11 февраля 2012 г.
Варнава митрополит пил тунипе пирĕн района февралĕн 15-мĕшĕнче Мир Ликийăри хăватлă ĕçсем тăвакан святой Николай аттен тата Мускаври телейлĕ пулнă Матрона аннемĕрĕн çĕрмен учĕсен пайĕсене (мощи) илсе килеççĕ. Çавăнпа та Святойсен çĕрмен ÿчĕ пирки тĕплĕнрех ăнлантарма Муркашри Владимирский Турамăш турăшĕн чиркÿ настоятельне Федор аттене ыйтрăмăр.
– Святойсен çĕрмен ÿчĕ – Чиркÿ хисеплекен, Турăн ырлăхне илнĕ, темĕн тĕрлĕ хăватсем кăтартакан тасалăх.
Святойсен çĕрмен ÿтне хисеплесси христианство аталанăвĕн малтанхи тапхăрĕнчех пуçланнă. Вăл асапланакансен ÿчĕшĕн тăрăшнипе çыхăннă. Çавăн пекех Святойсен çĕрмен ÿтне упрасси тата хисеплесси ÿтпе чĕрĕлсе тăнине ĕненессипе те çыхăннă. Святойсен çĕрмен ÿтне хисеплеме вĕсене чиркÿсене куçарнă. Святойсен çĕрмен ÿтне чиркĕве куçарса прихут хăйĕн хÿтĕлевçине тупать. Çапла майпа христианствăра Святойсен çĕрмен ÿчĕсене куçарнă вырăнсенче чиркÿсем тăвасси пысăк пĕлтерĕшлĕ пулса тăрать. Чиркÿри алтаре шăпах Святойăн çĕрмен ÿчĕ çинче туса лартнă.
Святойсен çĕрмен ÿтне хисеплесси вĕсем темĕн тĕрлĕ хăватсем кăтартма пултарнипе çыхăннă. Тепĕр майлă каласан Святойăн Турăран илнĕ ырлăхĕ унăн çĕрмен ÿтĕнче упранать. Чи малтанах Святойăн çĕрмен ÿчĕ тĕрлĕ чир-чĕртен сиплет тата усал сывлăша этемрен хăваласа кăларма пултарать. Святой Иоанн Дамаскин Святойсен çĕрмен ÿчĕ çинчен ăнлантарнă чух çапла каланă: «...усал сывлăш чăтаймасăр тухать, чирсем сипленеççĕ, чирлĕ çынсем сывалаççĕ, куç курманнисем курма тытăнаççĕ, юхан-суранлă çынсем тасалаççĕ, усалсем астарма чарăнаççĕ, йывăрлăхсем пĕтеççĕ». Çавăнпа ĕнтĕ хисепленĕ Святойăн çĕрмен ÿчĕ упранакан чиркÿ халăх йышлăн пуççапма çÿрекен вырăн пулса тăрать. Святойсен çĕрмен ÿчĕсене хĕрессемпе, турăшсемпе çÿренĕ чухне илме пултарнă. Нумай Святойсен çĕрмен ÿчĕсем таса çу кăларса тăнă.
Святойсен çĕрмен ÿчĕсене е пайламасăр упранă, е ĕненекенсем пуççапма пултарччăр тесе вĕсен пайĕсене темиçе чиркĕве илсе кайнă. Святойăн çĕрмен ÿтне хисепленĕ пекех вăл усă курнă япаласене те хисепленĕ: ăна чĕркенĕ пусма татăкне тата ыттисене те.
Святойсен çĕрмен ÿчĕсем Муркаш районĕнчи чиркÿсенче çак кунсенче пулаççĕ:
Муркашра: февралĕн 15-мĕшĕнче 12 сехетрен пуçласа февралĕн 19-мĕшĕнчи 11 сехетчен;
Очăкассинче: февралĕн 19-мĕшĕнче 12 сехетрен пуçласа февралĕн 19-мĕшĕнчи 19 сехетчен;
Уйкас Янасалта: февралĕн 19-мĕшĕнче 20 сехетрен пуçласа февралĕн 21-мĕшĕнчи 11 сехетчен;
Йÿçкассинче: февралĕн 21-мĕшĕнче 12 сехетрен пуçласа февралĕн 22-мĕшĕнчи 11 сехетчен;
Мăн Хураçкара: февралĕн 22-мĕшĕнче 12 сехетрен пуçласа февралĕн 24-мĕшĕнчи 11 сехетчен.
Н. Николаева.