Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăяр калчи ÿстересси

11 февраля 2012 г.

Теплицăсем валли калча акас вăхăт çывхарса пырать. Эпĕ хамăн килти хушма хуçалăхра малтанхи вăхăтра симĕсле çиме хăяра парникра кăна ÿстеретĕп. Çак ĕç пахчаçăран хăйне евĕр технологи ыйтать.

Хăяр калчине эпĕ хамăн меслетпе çитĕнтеретĕп. Çакăн пирки хаçат вулакансене те каласа парас тетĕп. Эпир вĕреннĕ чухне пире тăпрана торфпа е лайăх çĕрнĕ тислĕк ваккипе хутăштарса хăяр калчине стакансенче ÿстерме сĕнетчĕç. Кун пек чух стакансем хатĕрлессипе тата вĕсенче ÿстернĕ калчана йăран çине вырнаçтарнă чух пысăк чăрмавсем пулаççĕ. Эпĕ вара хăяр калчине стакансемпе усă курмасăр ÿстерме тытăнтăм. Акă помидор калчине ещĕксенче ÿстеретпĕр вĕт-ха! Эпĕ те çак çула суйларăм. Малтанах 8–10 кун пÿртре çитĕнтернĕ калчана кайран кăнтăрлахи çутă кунра верандăна илсе тухса лартатăп. Вĕсене кунĕпех пÿртре тытсан калча питĕ хăвăрт тăсăлса каять: икĕ çулçăра чухнех 8–9 см çÿллĕш пулать.

Калча ÿстерме эпĕ малтанхи çулсенче йывăç ещĕксемпе çеç усă курнă пулсан, халĕ пластмасса ещĕксем çине куçрăм. Вĕсем çĕрмеççĕ тата нумай вăхăт упранаççĕ. Ку вăл ял çыннишĕн питех те меллĕ.

Кĕркунне хатĕрленĕ тăпрана ещĕксене 8–9 см хулăнăш тултаратăп та калчана 5–6 см хушă хăварса икĕ майлă та кашни лакăма пĕрер вăрă акатăп. Тарăнăшĕ 1,5–2 сантиметр.

Ещĕкри калча ÿснĕ тапхăрта парникри çĕре çиелтен кăпкалатса çутă хутпа витетĕп. Икĕ эрне хушшинче çĕр пиçсе те çитет. Ку вăхăта калча та самай ÿсме ĕлкĕрет. Пĕчĕкрех пулсан та вĕсене парника куçарса лартма пулать. Ку тапхăр пахчаçăшăн чи тимлĕ пулмалли вăхăт.

Куçарса лартас умĕн калчана лайăх шăвармалла. Йăран çинче вĕсене лартмалли лакăмсене малтанах хатĕрлемелле. Ещĕкри калчана кашăкпа кăкласа илсен вĕсем аманмаççĕ. Калчана ещĕкрен речĕпе илсе пымалла. Лартнă хыççăн вĕсене лайăх шăвармалла. Хĕвеллĕ çанталăкра кунĕпе темиçе шăварни те ытлашши пулмастТеплицăсем валли калча акас вăхăт çывхарса пырать. Эпĕ хамăн килти хушма хуçалăхра малтанхи вăхăтра симĕсле çиме хăяра парникра кăна ÿстеретĕп. Çак ĕç пахчаçăран хăйне евĕр технологи ыйтать.

Хăяр калчине эпĕ хамăн меслетпе çитĕнтеретĕп. Çакăн пирки хаçат вулакансене те каласа парас тетĕп. Эпир вĕреннĕ чухне пире тăпрана торфпа е лайăх çĕрнĕ тислĕк ваккипе хутăштарса хăяр калчине стакансенче ÿстерме сĕнетчĕç. Кун пек чух стакансем хатĕрлессипе тата вĕсенче ÿстернĕ калчана йăран çине вырнаçтарнă чух пысăк чăрмавсем пулаççĕ. Эпĕ вара хăяр калчине стакансемпе усă курмасăр ÿстерме тытăнтăм. Акă помидор калчине ещĕксенче ÿстеретпĕр вĕт-ха! Эпĕ те çак çула суйларăм. Малтанах 8–10 кун пÿртре çитĕнтернĕ калчана кайран кăнтăрлахи çутă кунра верандăна илсе тухса лартатăп. Вĕсене кунĕпех пÿртре тытсан калча питĕ хăвăрт тăсăлса каять: икĕ çулçăра чухнех 8–9 см çÿллĕш пулать.

Калча ÿстерме эпĕ малтанхи çулсенче йывăç ещĕксемпе çеç усă курнă пулсан, халĕ пластмасса ещĕксем çине куçрăм. Вĕсем çĕрмеççĕ тата нумай вăхăт упранаççĕ. Ку вăл ял çыннишĕн питех те меллĕ.

Кĕркунне хатĕрленĕ тăпрана ещĕксене 8–9 см хулăнăш тултаратăп та калчана 5–6 см хушă хăварса икĕ майлă та кашни лакăма пĕрер вăрă акатăп. Тарăнăшĕ 1,5–2 сантиметр.

Ещĕкри калча ÿснĕ тапхăрта парникри çĕре çиелтен кăпкалатса çутă хутпа витетĕп. Икĕ эрне хушшинче çĕр пиçсе те çитет. Ку вăхăта калча та самай ÿсме ĕлкĕрет. Пĕчĕкрех пулсан та вĕсене парника куçарса лартма пулать. Ку тапхăр пахчаçăшăн чи тимлĕ пулмалли вăхăт.

Куçарса лартас умĕн калчана лайăх шăвармалла. Йăран çинче вĕсене лартмалли лакăмсене малтанах хатĕрлемелле. Ещĕкри калчана кашăкпа кăкласа илсен вĕсем аманмаççĕ. Калчана ещĕкрен речĕпе илсе пымалла. Лартнă хыççăн вĕсене лайăх шăвармалла. Хĕвеллĕ çанталăкра кунĕпе темиçе шăварни те ытлашши пулмасть. Калча лартнă йăрана сивĕсенчен хÿтĕлеме çутă хутпа хупламалла та икĕ пуçĕнчен уçса хумалла. Унсăрăн куçарса лартнă калча хĕвелпе пиçсе кайма пултарать.

Хăярсем чечеке ларма пуçласан кăнтăр кунĕнче эпĕ йăрансене пĕтĕмпех уçса хуратăп. Каçхине вара çав-çавах тĕплĕн витетĕп.

Халиччен хăярсăр ларман, çитес хĕл кунĕсенче те килти хушма хуçалăхра туса илнĕ хăяр сĕтел илемĕ пуласси пирки иккĕленместĕп.

Н. ПЕТРОВ.

Нискасси ялĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика