11 февраля 2012 г.
Чăваш Республикинче çулĕпе аслă вĕренÿ заведенийĕсенчен пĕри – «Мускаври уçă патшалăх университечĕн» Шупашкарти политехника институчĕ (филиал). Вăл пирĕн республикăра хăй ĕçне 1955 çулта Пĕтĕм Раççейри куçăмсăр политехника институчĕн вĕренÿпе консультаци пункчĕ (Всесоюзный заочный политехнический институт) ятпа пуçланă. Вĕренÿ заведенийĕн ячĕ-сумĕ ÿснипе тата кунта вĕренме кăмăл тăвакансен йышĕ хăпарнипе 2008 çулта Шупашкарти политехника институчĕ ятпа ĕçлеме пуçланă. Эпĕ институт директорĕн вĕрентÿ енĕпе тимлекен çумĕпе Н.В. Алтыновăпа тĕл пулса калаçрăм, хăш-пĕр ыйту çине хуравлама ыйтрăм.
– Надежда Витальевна, сирĕн институтăн ячĕ-сумĕ Чăваш Республикинче кăна мар, Раççей шайĕнче те пысăк, çакна чылай кăтарту çирĕплетет. Эсир институтăн хăш çитĕнĕвĕсене уйрăммăн асăнса хăварнă пулăттăр. Кунти ĕç-хĕлпе кĕскен паллаштарсамăр, тархасшăн, хаçат вулакансене;
– Сумлă институтăн историйĕ чăннипех те пуян. Утмăл çул хушшинче институтран пин-пин ăста специалист вĕренсе тухса пурнăçăн анлă çулĕ çине çирĕппĕн тăма пултарнă. Халĕ вара çакăнтан алла диплом илсе тухнă специалистсем çĕр-шывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче тăрăшаççĕ.
Çапах та институт тивĕçнĕ ырă ятсене уйрăммăн асăнмасăр иртме çук, паллах. Институт директорĕ, техника ăслăлăхĕн докторĕ, профессорĕ, Раççей Федерацийĕн аслă шкулăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Чăваш Республикин вĕрентÿ ĕçĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Александр Петрович Акимов техника ăслăлăх облаçĕнчи ĕçсемшĕн Патшалăх премине тивĕçрĕ. Юлашки пилĕк çул хушшинче институт Чăваш Республикинче ăнăçлă ĕçлесе пыракан предприятисенче базăллă 11 кафедра йĕркеленĕ, институтра патент уйрăмĕсем уçнă. Хамăр патра ăслăлăхăн тĕнче шайĕнчи икĕ конференцине ирттерме пултартăмăр. У.М.Н.И.К. программăпа 39 грант, СТАРТ программăпа 4 грант, РФФИ-пе 5 грант илме тивĕçрĕмĕр. Институт базине тĕпе хурса инновациллĕ 7 предприяти йĕркелерĕмĕр. Пирĕн студентсем Пĕтĕм Раççейри олимпиадăра 35 диплом çĕнсе илме пултарчĕç. Политехника институчĕн çитĕнĕвĕсем вара татах та чылай. Çаксем пурте йăлтах пирĕн ĕç-хĕле, институт сăн-сăпатне кăтартса параççĕ, çÿллĕрех пусăма хăпартаççĕ. Пĕтĕмĕшле илсен пирĕн студентсем тата вĕрентекенсем ăс-тăн шайĕпе те, спортра та, ĕçпе канура та чи пултаруллисем. Çакă пуш сăмах пулманнине чылай кăтарту çирĕплетет.
– Яш-кĕрĕме ăста специалистсем пулма хатĕрлекен йыш еплерех сирĕн. Вĕрентÿ, йĕркелÿ ĕçĕнче пысăк опытлă кадрсем çителĕксĕрри чăрмантармасть-и сире?
– Палăртса хăваратăп, кадрсем енĕпе пирĕн йывăрлăх çук, пурте ăста вĕрентÿçĕсем, йĕркелÿçĕсем. Чылай çул ĕçлекен преподавательсем çамрăк специалистсене хăйсен ĕç опытне параççĕ, ĕçе тивĕçлĕ шайра пурнăçлама вĕрентсе пыраççĕ.
Паянхи куна институтăн 16 кафедринче 200 преподаватель тăрăшать, вăл шутра ăслăлăхăн 18 докторĕ, профессорĕ; 105 ăслăлăх кандидачĕ тата доценчĕ. Пирĕн патра пĕтĕмпе 7000 студент тĕрлĕ специальноç алла илет. Чăваш Республикинчи ытти вĕрентÿ заведенийĕсенчи йышпа танлаштарсан çакă чи пысăккисенчен пĕри.
