11 февраля 2012 г.
Чăваш Республикинче районсем йĕркелесси 1927 çулта пуçланнă, малтанласа унта 28 район пулнă. Пирĕн район территорийĕнчи ялсем ун чухне Сĕнтĕр, Ишлей, Элĕк, Совет районĕсене кĕнĕ.
1944 çулхи февралĕн 10-мĕшĕнче Чăваш АССР Аслă Совечĕн Президиумĕ республикăра икĕ çĕнĕ район туса хурасси çинчен йышăну кăларнă, вĕсенчен пĕри – Муркаш районĕ. Çак йышăнăва РСФСР Аслă Совечĕн 1944 çулхи февралĕн 15-мĕшĕнчи указĕпе çирĕплетнĕ.
Муркаш районне пуçласа 18 ял совечĕ кĕнĕ.
1944 çулхи мартăн 23-мĕшĕнче Муркаш районĕнчи ĕç çынни депутачĕсен пĕрремĕш сессийĕ пулнă.
1959 çулхи июлĕн 14-мĕшĕнче Чăваш АССР Аслă Совечĕн Президиумĕн йышăнăвĕпе Муркаш районне пĕтернĕ. Пирĕн тăрăхри ялсенчен ытларахăшĕ Сĕнтĕр районне куçнă.
1964 çулхи февралĕн 29-мĕшĕнче Чăваш АССР Аслă Совечĕн Президиумĕн йышăнăвĕпе Муркаш районне çĕнĕрен туса хунă.
Ĕнер тăван района йĕркеленĕренпе 68 çул çитрĕ!