнине пĕтĕмпех вăхăтра та пахалăхлă тума тăрăшатпăр, – теççĕ «Моргаушимежрайгаз» филиалта ĕç хăрушсăрлăхĕн инженерĕнче ĕçлекен Юрий Алексеевич Николаев, аварипе диспетчер службин аслă мастерĕ Владимир Ильич Колбасов тата аварипе диспетчер службин слесарĕ Александр Аркадьевич Порфирьев.
А.Белов.