04 февраля 2012 г.
Республикăра «Ылтăн шайба» клуб парнисене тата республика пуçлăхĕн кубокне çĕнсе илессишĕн хоккей турнирĕсем иртеççĕ.
Вăтам ушкăнри хоккеистсен командисем вăйăсене вĕçленĕ ĕнтĕ. Унта Муркаш районĕн команди виççĕмĕш вырăна тухнă.
Кĕçĕн ушкăнрисем хальлĕхе малти вырăнсене пайлама ĕлкĕреймен-ха. Январĕн 31-мĕшĕнче Муркашри çамрăк хоккеистсем Элĕксен командине 7:0 шутпа çĕнтернĕ, Шупашкарти «Спартакăн» хапхисене пилĕк гол кĕртме пултарнă (5:1). Çитес вăхăтра пирĕн районти çамрăк хоккеистсем Патăрьелсемпе тĕл пулĕç, 1 тата 2-мĕш вырăнсемшĕн кĕрешĕç. Ăнăçусем – вĕсене!
Хамăр инф.