Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хоккей вăй илсе пырать

15 февраля 2012 г.

Юнкăри, Муркашри вăтам шкулсенче тата Сыпайри тĕп шкулта вĕренекен арçын ачасенчен тăрать районти хоккеистсен пĕрлештернĕ команди. Тĕрлĕ ÿсĕмри арçын ачасемпе Р. Потаповпа А. Куликов, В. Михайлов, А. Шишкин тренерсем кунсерен тренировкăсем ирттереççĕ. Икĕ уйăха яхăн ĕнтĕ вĕсем тĕрлĕ командăсемпе вăйăсем ирттерчĕç: республика ăмăртăвĕн финалти выляканĕсене зонăсенчи турнирсем палăртаççĕ-çке-ха. Çапла вара Муркашсем кÿршĕ районсене те сахал мар тухса çÿрерĕç.

Ÿсĕмсем – куç умĕнчех. Пĕлтĕр пирĕн район командисем – кĕçĕн, вăтам тата аслă ушкăнсем – республикăра 5–6-мĕш вырăнсенче пулнă пулсан кăçал виçĕ ушкăнĕ те малтисен ретĕнче. Аслисем те, вăтам ушкăн та – 3-мĕш вырăнсенче. Кĕçĕн ушкăн вара иртнĕ эрне кун финал вăййисенче 2-мĕш вырăн çĕнсе илме пултарчĕ. Тренерсемпе вĕсен «хăравçă мар» воспитанникĕсене çитĕнÿсемпе саламлатпăр. Мĕн çĕнсе илни вара чикĕ ан пултăр.

Н. Николаева.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика