08 февраля 2012 г.
Уйрăм çынсем налук декларацийĕсем тăратассин йĕркипе вăхăчĕсене Раççей Федерацийĕн Налук Кодексĕн 227–229 статйисенче палăртнă. Çапла вара 2011 çулшăн уйрăм çынсен тупăшĕсем пирки декларацисене 2012 çулхи апрелĕн 30-мĕшĕнчен кая юлмасăр тăратас пулать.
Çулталăк хушшинче çынсем тĕрлĕ енлĕ тупăш илме пултарнă: çурт-йĕр сутса, тара парса, лотерейăпа выляса илсе т. ыт. те. Çакă пĕтĕмпех тупăш шутне кĕрет. Декларацие найм мелĕпе ĕçлекен ют çĕр-шыв çыннисем те тăратма тивĕç. Çавăн пекех ку уйрăм предпринимательсене, хăйсем тĕллĕн ĕçлекен нотариуссене, адвокатсене те пырса тивет.
2012 çулта деклараци кампанийĕ апрелĕн 30-мĕшĕччен пырать. Çав вăхăтрах уйрăм çынсем налук вычечĕпе усă курас теççĕ пулсан, 2012 çул хушшинче 2009, 2010 тата 2011 çулсемшĕн 3-НДФЛ формăпа налук декларацийĕсем тăратма пултараççĕ.
Е. АРСЕНТЬЕВА,
налук инспекцийĕн пай пуçлăхĕ.