Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юридици пулăшăвĕ камсемшĕн тÿлевсĕр?

08 февраля 2012 г.

Çыннăн юридици пулăшăвĕ илмелли правăна Раççей Федерацийĕн Конституцийĕнчех çирĕплетсе хунă. Конституцин 48-мĕш статйинче ăнлантарса панă тăрăх, кашниех квалификациллĕ юридици пулăшăвĕ илме пултарать. Саккунпа пăхнă уйрăм тĕслĕхсенче вара юридици пулăшăвĕпе тÿлевсĕрех тивĕçтермелле.

Тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕ парассин йĕркине «О бесплатной юридической помощи в Российской Федерации» Федераллă саккунра палăртнă. Асăннă саккун 2012 çулхи январĕн 15-мĕшĕнче вăя кĕчĕ.

Халĕ Раççей Федерацийĕн кирек хăш регионĕнче пурăнакан саккунра палăртнă категорие кĕрекен çын та тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕпе тивĕçтерекен патшалăх системинче пулăшупа усă курма пултарать. Кунпа пĕрлех вăл тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕпе тивĕçтерекен патшалăхăн шутланман система та пулма пултарать.

Унчченхипе танлаштарсан тÿлевсĕр пулăшупа усă курма пултаракансен йышне ÿстернĕ. Кусем вĕсем халĕ 1-мĕш тата 2-мĕш ушкăн инваличĕсем, Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕсем, Совет Союзĕн Геройĕсем, çемьен кашни членĕ пуçне тивекен тупăш пурăнма кирлĕ минимумран сахалрах тивекен çемье членĕсем, пурăнма кирлĕ минимумран пĕчĕкрех тупăш шайлĕ пĕччен пурăнакан граждансем, инвалид ачасем, тăлăх ачасем, ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр юлнă ачасем тата вĕсен саккунлă представителĕсем (енчен те вĕсем çакăн пек ачасен прависемпе саккунлă интересĕсене тивĕçтерес ыйтупа тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕ ыйтаççĕ пулсан) т. ыт. те.

Уйрăм тĕслĕхсенче кун пек чухне право енĕпе тÿлевсĕр консультаци панисĕр пуçне анлăрах пулăшупа та тивĕçтерме пултараççĕ: уншăн çăхав, заявлени е право ыйтăвĕпе çыхăннă ытти документ çырса пама, çавăн пекех унăн интересĕсене судсенче, патшалăх тата муниципаллă органсемпе организацисенче хÿтĕлеме.

Хальхи вăхăтра Чăваш Республикин Юстици министерстви Чăваш Республикин «О бесплатной юридической помощи в Чувашской Республике» Саккун проектне çырса хатĕрленĕ. Вăл граждансене республика территорийĕнче тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕ парассипе, ку ушкăна кĕрекен граждансен категорийĕсене палăртассипе çыхăннă.

М. КУЗЬМИН,

Раççей юристсен ассоциацийĕн республикăри уйрăмĕн аппарачĕн ертÿçи.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика