15 февраля 2012 г.
Шалти ĕçсен министерствин Муркаш районĕнчи пайĕ çамрăксене ĕçлеме илет: 18–35 çулхисем, вăтам пĕлÿ илни, çара кайма юрăхли пĕлтерĕшлĕ. Ĕçе пĕр-пĕр уголовлă ĕç тĕлĕшпе айăпланнисене тата айăпланма пултаракансен йышĕнче пулнисене, ытти тĕрлĕ ĕçсемпе судпа айăпланнисене илмеççĕ.
Çавăн пекех Раççейĕн Шалти ĕçсен министерствин вĕренÿ заведенийĕсене «юрист» квалификаципе, «право сыхлавĕн ĕç-хĕлĕ» специальноçпа вĕренме каяс текенсене йыхравлаççĕ.
Тĕплĕнрех çак номерпе шăнкăравламалла: 62-9-60 (шалти ĕçсен пайĕнчи 4-мĕш пÿлĕм).
Шалти ĕçсен министерствин районти пайĕ.