04 февраля 2012 г.
Ку чăннипех те çапла. Мĕншĕн тесен маммографи тĕрĕслевне ирттерни сĕт парĕсенчи кирек мĕнле улшăнусене те малтанхи тапхăрта тупса палăртма май парать. Çапла вара рак чирĕпе вилессине пĕтĕмĕшле 25–30 процент чухлĕ чакарма пулать. 40 çултан иртнĕ кашни хĕрарăмăн çак тĕрĕслеве çулсерен ирттермелле. Сĕт парĕн ракĕ аталанас хăрушлăх пур пулсан вара ку процедурăна маларах ирттерни те вырăнлă.
Маммографирен хăрама кирлĕ мар. Çак тĕрĕслев хăвăрт иртет, 5–10 минутран ытла мар. Маммографи – диагноз лартма май паракан рентген мелĕ, анчах та тĕрĕслеври радиаци дози питĕ пĕчĕк.
Маммографи тĕрĕслевĕ хĕрарăмшăн питĕ пĕлтерĕшлĕ. Çапах та маммограф аппарачĕпе те тепĕр чух тĕрĕслевсен 15–20 процентĕнче рентген пайăркисем шыçăсене палăртмасан та пултараççĕ. Çакăн пек чухне вара УЗИ пулăшать.
Маммографи тĕрĕслевне менструаци циклĕн 5–14-мĕш кунĕсенче ирттермелле. Ытти кунсенче сĕт парĕсенче улшăнусем пулса иртеççĕ: тĕртем пысăкланать, çăралать. Çакна пула маммографи «ÿкерчĕкĕ» тĕрĕс мар пулма пултарать, апла – диагноз тĕрĕс лартасси те.
Сывлăх сыхлавне модернизацилес программăпа килĕ-шÿллĕн пирĕн больница та кăçал маммограф туянчĕ. Çак аппаратпа паян – Рак чирĕсене хирĕç кĕрешмелли пĕтĕм тĕнчери кун – тĕрĕслевсем ирттерме пуçларăмăр.
Малашне хĕрарăмсем хăйсен сывлăхне тĕплĕнрех тĕрĕслес тĕллевпе хăйсем те пуçаруллăрах пуласса шанас килет.
Н. Кожевников,
районти онколог.