08 февраля 2012 г.
Районта «Чечеклен, юратнă Муркаш ен» ятпа халăх пултарулăх коллективĕсен фестиваль конкурсĕ пырать. Çавна май вăл январĕн 31-мĕшĕнче Ильинка ял тăрăхĕнче иртрĕ. Юрă-ташă ăстисен пултарулăхĕпе паллашма район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев та кăмăл турĕ. Вăл хăйĕн шухăш-кăмăлне палăртрĕ, ăнăçусем сунчĕ.
– Эсир халăх йăли-йĕркине упранипе пĕрлех район экономикипе социаллă аталанăвне пысăк тÿпе хыватăр, – терĕ Ростислав Николаевич пухăннисене тав тунă май.
Культура ĕçченĕсем халăх валли тĕрлĕ информаци йĕркеленĕ. Кунта пухăннисем Б. Гузовский пурнăçĕпе, пултарулăхĕпе; И. Каргин хатĕрленĕ «Душа моя, Ильинский край» сăн ÿкерчĕксен куравĕпе паллашма пултарчĕç. Вăрманкассинчи Культура çурчĕ çумĕнчи драма коллективĕ (ертÿçи Э. Бронина) куракан умне Н. Айзман пьесси тăрăх «Пуçа килсен пушмак» камит кăларчĕ. Тренккăри Культура çурчĕ çумĕнчи юрăпа ташă ансамблĕ (ертÿçи Н. Чернова) тĕрлĕ юрă-ташăпа савăнтарчĕ. Апчарти Культура çурчĕ çумĕнчи пултарулăх коллективĕн (ертÿçи Б. Леденцов) артисчĕсем шÿтсемпе такмаксемлĕ интереслĕ программăпа савăнтарчĕç.
Р. Илларионова.