Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕренÿ, хавхалантару, суйлав... – пĕтĕмпех кăсăклантарать

08 февраля 2012 г.

Çамрăксен патриот туйăмĕ мĕнле пуласси вĕсене ачаран мĕнле воспитани панипе çыхăннă. Тăван кил, тăван урам, тăван ял... Çакна пурне те пĕчĕкренех юратма, хисеплеме вĕреннĕ, несĕлсемпе, тăван кĕтес историйĕпе кăсăкланакан ачасем, паллах, тăван республикăна та, çĕр-шыва та юратаççĕ. Малашне вара хăйсен ĕçне те пахалăхлă пурнăçлакансем пулаççĕ.

Çапла ÿсме вара ачасем валли ача сачĕсенче те, шкулсенче те халĕ майсем чылай. Районта та тĕрлĕ программăсем пурнăçа кĕрсе пыраççĕ. Кун пирки район администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политики тата физкультурăпа спорт пайĕн пуçлăхĕ З. Дипломатова информаци кунне пухăннă çамрăксене тепĕр хут аса илтерчĕ. Анчах та Шупашкарпа çывăх вырнаçнăран тата ĕç тупас ыйту çивĕч тăнăран çамрăксем хуларах юлма тăрăшаççĕ. Çемье çавăрнă, алăра пĕр е икĕ пĕчĕк ача пулсан та çул Шупашкараллах выртать мĕн. Ачан садика çÿремелли вăхăчĕ çитнĕ, анчах та унăн çÿреме май çук пулсан та, унта компенсаци параççĕ-çке-ха. Çак самантпа çыхăннă ыйтусене те районта тĕрлĕ енлĕн татса пама тăрăшаççĕ. Анчах та çамрăксен хăйсен те тăрăшмалла. Акă ялта ĕçлесе пурăнакан çамрăк специалистсен пурнăç условийĕсене лайăхлатма майсем чылай. Ялти шкулсенче те май пур таран шкулчченхи ушкăнсем уçса пыраççĕ, Муркашри лицей вырнаçнă çурта реконструкцилесси те нумаях кĕттермĕ. Паллах, тÿрех пĕтĕмпех пулмасть.

Активлă та пуçаруллă çамрăксем вара тĕрлĕ хавхаланăва тивĕçеççĕ: шкул шайĕнчисене кăна мар, çĕр-шыв шайĕнчисене те. Акă шкулсенчи çарпа патриот клубĕсем хăйсене яланах ырă енчен кăтартса параççĕ. Муркашри вăтам шкул çумĕнчи «Родина» клубран «тухнисем» чылаййăн малашнехи пурнăçа çарпа çыхăнтарма шутланисен ретĕнче. Вĕсем – ыттисемшĕн тĕслĕх. Районта кадет класĕ пурри, Юнкăри тата Калайкассинчи вăтам шкулсенчи çамрăк космонавтсен отрячĕсем хавхаланса ĕçлени, геройсене, хĕрÿ вырăнсенче пуç хунисене асăнса ирттерекен тĕрлĕ мероприяти – пĕтĕмпех усăллă.

Районти ветерансен канашĕн ертÿçи М. Виноградова çамрăксене патриотла воспитани парассинче ветерансемпе тачă çыхăнса ĕçлеме сĕнчĕ. Ĕç ветеранĕ-и, вăрçă ветеранĕ-и – Чуманкассинчи вăтам шкулта вĕренекенсем çак туслă çыхăнăва тахçанах йĕркелесе янă. Тăтăш тата тĕрлĕ енлĕ пулăшу кÿреççĕ ачасем ватă çынсене. Шкулти çамрăк педагогсен канашĕнчи Н. Мясникова учитель шкулти опытпа паллаштарчĕ.

Калаçу обществăлла ĕç пирки те пулчĕ. Çак ĕçе хутшăнакан çамрăксем – волонтерсем – нумайланса пыни те лайăх пулăм. Сăмах май каласан волонтер кĕнеки пурри ĕç кĕнеки пуррипе танах: ăçта тата мĕн ĕçленине çырса хунине пичетпе çирĕплетеççĕ. Кайран вара пĕр-пĕр конкурса хутшăнас пулсан çак кĕнеке пысăк пулăшу кÿме пултарать. Кун пирки çамрăксемпе ĕçлекен специалист Е. Чернова тĕплĕн каласа пачĕ. Вырăнсене те çак информацие вăхăтра тата тĕрĕс çитерессе шанмалла: ял тăрăхĕсенчен, çамрăксен канашĕсенчен пухăннă çамрăксем – чи активлисем.

Патриотла воспитани пирки калаçнă чух çар тематикине шута хумасăр май çук. Районти призыв кампанийĕ мĕнле пынипе, çартан пăрăнакансем пирки те, çара контракт мелĕпе каякансем пирки те калаçу пулчĕ. Çар çыннисен ĕç укçи пирки тата ытти çăмăллăхсем пирки ыйтсан ЧР Çар комиссариачĕн Муркаш тата Элĕк районĕсен пайĕн специалисчĕ К. Терентьев «рядовойăн – 25 пин тенкĕ» тени залра пухăннисене пĕр шухăш патне илсе пычĕ: акă вăл – ĕç тата уйăхсерен парса тăракан ĕç укçи, кунсăр пуçне тата ытти çăмăллăхсем.

Çамрăксем çитес суйлавран айккине тăрса юлма шутламаççĕ. Кунта пухăннисем пĕр иккĕленмесĕрех суйлава каясси пирки пĕлтерчĕç. Паянхи тăнăçлăха ним тусан та «хутаçри кушакпа» ылмаштармаççĕ вĕсем. Суйлав пирки район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Л. Тарасова, Шупашкар хула депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ, пирĕн ентеш Г. Данилов та çамрăксемпе интереслĕ калаçу ирттерчĕç. Пĕтĕмлетÿ кĕттермерĕ: кашни çыннăн сасси пĕлтерĕшлĕ, çамрăксен – уйрăмах. Вĕсем-çке, ыранхи пурнăç хуçисем. Пăтранчăк тапхăр кирлĕ мар, паян пирĕн çĕр-шыв тĕнчере хăй вырăнне мăнаçлăн тытса тăрать. Çавăнпа та паянхине çухатас марччĕ, пурин те тĕрĕс, шухăшласа суйлава каясчĕ.

Н. Николаева.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика