Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурнăç условийĕсем лайăхланаççĕ

15 февраля 2012 г.

Раççей Федерацийĕн Президенчĕ, çĕр-шыв Правительстви çынсен пурнăç условийĕсене лайăхлатас, вĕсене пурăнма кирлĕ йĕркеллĕ майсем туса парас тĕлĕшпе çине тăрса ĕçлени куç кĕрет. Юлашки çулсенче кăна сахал мар вăрçă участникĕпе вăрçă хирĕнче вилнисен тăлăх арăмĕ, ялсенче тĕпленсе пурăнма тытăнакан çамрăк çемьепе çамрăк специалист хваттерлĕ пулчĕ, патшалăх пулăшăвĕпе усă курса хăйсен уйрăм çурт-йĕрне çавăрчĕ. Ку тĕлĕшпе Федераци шайĕнче тĕрлĕ саккунсем йышăннă, ятарлă тĕллевлĕ программăсем пурнăçа кĕрсе пыраççĕ.

Паянхи сăмах – «Ветхое и аварийное жилье» Федераллă программа районта мĕнле пурнăçа кĕрсе пыни çинчен. Ун пирки район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, капиталлă строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх управленийĕн пуçлăхĕ В. НИКИТИН каласа пама пулчĕ:

– Асăннă Федераллă программăна 2007 çулта йышăннă. Вăл 2008–2012 çулсем валли. Унпа килĕшÿллĕн Федераци шайĕнчен уйăракан укçа-тенкĕпе усă курса кивелсе çитнĕ, усă курма, пурăнма юрăхсăра тухнă нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансене çĕнĕ çуртсем çĕклесе унта пурăнма куçарма, майлăрах çуртсенче вара капиталлă юсав ĕçĕсем туса ирттерме пăхнă.

Ку программăна пурнăçа кĕртессипе япăх мар ĕçлесе пынине палăртмалла. 2009 çулта ытларах эпир нумай хваттерлĕ çуртсенче капиталлă юсав ĕçĕсем туса ирттерессипе, çынсене йĕркеллĕ пурăнма кирлĕ условисем туса парассипе ĕçлерĕмĕр. Çав çул Муркашра, Мăн Сĕнтĕрте тата Москакассинче нумай хваттерлĕ 10 çурт тĕпрен юсама май килчĕ. Ытларах чухне юсав ĕçĕсем çуртсен çийĕсене юсаса улăштарассипе, путвалсенче, подъездсенче тĕрлĕ ĕçсем пурнăçлассипе, шыв пăрăхĕсене улăштарассипе çыхăннă.

2010 çулта вара пурăнма юрăхсăр 11 çурт пăсрăмăр. Каллех кунта Муркаш, Москакасси, Мăн Сĕнтĕр ялĕсене асăнмалла. Çапла вара пĕтĕмпе 44 хваттерте пурăнакан 143 çынна çĕнĕ çуртсенче хваттерсемпе тивĕçтернĕ.

Иртнĕ çул та çÿлте асăннă программăпа пăхнă ĕçсене сахал мар пурнăçларăмăр. Муркашра нумай хваттерлĕ 3 çурт, Мăн Сĕнтĕрте 1 çурт, Москакассинче 4 çурт тĕпрен юсама май килчĕ.

Çавна та каласа хăварас пулать. Çав ĕçсене туса ирттерме каякан укçа-тенкĕне пур чухне те тархасшăн илĕр тесе алăран тыттармаççĕ. Юлашки вăхăтра пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тытăмĕнче пулса иртнĕ улшăнусем, реформа ĕçĕсем те çавăнпа çыхăнман мар.

Кăçал та кивелсе çитнĕ юрăхсăр çуртсенче пурăнакансен пурнăç условийĕсене лайăхлатас ĕçсем чарăнса лармаççĕ темелле. Черетре – Мăн Сĕнтĕрте 2 хутлă 3 çурт тата Муркашра 2 хутлă 1 çурт. Вĕсене пăсма, хваттерсенче пурăнакансене вара çĕнĕ çуртсенче хăтлă хваттерсемпе тивĕçтерме палăртатпăр.

Асăннă программăна 2008–2012 çулсем валли йышăннă терĕмĕр. Анчах та çак ĕçсем кăçалхи çулпа чарăнса ларма кирлĕ мар. Мĕншĕн тесен пурăнма юрăхсăр нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансене çурт-йĕрпе тивĕçтерессин программине 2016 çулччен тăсма, ку тĕлĕшпе тепĕр программа йышăнма палăртаççĕ. Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Дмитрий Медведев ку енĕпе туса ирттермелли мероприятисен паланне хатĕрлеме министрсене хушу панă ĕнтĕ.

Çынсене пурăнма кирлĕ условисем туса парас, юрăхсăра тухнă нумай хваттерлĕ çуртсенчен çĕнĕ хваттерсене куçарас енĕпе йышăннă программăна пурнăçа кĕртме уйăракан укçа-тенкĕ тĕллевлĕ шутланать. Унпа урăх тĕллевпе усă курма май çук.

В. ШАПОШНИКОВ

калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика