15 февраля 2012 г.
Раççей пурнăçĕ улшăнусен çулĕ çине çирĕп тăнă май пирĕн ертÿçĕсем Тăван çĕр-шыва сыхлакансем тата çак ĕçре пулăшакансем тĕлĕшпе те тимлĕх ытларах уйăрма пуçларĕç. Çакă çамрăк ăрăва патриотизмла воспитани парас ĕçре – пысăк пулăшу.
...Чикĕ пăсакансем пуç çĕклерĕç, хăлха патĕнченех пульăсем шăхăрса иртрĕç. «Çук, Раççей сире валли мар», – тесе Афганистан вут-çулăмĕ витĕр тухнă Коля пулемета ĕçлеттерсе ячĕ...
Çак ÿкерчĕк пирĕн ентеш Раççей Геройĕ Николай Смирнов интернационалист-салтак 1994 çулхи çурла уйăхĕнче Тăван çĕр-шыв чиккине хÿтĕлесе йышăннă юлашки çапăçуран.
– Тăван çĕр-шыва хÿтĕлекенсене пирĕн кашнин вăй çитнĕ чухлĕ пулăшмалла. Çĕр-шыв вăй-хăвачĕ – пирĕн пĕрлĕхре, – терĕ Муркаш райпо канашĕн ертÿçи Б. Андреев интернационалист-салтаксен районти обществăлла пĕрлешĕвĕн ертÿçи В. Киршев «Активлă гражданла позицишĕн тата патриотизмшăн» обществăлла медаль çакса янă хыççăнхи кĕске калаçура.
Обществăлла организацисем тенĕрен, Чăваш Республикин пуçлăхĕ М. Игнатьев та вĕсен пĕлтерĕшне пысăка хурса хаклать: «Обществăлла организацисем – пирĕн чи çывăх та шанчăклă пулăшакансем. Вĕсем çынсен конституципе пăхнă прависене хÿтĕлессипе, çамрăксене патриотизмла воспитани парассипе, коррупциллĕ ĕç-хĕлпе кĕрешес ĕçре пирĕншĕн шанчăклă тĕкĕ пулса тăраççĕ. Çак çыхăнăва çирĕплетсен çеç эпир малалла çирĕп утăмсем тума пултаратпăр».
Интернационалист-салтаксен астăвăм кунĕ пулнă май кĕскен сăртлă-туллă инçетри Афганистан çĕр-шывĕнче 1981-1983 çулсенче пулнă Вячеслав Евсеевич Киршев пирки. Паян Москакассинче пурăнакан арçын Шупашкарта çуралса ÿснĕ. 1981 çулхи кĕркунне призыв йĕркипе действительнăй çар службине кайсан чăваш каччи Афганистана лекет. Спортпа туслă Вячеслава разведчиксен подразделенине илеççĕ.
– Çамрăклăхра хама хам вăрçă вут-çулăмне лекĕп тесе шутламан. Анчах шăпа çавăн пек çаврăнса тухрĕ. Пирĕн çарсем вăл е ку операцие хатĕрленме пуçласан малтан разведчиксен çула тухма тиветчĕ. Палламан вырăнсем, сивĕ сăрт-ту хысакĕсем... Душмансем вара унта хăйсене килти пек туятчĕç. Çавăнпа пире йывăрччĕ, анчах пĕр çар заданине те пурнăçламасăр хăварман, – тет пĕр рейд операцийĕнче йывăр аманнă В. Киршев.
Вячеслав Евсеевич çартан таврăнсан Шупашкарти милици шкулĕнчен вĕренсе тухса хăйĕн пĕтĕм ĕç ĕмĕрне Шалти ĕçсен министерствипе çыхăнтарать. Çак вăхăтра Нагорный Карабахра взвод командирĕ пулса командировкăра та пулать. 2000 çултанпа В. Киршев – тивĕçлĕ канура. Юлашки çулсенче пирĕн ентеш интернационалист-салтаксен районти обществăлла пĕрлешĕвне ертсе пырать, çамрăксене патриотизмла воспитани парассипе пысăк ĕç туса ирттерет.
– Çамрăксене тивĕçлĕ воспитани парасси пĕр-икĕ çын ĕçĕ мар. Çавăнпа та пире ку енĕпе пулăшакансене эпир те тимлĕхсĕр хăвармастпăр, – терĕ воин интернационалист Муркаш райпо канашĕн ертÿçин аллине чăмăртанă май (сăн ÿкерчĕкре).
А. БЕЛОВ.
Автор сăн ÿкерчĕкĕ.