08 февраля 2012 г.
Районти пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенче çуртри вăрлăхĕн пахалăхĕ мĕнле пулнине кăтартни
(нарăс уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне)
Колонкăсенче: 1. Тĕрĕсленĕ (центнерпа). 2. Кондициллĕ вăрлăх (процентпа). 3. Кондицие ларман вăрлăх пĕтĕмпе. 4. Вăл шутран тасалăхпа. 5. Çум курăк вăррисемли. 6. Тырă алассипе ĕçлекен бригадăсем.
Е. Андреев яч. хис. 1200 0 1200 1200 1200 – «Восток» 1590 36 1019 1019 373 –
«Герой» 1694 57 733 591 591 1
Ильич яч. хис. 3300 45 1800 1800 1800 2
ВТМ 0 0 0 0 0 –
«Путь Ильича» 690 100 0 0 0 1
«Моргаушская» 0 0 0 0 0 –
«Оринино» 2207 80 439 439 439 –
«Передовик» 1196 100 0 0 0 –
«Свобода» 2472 73 658 658 658 1
Суворов яч. хис. 2030 67 670 420 280 1
«Ударник» 2788 100 0 0 0 –
Чапаев яч. хич. 1450 100 0 0 0 1
Чкалов яч. хис. 1150 0 1150 1150 1150 –
«ДаАн» 500 0 500 500 500 –
«Колос» 850 100 0 0 0 –
Мичурин яч. хис. 891 11 791 791 791 –
КФХ Толстов А. И. 500 0 500 500 0 –
КФХ Бархаткин В. В. 1300 46 700 700 700 1
ООО «Гея» 400 0 400 400 400 –
ООО «ВаСем» 1020 0 1020 1020 1020 –
КФХ Трепнев А. А. 700 100 0 0 0 –
КФХ Сретинский С.К. 0 0 0 0 0 –
КФХ Горбунов 600 50 300 300 300 –
«Бездна» 250 60 100 100 100 –
РАЙОНĔПЕ 28780 58 11980 11980 9802 8
Çулла – çуна, хĕлле урапа хатĕрлеме хушнă ваттисем. Çак сăмахсен-че – ĕçсен вăр-варлăхĕ, вĕсене вăхăтра пурнăçлани тата маларахах пысăк тухăç никĕсне хывса хăварни. Çулталăкăн пĕр-ремĕш уйăхĕ иртсе пырать. Сисмĕпĕр те – çур аки ума тухĕ. Çав ответлă тапхăра эпир уйрăмах паха вăрлăх янтăлассипе паян епле хатĕрленетпĕр-ха? Хуравĕ çÿлерех илсе кăтартнă таблицăран аван курăнать. Вăрлăхăн пысăк пайĕ тасалăхпа ака кондицине ларманни хуçалăхсем гербицидсемпе япăх ĕçленине тата вырма вăхăтĕнче йĕтемсем çинчи ĕçе япăх йĕркеленине кăтартать. Паян вара хывса хăварнă вăрлăх çĕр ĕçченĕн чунне тивĕçтереймест. Çав вăхăтрах паян хуçалăхсем вăрлăх улăштарассипе те çителĕксĕр ĕçлеççĕ-ха. Ку ĕçе те кая хăварас марччĕ.
Кондициллĕ вăрлăх 59 процента çитрĕ. Çав вăхăтрах «Моргаушская» чăх-чĕп фабрикипе А. Трепнев ертсе пыракан хресчен (фермер) хуçалăхĕнче тата «Гея» чикĕллĕ яваплăхлă обществăра янтăланă вăрлăх пĕтĕмпех ака кондицине тивĕçтерет пулсан, çакă вăрлăх хатĕрлессипе пурте çывăрманнине çирĕплетет. Кун çумне «Свобода» хуçалăх Чĕмпĕрти ял хуçалăх наука институтĕнчен «конкор» сĕлĕпе çурхи тулăн «эскада-70» сортне кÿрсе килни те малашлăха пăхакансем вăрлăх пахалăхĕ пирки çиччĕ виçнине çирĕплетет.
Çур еннелле сулăнтăмăр пулин те çанталăк уяр та хитре, ăшă тăрать. Ку вăхăт вăрлăх аласа ăна кондицие лартма питех те меллĕ. Пĕлтĕр çак тапхăра кондициллĕ вăрлăх хуçалăхсенче 79 процент пулнă пулсан, кăçал ку енпе ĕçлемелли уйрăмах чылай иккенни куç умне тухать. Çакна ăнланса паян вăрлăх алас ĕçсем Ильич яч. хис., «Герой», Чапаев яч. хис., Чкалов яч. хис., Суворов яч. хис., «Свобода» пĕрлешÿллĕ хуçалăхсемпе В. Бархаткин тытса пыракан хресчен (фермер) хуçалăхĕнче кăна пыраççĕ.
Умра тăракан тепĕр ыйту вăл – элитăллă паха вăрлăх туянасси. Ăна хамăр районтах туянма пулать: Ильич яч. хис. хуçалăхра урпан «Владимир», В. Бархаткинăн хресчен (фермер) хуçалăхĕнче урпан «эльф», «Герой» хуçалăхра сĕлĕн «гунтер» тата урпан «тандем» сорчĕсем пур. Çакна валли асăннă хуçалăхсемпе маларах калаçса татăлмалла кăна. Кунсăр пуçне паха вăрлăха Чăваш Республикин апат-çимĕç фондĕнчен, «Приволжский» вĕрентÿ хуçалăхĕнчен, ял хуçалăхĕн Чĕмпĕрти, Мускаври наукăпа тĕпчев институчĕсенчен туянма пулать. Çак çулпа кайса пĕр тонна паха вăрлăх акса ÿстерсен 2 çул хушшинче хуçалăхри вăл е ку культурăн пĕтĕм вăрлăхне элитăна лартма пулать.
Паян районта элитăллă вăрлăх пурĕ 13,4 процент. Массăллă тата сортсăр вăрлăх – 28,4 процент. Хальхи вăхăтра «Вăрлăхпа ĕçлесси çинчен» федераллă саккунпа килĕшÿллĕн кунашкал вăрлăха пачах акма юрамасть.
Çур акичченхи вăхăтпа хуçалăхсенче туллин усă курса юласса, тивĕçлĕ йышăнусем тăвасса шанас килет.
А. ПОПОВ,
«Россельхозцентр» филиалăн районти пайĕн пуçлăхĕ.