– Сирĕн вĕрентÿ заведенийĕн сăн-сăпачĕ чăнах та питĕ çутă, унпа хăпартланма май пур. Çавăн пекех малалла аслă пĕлÿ илес текенсен сирĕн института пĕр иккĕленсе тăмасăр суйласа илме пулать. Вĕрентÿ ĕçĕ миçе факультетра пурнăçланать?
– Лицензиллĕ институт вĕрентÿ ĕçне çĕнĕ йышши оборудованипе тивĕçтернĕ виçĕ корпусра пурнăçлать. Çавăн пекех студентсем промышленноç предприятийĕсенчи вĕренÿ базисемпе усă кураççĕ, çак предприятисенче база кафедрисем йĕркеленĕ. Институтра 5 факультет 10 енпе ĕçлет. Кунти ĕç-хĕле йăлтах студентсен ăнăçулăхĕшĕн пурнăçланă.
– Халĕ абитуриентсен вĕрентÿ заведенине суйласа илме, хăйсен шухăш-кăмăлне палăртма вăхăт, кая хăварсан вара каю шăтма пултарать.
– Çапла, вĕренĕве малалла тăсас текенсен вăхăтпа туллин усă курма пĕлмелле. Эпир абитуриентсене хамăр пата çак енсемпе йыхравлатпăр: юриспруденци (куçăмсăр), экономика (куçăмлă, куçăмсăр, каçхи вĕренÿ, куçăмсăр), менеджмент (куçăмлă, куçăмсăр), электроэнергетика тата электротехника (куçăмлă, куçăмсăр), металлурги (куçăмсăр), машина тăвакан производствăна технологипе конструктор ĕçĕпе тивĕçтересси (куçăмсăр), транспортпа технологи машинисене тата комплекчĕсене эксплуатацилесси (куçăмлă, куçăмсăр), техника системисенче ертсе пырасси (куçăмлă, куçăмсăр), информатикăпа шутлав техники (куçăмлă, куçăмсăр), строительство (куçăмлă, куçăмсăр). Çавăн пекех çаксемсĕр пуçне виçĕ специальноç пур: йĕркене сыхлас ĕç (куçăмсăр), çĕр çинчи транспортпа технологи хатĕрĕсем (куçăмлă, куçăмсăр), сайра тĕл пулакан зданисемпе сооруженисене çĕклес ĕç (куçăмлă, куçăмсăр).
– Сирĕн патран вĕренсе тухнă студентсен малашлăхĕ еплерех, вĕсем пурнăçра хăйсен вырăнне тупма пултараççĕ-и; Ĕç паракан сирĕн специалистсене хапăл тăвать-и?
– Вĕренсе тухакан студентсене эпир патшалăх докуменчĕ, диплом, паратпăр. Пĕтĕмĕшле илсен пирĕн студентсем ĕç вырăнĕсем ăнăçлă тупаççĕ. Ĕç рынокĕнче вĕсем кирлĕ специалистсем. Эпир студентсене вĕрентсе кăларнипе кăна çырлахмастпăр, вĕсен малашнехи ĕç-хĕлне те тишкеретпĕр.
– Сирĕн патра аслă пĕлÿ илес текенсен ăс-тăн, ăсталăх пухас тапхăр епле пырать?
– Пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ илнĕ абитуриентсем 4 çул куçăмлă вĕренеççĕ. Куçăмсăр мел вара 5 çулпа танлашать. Вăтам профессиллĕ тата профиль енĕпе каяс текенсен 3 – 4 çул куçăмсăр вĕренмелле пулать. Иккĕмĕш аслă пĕлÿ илес текенсем 3 – 4 çул вĕренеççĕ. Институт студенчĕсем хăйсем суйласа илнĕ енпе хушма професси илме пултараççĕ.
– Паллах, вĕренÿ хакĕ те кăсăклантарать вĕренме пырас текене.
– Пирĕн патри вĕренÿ бюджет тата килĕшÿ мелĕсемпе пурнăçланать. Куçăмлă вĕренĕвĕн пĕрре-мĕш курсĕнчи хакĕ ППЭ паллисен ăнăçлăхĕнчен килет. Ытларах балл пухни аванрах, паллах. Çавăн пекех пирĕн патра хатĕрлев курсĕсем йĕркеленĕ. Çакă малалла вĕренме каяс текеншĕн питĕ вырăнлă. Тĕплĕнрех вара 63-21-43 телефонпа шăнкăравласа тата институт сайчĕ урлă пĕлме пулать.
– Тавах тĕплĕ калаçушăн Надежда Витальевна, сирĕн калаçу усăллă пуласса шанас килет.
Р. Илларионова калаçнă.