Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Акăлчан чĕлхине пĕлни усăллă

08 февраля 2012 г.

Январь уйăхĕн юлашки эрни Шурчари тĕп шкулта акăлчан чĕлхи эрни пулнипе палăрса юлчĕ. Мускав, Лондон хулисем çинчен, акăлчан чĕлхипе çырса кăларнă стена хаçачĕсем умĕнчен ачасем татăлмарĕç.

Эрне вăхăтĕнче кашни класрах интереслĕ ĕçсем туса ирттерме тăрăшрăмăр. 2 тата 4 классенче вĕренекенсем Дисней геройĕсемпе пĕрле тĕссене аса илчĕç, 3-мĕшсем хăйсен юратнă чĕр чунĕсем пирки КВН-ра шÿтлерĕç. Аслăрах классенче те уроксем вăйă мелĕпе иртни вĕренекенсене питĕ килĕшрĕ.

Юмахсем, сценкăсем, ÿкерчĕксен конкурсĕсем, сăвăсем, акăлчанла юрланă илемлĕ юрăсем – шкул ачисем тĕрлĕ енлĕ кăтартрĕç хăйсен пултарулăхне. Ачасем тĕрлĕ темăпа презентацисем те хатĕрлерĕç, эрне хушшинче вĕсем хăйсен пуçарулăхне, ответлăхне кăтартса пачĕç. Акăлчан чĕлхине пĕлни паян никамшăн та ытлашши мар, усăллă çеç.

М. Александрова,

акăлчан чĕлхине вĕрентекен.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика