Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » 30 процент йÿнĕрех

08 февраля 2012 г.

“Regnum” ИА пĕлтернĕ тăрăх çывхаракан çур акие ăнăçлă ирттерме сĕрмелли-çунтармалли материалсен хакĕ курттăм хакран 30 процент йÿнĕрех пулмалла. Çĕр ĕçченĕ патне çăмăллатнă майсемпе çитекен топливо калăпăшĕ çав вăхăтрах иртнĕ çулхинчен 10 процент ÿсмелле. Çакăн пирки Тамбовра выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарассипе ирттернĕ канашлура Раççей Федерацийĕн Правительствин пуçлăхĕ В. Путин каланă.

«Эпир хамăр çĕр-шыври нефть компанийĕсемпе калаçу ĕçĕсем ăнăçлă ирттертĕмĕр. Хаксем чакарасси пирки килĕшÿ пур. Вăл 2011 çулхи раштавра çĕр-шыври вăл е ку регионта йĕркеленнĕ сĕрмелли-çунтармалли материалсен хакĕнчен тухса тăрĕ. Йÿнетÿ çур аки валли кирлĕ кашни литр бензинпа дизель топливишĕн 16 тенкĕ ытларах – паянхи ваккăн сутмалли хакран 2 хута яхăн пĕчĕкрех – йÿнĕ пулĕ», – тенĕ Владимир Путин. Çавăнтах вăл çăмăллатнă хаксемлĕ топливăн калăпăшĕ кăçал пĕлтĕрхинчен 10 процент ытларах пулассине пĕлтернĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика