Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вун пĕрмĕшсен кăçал çĕнĕлĕхсем пур

11 февраля 2012 г.

Кăçал районти шкулсенчен 11 класри 254 çамрăк вĕренсе тухать. Алла шкул пĕтернине çирĕплетекен аттестат иличчен вара самаях хĕрÿ тапхăр – экзаменсем. Кăçалхи çĕнĕлĕхсем пирки район администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политики тата физкультурăпа спорт пайĕн пуçлăхĕ З. Дипломатова каласа парать:

– Мартăн 1-мĕшĕччен выпускниксем экзаменсене хăш предметсемпе тытассине суйласа илеççĕ. Ку çул пĕрремĕш хут чăваш чĕлхипе тата литературипе регион шайĕнчи пĕрлĕхлĕ экзамен тытма сĕнме пултаратпăр. Тепĕр майлă каласан 11-мĕшсем çак предмета та суйласа илме пултараççĕ. Çак экзамена хатĕрленме Чăваш Республикин вĕрентÿ институчĕн сайтĕнче методика пулăшăвĕ те, ятарлă заданисем те пур.

Тепĕр çĕнĕлĕх: экзаменсенчи обществăлла наблюдательсен ĕçне кăçал обществăлла организацисен членĕсем пурнăçлĕç.

Вĕренекенсем малтанхи пекех экзаменсем тытма вун тăватă предметран суйласа илме пултараççĕ. Экзаменсем хăçан иртессине хальлĕхе уçăмлă çирĕплетсе çитереймен-ха. Выпускниксем ытларах чухне математикăпа вырăс чĕлхисĕр пуçне тата тепĕр предмет кăна çĕнĕ формăпа экзамен тытма суйласа илеççĕ. Эпир вара вĕсене пĕр предмет кăна суйласа ан илĕр тесшĕн. Мĕншĕн тесен çакă малашне мĕнле профессипе пĕлÿ илесси çине те, вĕренÿ заведенийĕсене вĕренме кĕме те пысăк пулăшу кÿрĕ.

Икĕ обязательнăй предметпа та выпускник экзаменсене «иккĕлĕх» тытсан унăн резерв кунĕсенче вĕсене тепĕр хут тытма май пур. Резерв кунĕнче те экзамен тытаймасан вара ăна 9 класс пĕтерни çинчен аттестат тата 10–11 классенчи вĕренÿ курсне пĕтернĕ пирки справка кăна параççĕ. Çак выпускникăн экзаменсене тепĕр çул тытма юрать. Унччен унăн вĕрентÿ пайне пырса даннăйсен базине хăй пирки информаци тăратмалла пулать.

Малтанхи çулсенче шкултан вĕренсе тухнă выпускниксем кăçал пĕрлехи патшалăх экзаменĕсене тепĕр хут тытас теççĕ пулсан вĕсен вĕрентÿ пайне килсе мартăн 1-мĕшĕччен заявлени çырмалла.

Экзаменсем тĕлĕшпе ыйтусем пур пулсан вĕрентÿ пайне 62-0-92 тата 62-3-44 номерсемпе шăнкăравлама пултаратăр.

Н. Николаева.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика