Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăкăр самăртасси

04 февраля 2012 г.

Хĕлле килти хушма хуçалăхсенче ĕнесем йышлăн пăрулама пуçлаççĕ. Çак ответлă тапхăра çухатусемсĕр ирттересси те килти хушма хуçалăха тытса пыракансемшĕн пысăк тĕллев. Чылайăшĕ тин кăна çуралнă пăрăва та, вăкăра та çу каçарса хушма тупăш тăвасси пирки ĕмĕтленет. Район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕнчен ăна валли çакнашкал сĕнÿсем пулчĕç.

Килти хушма хуçалăхра ÿстерекен выльăх-чĕрлĕх-рен тупăш илесси – ял çыннишĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç. Кунта вара кашни ĕçĕн вăхăтне тата технологие тĕплĕ пĕлни малти вырăна тухать. Çамрăк выльăха интенсивлă ÿстерсе лайăх пахалăхлă какай илес тесен самăртнă тапхăрăн кашни вăхăтĕнчех ăна тулли пахалăхлă апатлану кирлĕ. Çавăн чухне кăна мăйракаллă шултра выльăх ÿсĕмне кура талăксерен вăтамран 600–750 грамм ÿт хушма пултарать. Çакнашкал аталанупа çамрăк выльăхсем 9 уйăх тĕлне 180–200 килограмм виçене çитейреççĕ. Пысăкрах ÿт хушаслăхпа (900–1000 грамм) 9 уйăх тĕлĕнче вĕсем 200–230 килограмм таяççĕ.

Çамрăк вăкăра 6 уйăха ÿстерсе çитерме 200 килограмм сĕт тата 700 килограмм хăймине уйăрнă сĕт (обрат) кирлĕ. Çак мелпе тăрантарни выльăха талăксерен вăтамран 700–800 грамм ÿт хуштарма май парать.

Анатоми-физиологи аталанăвĕпе пĕтĕм производство циклĕ 4 тапхăра пайланать:

1. Сĕт тапхăрĕ 60–90 куна тăсăлать. Çак тапхăрта çамрăк выльăхсен рационĕнче ытларах таса сĕт кăна. Ытти – комбикорм, çемçе утă.

Сĕт тапхăрĕнче çамрăк вăкăрсене апатлантармалли программа кашни 7 кунта улшăнса тăрать. Малтанхи уйăхра вĕсене апатлантарасси çамрăк выльăхсен организмĕн хÿтĕлевлĕхне сыхласа хăварассипе тата аталантарассипе çыхăннă. Иккĕмĕш уйăхран пуçласа пăрусене ÿсен-тăран çимĕçĕсене хăнăхтармалла.

2. Сĕт хыççăнхи тапхăрта çамрăк выльăха пĕтĕмпех ÿсен-тăран çимĕçĕсемпе апатлантарма сĕнеççĕ. Рационта утăпа, силоспа, сенажпа, концентратсемпе усă курма юрать. Вĕсене çамрăк выльăха апат хутăшĕ туса парсан аванрах. Концентрат вырăнне комбикорм пулни рациона протеинпа минераллă веществосемпе тата витаминсем тĕлĕшпе пĕр вăхăтра шайлаштарать. Сĕт хыççăнхи тапхăр 60–90 кун пырать.

3. Интенсивлă аталану тапхăрĕ выльăхăн мускулатури активлă ÿснипе çыхăннă. Ку тапхăрта çамрăк выльăхсене уйрăмах тулăх тăрантарма тăрăшмалла. Вĕсене çак вăхăтра апат хутăшĕпе тăрантарсан аванрах. Ку тапхăр 4–8 уйăха тăсăлать. Лайăх пăхнă вăкăр çак вăхăтра талăксерен вăтамран 800–1200 грамм ÿт хушать.

4. Самăртмалли тапхăр вĕçĕнче пысăк энергиллĕ апатпа тăрантарнă вăкăрсем талăксерен 900–1200 грамм ÿт хушма пултараççĕ.

Вăкăр ÿстерме-самăртма пÿлĕмре чи сахалли те 3 тăваткал метр лаптăк кирлĕ. Çав вăхăтрах мăйракаллă шултра выльăха самăртма тăратнă пÿлĕмре çителĕклĕ çутă, ăшă пулмалла, шыв ĕçмелли тата апат хурса памалли умрах кирлĕ. Унăн уçăлма та ирĕклĕ тухса çÿремелле.

И. МИХАЙЛОВА, зоотехник.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика