15 февраля 2012 г.
Çулталăка хыçа хăварнă май кашни организаци, учреждени ку таранччен мĕн пурнăçланине пĕтĕмлетет, çавăн пекех малашне вăя кĕртмелли пирки тĕллев лартать. Ĕç кăтартăвĕ çулран çул ÿссе пыни вара татах та тухăçлăрах ĕçлеме хавхалантарать. Февралĕн 9-мĕшĕнче Муркаш райпо канашĕн иртнĕ çулхи ĕç пĕтĕмлетĕвĕ пулчĕ. Кунти ĕç-хĕлпе тĕплĕнрех паллаштарма эпĕ канаш ертÿçипе Б. Андреевпа калаçу ирттертĕм.
– Борис Васильевич, иртнĕ çула хăвăр ĕç тĕлĕшĕнчен мĕнле хак панă пулăттăр? Коллектив кăмăлне тивĕçтерчĕ-и хыçа юлнă тапхăр е пăшăрхантараканни ытларах тĕл пулчĕ сирĕн ĕçре?
– Кирек епле организацишĕн те тĕп тĕллев ĕç пахалăхне, кăтартăвне ÿстересси, конкурентлăха тытса тăрасси, çавăн пекех кунта вăй хуракан тата потребитель кăмăлне туллин тивĕçтересси пулса тăрать. Çакна тĕпе хурса умри тĕллеве вăя кĕртни халиччен ĕçленин тĕп кăтартăвĕ пулса тăрать. Эпĕ шутланă тăрăх пирĕн райпо канашĕн кăтартăвĕ япăххисен шутĕнче мар.
Райпо ĕçĕн тĕп юхăмĕ – суту-илÿ ĕçĕ. Çак ен пирĕн ĕçре тĕп шăнăр пулнă май иртнĕ çулхи тавар çаврăнăшне 106,3 процента çити ÿстерме пултартăмăр.
– Тавар çаврăнăш ÿсĕмне эсир потребитель йышĕ хăпарнипе çыхăнтаратăр е ..?
– Кăтарту ÿсĕмĕ тавар туянассипе кăна çыхăнман. Çакăнта суту-илĕвĕн çĕнĕ точкисене уçни те пысăк вырăн йышăнать. Паянхи потребитель эпир кивĕлле ĕçленине ытла килĕштермест. Çапла вара суту-илÿ ĕçĕнче çĕнĕлле тата çĕнĕ йышши пысăк пахалăхлă оборудованипе ĕçлеме тивет. Çапла пулмалла та, потребителĕн ыйтмалла – пирĕн тивĕçтермелле. Пурлăхпа техника базине çирĕплетме пĕтĕмпе 31 миллион та 078 пин тенкĕ уйăрнă.
Райпо тытăмĕнчи суту-илÿ точкисене çĕнетес ыйту яланах тĕп вырăнта тăрать. Халăхăн йышлă ыйтăвне тĕпе хурса Муркаш салинче самообслуживани мелĕпе ĕçлекен «Волна» лавкка уçрăмăр. Çавăн пекех «Суту-илÿ центрĕн» склад пÿлĕмĕсене реконструкцилесе суту лаптăкне пысăклатрăмăр, çавна май тавар ассортиментне пуянлатрăмăр. Ярапайкассинчи лавккара хушма уйрăм уçрăмăр. «Парковый» лавккана та çĕнĕ сăн-сăпат кĕртрĕмĕр.
Ялсенче çурт-йĕр çĕнетесси йышлансах пырать, унпа пĕрлех ку тĕлĕшри тĕрлĕ материал туянасси те. Çурт-йĕр çĕклес текенсем ыйтнине кура ялсенчи лавккасене строительство материалĕсем чылай кÿрсе паратпăр. Çак материалсемпе ытларах суту-илÿ тăвакан сутуçăсене хавхалантарма ятарлă конкурс ирттеретпĕр. Çавна май «Стройхозтовары» лавкка тавар çаврăнăшĕ 40 процент чухлĕ ÿсрĕ. Кирек епле ĕçре те пĕр-пĕрне ăнланса, хавхалантарса ĕçлени пысăк пĕлтерĕшлĕ вĕт. Сĕтел-пукан продукцине сутасси 3,5 миллион тенкĕне çити ÿсрĕ. Ку енĕпе те ялсенчи лавкка сутуçисене явăçтаратпăр. Вĕсем урлă 315 пин тенкĕлĕх шкаф, пукан, комод сутнă. Ĕçе çапла йĕркелени тавар туянаканшăн та питĕ меллĕ, мĕншĕн тесен кашни çын автомашина тытса аякка тухаймасть вĕт. Çавăнпа та потребителĕн тĕрлĕ тавар кÿрсе килме ыйтма именмелле мар. Хушма хуçалăх тытакансем валли комбикорм, тырă хывăхĕ тата хутăшĕ 416 тонна 2 миллион та 668 пин тенкĕлĕх сутнă.
Халĕ чылай лавкка самообслуживани мелĕпе ĕçлет. Ĕçе çапла майпа йĕркеленине халăх хапăл туса йышăнать. Кирлĕ йышши тавара çывăха тытса, пахаласа тата кирлĕ виçепе суйласа илме пулать. Çакă сутуçă ĕçне те хăвăртлатать, туянакан вăхăчĕ те самай перекетленет. Ку мел çине куçни тавар çаврăнăш ÿсĕмĕ çине пысăк витĕм кÿчĕ. Çитес вăхăтра çак ĕçе Кашмаш, Ваçкасси, Çатракасси, Уйкас Турай лавккисенче йĕркелеме палăртнă. Юлашки вăхăтра Муркаш салинчи «Суту-илÿ центрĕ» лавккара тавар туянакансен йышĕ палăрмаллах ÿсрĕ. Халăха мĕнле тавар кирлĕ – кунта йăлтах пур. Пысăк пахалăхлă тавар ассортименчĕ тăтăш улшăнса, пуянланса тăрать. Халăх ыйтăвне туллин тивĕçтерни ÿсĕм кăтартăвне 150 процента çитерчĕ.
Юлашки тапхăрта Чăваш Республикинче туса кăларнă пысăк пахалăхлă, экологи тĕлĕшĕнчен таса прдукципе ытларах ĕçлетпĕр, çакă та тавар туянакана пирĕн пата илĕртет. Акă Етĕрнери аш-пăш комбиначĕн, «Акконд» фирмăн, Муркашри чăх-чĕп фабрикин, Элĕк райповĕн пахча-çимĕç, «Кооператор» ООО производство комбиначĕсен, «Чебоксарский бройлер» фирмăн пысăк пахалăхлă апат-çимĕçне пурте яланах хапăл тăвать. Паллах, хамăр патра туса илнĕ апат-çимĕçе, сĕтел-пукана, трикотаж изделине, атă-пушмака тата ыттине ют тăрăхран кÿрсе килнипе танлаштараймăн.
Хамăр пекарня, обществăлла апатлану предприятийĕсенче хатĕрленĕ продукци пĕтĕм тавар калăпăшĕн 9 процентне йышăнать. Суту-илÿ предприятийĕсенче 26 миллион та 57 пин тенкĕлĕх сутăннă çăкăр-булка изделийĕ – райпо хатĕрленĕ продукци. Хальлĕхе райпо тата уйрăм çын лавккисем пачах çук ялсем те пур-ха, унта вара аякка тухса çÿреймен ватă çынсем те сахал мар. Çавна май Платкасси ялне эрнере икĕ хутчен Шаптак лавккинче ĕçлекенсем автолавккапа тухаççĕ, халăх ыйтнă таварпа тивĕçтереççĕ. Ĕçе çапла майпа йĕркелени лавкка тавар çаврăнăшне 12 процент чухлĕ ÿстерчĕ.
– Сирĕн аптека ĕçĕ-хĕлĕ ырă сăмаха тивĕç, унта кирек хăш вăхăтра та кирлĕ эмел туянма, тĕрлĕ консультаци илме пулать. Хакĕ те ытти аптекăрисемпе танлаштарсан йÿнĕрех. Çакă та, паллах, тавар туянакана илĕртет.
– Çак ĕçе эпир çулсерен лайăхлатса пыратпăр. Унти тавар калăпăшĕ сутлăхри пĕтĕм таварăн 2,8 процентне йышăнать. Çитес вăхăтра ку ĕçе татах та анлăлатма, медицина тата ветеринари аптекисене уçма палăртнă.
– Юлашки çулсенче обществăлла апатлану предприятийĕсемпе халăх ытларах усă курма пуçларĕ. Хăшĕ унта апатланма, кану вăхăчĕ ирттерме, тепри тĕрлĕ уяв паллă тума кафе-столовăйсене çул тытать.
– Çапла, эпир çак туртăма хамăр ĕçре аван туятпăр. Вăйра тăракан обществăлла апатлану предприятийĕсем çителĕкĕсĕррине шута илсе, Итали интерьерне тĕпе хурса, 35 çын вырнаçмалăх «Бриз» кафе-пиццери уçрăмăр. Кунта кирек хăçан та тĕрлĕ пицца тутанма пулать. Çавăн пекех кăмăл пулсан тутлă çимĕçе вырăна та çитерсе параççĕ. Хăш чухне вара унта лекме те йывăртарах – кирек хăçан та халăх йышлă. Ярославкăри «Ярославна» кафене те çынсем кăмăллаççĕ. Июль уйăхĕнчен пуçласа вăл хăй ĕçне çĕнетрĕ, çапла вара унта пысăк калăпăшлă 56 мероприяти ирттерчĕç. Эпир çултан-çул ăнăçлăрах ĕçлеме тĕллев лартнă вĕт. Çавăнпа та мĕн пурнăçланипе çырлахмастпăр, çак çулта 150 çын вырнаçмалăх обществăлла апатлану объектне тăвас ĕçе пуçăнма тĕллев лартрăмăр.
– Ял çыннин тĕп тупăшĕ – хушма хуçалăх. Хуçалăхра туса илнĕ продукцие вара вăхăтра вырнаçтармалла. Унсăрăн пахалăх тата тупăш чакать.
– Райпо лавккисем халăхран хушма хуçалăхра туса илнĕ тĕрлĕ продукци йышăнаççĕ. Çавăн пекех 62 лавкка макулатура, çăм, тир тата ыттине пухать. Çулталăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те йышăнăвăн 50 пункчĕ халăхран сĕт пухать. Йышăну ĕçĕ валли тивĕçлĕ оборудовани, автотранспорт, специалист çителĕклĕ. Вăрманкассинчи йышăну пункчĕ (Е. Алексеева заведующи) халăхран 174 тонна та 500 килограмм сĕт пухнă. Торинкассинчи Т. Абрамова 12 тонна та 170 килограмм 122 пин те 65 тенкĕлĕх сĕт панă. Ялсенчен сĕт турттарас ĕçре Г. Тодинов водитель ырăпа палăрнă, 733 тонна сĕт турттарнă. Халăхран пĕтĕм-пе 42 миллион та 257 пин тенкĕлĕх аш пуçтарнă. Обществăлла апатлану предприятийĕсене О. Николаев предприниматель 11 пин тонна та 600 килограмм чухлĕ ашпа тивĕçтерчĕ.
Паянхи куна райпо производстви 6 цеха пĕрлештерет. Ĕçĕн ытларах туртăмĕ – çăкăр-булка изделийĕ янтăласси, çавна май çак продукцие 27 миллион тенкĕлĕх ăсатнă. Çĕвĕ цехĕ 1 миллион та 900 пин тенкĕлĕх продукци хатĕрлесе кăларнă. Продукцие хатĕрлессинче патшалăх стандартне тĕпе хурса ĕçлетпĕр.
– Сирĕн тытăмра миçе çын вăй хурать, ĕç укçи калăпăшĕ тивĕçтерет-и кунта ĕçлекене;
– Паянхи кун тĕлне пирĕн коллектив тăват çĕре яхăн çынна пĕрлештерсе тăрать. Çак йыша ĕç укçи тÿлеме 65 миллион та 026 тенкĕ уйăрнă.
Р. Илларионова калаçнă.