08 февраля 2012 г.
Çулталăк каялла, 2010 çул вĕçĕнче, Раççей Президенчĕ Д. Медведев «Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсен çаврăнăшне лайăхлатасси çинчен» саккуна ĕçе кĕртме алă пуснăччĕ. Мĕнле улшăнусем пулса иртрĕç унтанпа; Саккуна пурнăçа кĕртессипе туса ирттернĕ ĕçсем пирки Чăваш Республикин пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ Светлана Енилина каласа пама кăмăл турĕ.
– Светлана Александровна, хаçат вулакансене ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсен çаврăнăшне лайăхлатассипе саккуна çĕнĕлĕхсем кĕртнипе паллаштарăр-ха. Çулталăк ытларах каялла ĕçлеме пуçланă саккун уйрăм граждансене тата республикăна пĕтĕмĕшле мĕнле çăмăллăхсем пачĕ;
– Район хаçатне саккунсенчи çĕнĕлĕхсемпе вулавçăсене паллаштарсах тăнăшăн пысăк тав. Республикăри çĕр ĕçченĕсемшĕн ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсемпе ĕçлесси тата кунти улшăнусемпе тан пырасси кун йĕркинче малти вырăна тухрĕ.
Малтанах çакна калам. Паян калаçу никĕсне илнĕ саккун граждансене ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсенчен çĕр пайĕсем шучĕпе уйăрса илнĕ çĕр участокĕсене хăйсен прависемпе усă курса патшалăх регистрацине тăратма çăмăлрах условисем туса парать. Çĕре регистрацилени граждансене унпа эффективлăрах усă курма çул уçать. Çĕр хуçисем вĕсемпе хăйсем усă курайраççĕ, арендăна парайраççĕ, сутайраççĕ, парнелейреççĕ т. ыт. те.
Маларах каланипе пĕрлех асăннă саккун Чăваш Республикин территорийĕнче агропромышленность комплексне аталантарма нумай вăхăтлăх кредитсем илме салук бази йĕркелеме те вырăнлă. Çак çулпа кайса усă курман çĕрсене ял хуçалăхĕнчи пусă çаврăнăшне кĕртме, çĕр хутшăнăвĕсенче йĕрке тума, ял хуçалăх çĕрĕсемпе эффективлăрах усă курассине вăйлатма майсем вăй илеççĕ.
– Саккуна хатĕрленĕ чух вăл çĕр пайĕсем тĕлĕшпе пур правасене регистрацилессине ырă енне улăштарать тени пурччĕ. Калăр-ха, тархасшăн, тÿрре килчĕç-и вĕсем;
– Ĕмĕтленни тÿрре килчĕ темелле. 2011 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне çĕр пайĕсене 136,9 пин гектар çинче патшалăх регистрацийĕ тунăччĕ. Çак çăмăл мар ĕç çулталăк хушшинче 195 гектартан иртрĕ.
Çĕр пайĕсен шучĕпе йĕркеленнĕ çĕр участокĕсене патшалăх регистрацине тăратассипе Улатăр, Канаш, Красноармейски, Пăрачкав, Вăрмар, Шупашкар, Шăмăршăпа Елчĕк районĕсенче çанă тавăрса ĕçлерĕç. Ку тăрăхсенче пай харпăрлăхĕнчи çĕрсен 45 процентне регистрациленĕ ĕнтĕ.
– Светлана Александровна, муниципаллă влаç органĕсем çынсене çĕр участокĕсемпе тĕллевлĕ усă курасси пирки темĕн чуль каласан та йĕркене пăсакансем пур-пĕрех тупăнаççĕ. Вĕсем çĕрĕсем çинче хăйсем те ĕçлемеççĕ, çав вăхăтрах хăйсем валли пăхнă лаптăксенчен ютшăнасси пирки те пĕлтермеççĕ. Çĕнĕ саккун кун пек «хуçасем» пирки яваплăх пăхать-и;
– Эсир каланă çĕр «хуçисене» ответ тыттарассине те пăхса хăварнă. 2011 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен яваплăх виçине ÿстернĕ те. Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр лаптăкĕсемпе саккунпа пăхнă вăхăтра ĕçлеме пуçламасан вĕсен хуçисем административлă майпа ответ тытаççĕ. Усă курман çĕр хуçисем уйрăм граждансем пулсан, вĕсем тĕлĕшпе 2–5 пин тенкĕ штраф пăхса хăварнă. Должноçри яваплă çынсем çĕрпе усă курманнишĕн 4–6 пин тенкĕлĕх, предприяти-организацисем – 80–100 пин тенкĕлĕх явап тытĕç.
– Штрафсен виçине пăхмасăрах çĕр лаптăкĕсене çум айĕнче тытакансемпе мĕнле пулмалла; Кунашкал граждансенчен çĕре туртса илессине саккунпа пăхнă-и;
– Çăмăл мар ыйту хускатрăр. Анчах ун çине те саккунта хуравĕ пур. Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр лаптăкĕсемпе саккунпа пăхнă вăхăтра ĕçлеме пуçламасан вĕсен хуçисенчен ăна саккунпа килĕшÿллĕ туртса илесси те кун йĕркинче пур. Çĕр хуçи хăйĕн çĕр лаптăкĕпе ял хуçалăх производстви валли усă курмасть пулсан тата çĕре харпăрлăха илнĕренпе виçĕ е ытларах çул ял хуçалăхĕпе пăхнă ытти ĕçсемпе ĕçлет пулсан çав çĕр лаптăкне суд йышăнăвĕпе туртса илме ирĕк пур.
Çĕр участокĕпе çĕр саккунĕсене пăсса усă курсан тата çакнашкал ĕç-хĕл çĕр пулăхлăхне чакарсан е экологи лару-тăрăвне начарлатсан та суд йышăнăвĕпе çĕр лаптăкне туртса илме пултараççĕ. Çак нормăсене иртнĕ çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕнче вăя кĕнĕ 435-мĕш федераллă саккунта пăхса хăварнă.
– Хуçи усă курман çĕр участокĕсене йышăнман çĕр тесе калама пулать-и;
– Усă курман çĕр участокĕсене саккун пăхнă тĕслĕхсенче çеç йышăнман çĕр тесе калама пулать. Харпăрлăх правипе вăл е ку гражданинăн çĕр лаптăкĕ тесе шутланакан участоксене хуçи 3 е ытларах çул хăй усă курмасан е арендăна памасăр ĕçсĕр вырттарсан ăна йышăнман çĕр участокĕ тесе калама пултараççĕ.
Çавнашкалах вырăнти самоуправлени органĕсен ял хуçалăх çĕрĕсене приватизацилени пирки калакан йышăнăвĕсенче харпăрлăх хуçи пирки паллă мар пулсан тата çĕр лаптăкĕн хуçи вилнĕ хыççăн унăн еткерçисем пулмасан çав çĕр участокĕсене йышăнман çĕр участокĕсем тесе палăртайраççĕ.
Палăртса хăвармалла. Йышăнман çĕр участокĕсене, вĕсемпе эффективлă усă курас тĕллевпе, çирĕплетнĕ йĕркепе ял тăрăхĕсен харпăрлăхне регистрацилемелле. Паянхи куна йышăнман çĕр участокĕсене 1,3 пин гектар çакăн пек харпăрлăха регистрациленĕ те.
– Светлана Александровна, çĕр пайĕсен прависене регистрацилесси патне таврăнар. Калăпăр гражданин çĕр лаптăкĕ тĕлĕшпе пур правăпа усă курас терĕ. Мĕн тумалла-ха унăн малтанах;
– Кашниех хăйĕн çĕр правине регистрацилессине çак ыйтуран пуçлать. Малтанах вăл е ку гражданинăн çĕр пайĕпе хăй тĕллĕн çеç е ытти пайçăсемпе пĕрле усă курассипе ыйтăва татса памалла.
Çĕр лаптăкне ытти пайçăсемпе пĕрле уйăрса илес шутлă гражданинăн ял тăрăхĕн вырăнти самоуправлени органне ытти пайçăсемпе пĕрлехи пуху ирттерес ыйтупа тухмалла. Вырăнти самоуправлени органĕ çак пухăва йĕркелет. Пухура пайçăсем çĕр виçес проекта тăвассине йышăнаççĕ. Пухурах пайçăсем малашне çĕр тĕлĕшпе документсем тунă чух хăйсен интересĕсене хÿтĕлеме уполномоченнăй суйласа хăвараççĕ. Уполномоченнăй çĕр виçес проекта хатĕрлеме кадастр инженерĕпе килĕшÿ тăвать. Тепĕр пухура пĕрлехи пай харпăрлăхĕн хуçисем çĕр виçес проекта çирĕплетеççĕ те кадастр инженерĕ кадастр ĕçĕсем ирттерет.
Енчен те çĕр харпăрлăхĕн хуçи хăй тĕллĕн уйрăлса тухас терĕ пулсан çÿлерех асăннă ĕçсене хăй ячĕпе ирттермелле.
– Çĕр виçнин планне алла илсен гражданинăн мĕн тумалли юлать;
– Унăн çĕр лаптăкне патшалăх кадастр учетне тăратма Чăваш Республикинчи «Кадастр палати» федераллă бюджет учрежденине каймалла. Алла кадастр паспортне илсен Чăваш Республикин патшалăх регистраци, кадастр тата картографи управленине кайса çĕр участокĕ тĕлĕшпе харпăрлăх правине регистрацилемелле. Çакăн хыççăн тин вăл хăй ячĕпе илнĕ çĕр пайĕн чăн-чăн хуçи пулса тăрать.
А. ПЕТРОВ калаçнă.