11 февраля 2012 г.
Февралĕн 8-мĕшĕнче бизнес-инкубаторта районти пĕчĕк тата вăтам бизнес субъекчĕсен канашлăвĕ иртрĕ. Канашлăва район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев уçрĕ.
– Эсир район аталанăвне пысăк тÿпе хыватăр, халăх ыйтăвне тивĕçтеретĕр, хушма ĕç вырăнĕсем йĕркелетĕр. Малашлăх сирĕнтен чылай килет, – терĕ Ростислав Николаевич ку тĕлĕшпе пурнăçланă ĕç-хĕле тишкернĕ май.
Налук органĕ пĕлтернĕ тăрăх кăçалхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне районта 114 пĕчĕк тата вăтам предприяти, индивидуаллă 892 предприниматель, 113 хресчен (фермер) хуçалăхĕ, ял хуçалăхăн 16 потребитель кооперативĕ шутланать, кăтартусем иртнĕ çулхинчен ÿснĕ. Çак субъектсенче 2600 çын вăй хурать. Пĕчĕк предпринимательство ĕçĕн кăтартăвĕ потребитель сферин рынокĕнче анлăланса пырать. Иртнĕ çул вĕсем 138 миллион тенкĕлĕх тавар çаврăнăш тунă. Пĕчĕк тата вăтам предпринимательствăн 30 субъекчĕ алкоголь продукципе суту-илÿ тăвать. Раççей шайĕнчи çĕнĕ саккунпа килĕшÿллĕн малашне сăра продукцине палаткăсемпе ларексенче сутмĕç. Çавăн пекех алкоголь продукцийĕпе, вăл шутра сăрапа, каçхи 23 сехетрен пуçласа ирхи 8 сехетчен суту-илÿ тумĕç. Çак информаципе тата ку тĕлĕшри ытти ĕç-хĕлпе район администрацийĕн экономика пайĕн пуçлăхĕн тивĕçне пурнăçлакан Н. Костина паллаштарчĕ.
Паянхи чылай ĕç-хĕл патшалăхăн пысăк пулăшăвĕпе аталанать, анлăланать. Акă харпăр хăй ĕçне пуçаракансене пулăшма бизнес-инкубатор çĕкленчĕ. Районти пĕчĕк тата вăтам предпринимательство субъекчĕсем чылаййăн патшалăх пулăшăвĕпе вăй илчĕç. Хальхи вăхăтра вăйра тăракан ĕçе аталантарма май паракан патшалăх программисемпе экономика пайĕн ертсе пыракан эксперт специалисчĕ В. Пушкова тĕплĕн паллаштарчĕ. Патшалăх грантне тивĕçнĕ предпринимательсем районта сахал мар. А. Ершов («Металл-строй»ООО), С. Григорьев («Фаворит» ООО) тата ытти предпринимательсем патшалăх пулăшăвĕпе вырăнлă усă курма пултарчĕç.
Çавăн пекех канашлура çивĕч ытти ыйтăва хускатрĕç.
Р. Илларионова.