08 февраля 2012 г.
Чăваш Республикинчи Çар комиссариачĕн Муркаш тата Элĕк районĕсенчи пайĕ 2012 çулта çул çитнĕ яшсене контрактпа çар службине кайма йыхравлать. Суйласа илмелли çук мар. Сире çак çар чаçĕсем кĕтеççĕ: 28-мĕш уйрăм мотострелковăй бригада (Екатеринбург), 23-мĕш уйрăм мотострелковăй бригада (Самара облаçĕ), 15-мĕш уйрăм мотострелковăй бригада (Самара облаçĕ), 21-мĕш уйрăм мотострелковăй бригада (Оренбург облаçĕ), 385-мĕш артиллери бригади (Пермь), 473-мĕш вĕрентÿ центрĕ (Свердловск облаçĕ), 12-мĕш инженери бригади (Пушкăрт Республики), ятарлă тĕллевлĕ 3-мĕш бригада (Тольятти), пурлăх тĕлĕшпе тивĕçтерекен 105-мĕш бригада (Самара облаçĕ), 7-мĕш уйрăм танк бригади (Челябинск облаçĕ), Тинĕс-çар флочĕн чаçĕсем (шыв çийĕн тата шыв айĕпе çÿрекен карапсем), сывлăш-десант çарĕсем (ятарлă тĕллевлĕ пур бригадăсем, дивизисем тата полк), Шалти ĕçсен министерствин шалти çар чаçĕсем, Кăнтăр çар округĕн чаçĕсем, 201-мĕш çар базин чаçĕсем (Таджикистан Республики).
Контрактпа службăра тăракансене тÿлевсĕр медицина пулăшăвĕпе, тумтирпе тивĕçтереççĕ, 3 хутчен тÿлевсĕр апатлантараççĕ. Çавăн пекех вĕсене пурăнмалли çурт-йĕр параççĕ. Çар тивĕçне контрактпа пурнăçлакансен тÿлевсĕр майпа вăтам тата аслă пĕлÿ илме май пур.
Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса контрактниксен ĕç укçи 2,5–3 хут ÿсрĕ. Ку вăл çавна пĕлтерет. Хальхи вăхăтра тип çĕр çинчи (сухопутный) çарсен рядовойĕ 25 пин тенкĕрен, сывлăш-десант çарĕсен рядовойĕ 30 пин тенкĕрен, Тинĕс-çар флочĕн матросĕ 35 пин тенкĕрен кая илмест. Должноçа, звание, ăçта службăра тăнине кура ĕç укçи шайĕ те ÿссе пырать.
Кандидатсем тĕлĕшпе требованисем çакăн пек: Раççей çар службинче пулни, ÿсĕм шайĕ – 19 çултан тытăнса 30 çул таран, 11 класран кая мар вĕренни, сывлăх тĕлĕшпе службăра тăма юрăхлă, судпа айăпланманни.
Кунпа пĕрлех граждансене профессиллĕ вăтам пĕлÿ программипе вĕренме Раççей Оборона министерствин çар вĕрентĕвĕн заведенийĕсене кайма суйласа илеççĕ. 2 çул та 10 уйăх вĕренмелле пулать. Курсантсене мĕнле ĕлкĕрсе пынине кура уйăхсерен 15 пин тенкĕ е ытларах та стипенди тÿлеççĕ. Вĕренекенсене казарма евĕрлĕ общежитисене вырнаçтараççĕ. Авланнă курсантсене вĕрентÿ заведенийĕн тулашĕнче пурăнма ирĕк параççĕ. Курсантсене кунне 3 хут тÿлевсĕр апатлантараççĕ, тумтирпе тивĕçтереççĕ. Çуллахи вăхăтра 30 талăк, хĕлле 15 талăк отпуск параççĕ.
Вĕренме кĕнĕ курсантсемпе вĕренсе тухсан 3 çул хушши службăра тăрасси пирки контракт çыраççĕ. Вĕренсе тухнисене «сержант» звани, профессиллĕ вăтам пĕлÿ илни çинчен патшалăх дипломне параççĕ.
Çар вĕрентĕвĕн заведенийĕнчен вĕренсе тухнисен уйăхри вăтам ĕç укçи шайĕ 35 тенкĕрен 50 пин тенкĕ таран пулать. Унăн виçи миçе çул службăра пулнипе (выслуга), должноçпа, хăш вырăнта служба тивĕçне пурнăçланипе çыхăннă.
Кандидатсем тĕлĕшпе требованисем çакăн пек. Ÿсĕм шайĕ – 19 çултан тытăнса 24 çулччен, Раççей çар службинче пулни, контрактпа службăра тăма сывлăх тивĕçтерни, судпа айăпланманни.
Заявленисене 2012 çулхи майăн 1-мĕшĕччен йышăнаççĕ.
Хăвăра интереслентерекен пур ыйтусемпе те Чăваш Республикинчи Çар комиссариачĕн Муркаш тата Элĕк районĕсенчи пайне пыма пултаратăр. Адресĕ: Муркаш ялĕ, Гагарин урамĕ, 10-мĕш çурт. Шăнкăравласа пĕлмелли телефонсем: 62-1-89, 62-0-58, 62-7-01.
А. ПРОСКУРОВА,
çар комиссариачĕн пайĕн пуçлăхĕн граждансене контрактпа çар службине кайма пухас енĕпе пулăшаканĕ.